Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марафон вĕçленчĕ

04 июня 2014 г.

 

"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕн  счечĕ çине майăн 30-мĕшĕ тĕлне пурĕ 9 миллион та 186 пин тенкĕ ытла куçарнă. Кунсăр пуçне марафон пухмачĕнче тĕллевлĕ (адреслă) куçарнă укçа-тенкĕ те пур - 167 460 тенкĕ, çакăнпа пĕрлех - 108300 тенкĕлĕх канцеляри таварĕ, çи-пуç тата лагерьсенче канмалли путевкăсем.

Пирĕн районти çынсемпе предприяти-организацисем куçарнă укçа сумми асăннă куна 155 пин те 500 тенкĕ ытла пухăннă. Çак сумма каялла районах таврăнать. Ăна çитес вăхăтра хамăр районти йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене пулăшма усă курĕç. 

"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне июнĕн 4-мĕшĕнче официаллă лару-тăрура хупма палăртнă, анчах та марафон вĕçленни пирĕнте ыр кăмăллăх пĕтмеллине пĕлтермест.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика