04 июня 2014 г.
Юрлицосемпе уйрăм предпринимательсене регистрацилессипе саккунсене улшăнусем кĕртнĕ.
Майăн 2-мĕшĕнчен вĕсем налук инспекцине банкра счет уçни пирки пĕлтерме тивĕçлĕ мар.
Майăн 5-мĕшĕнчен чикĕллĕ яваплăхлă обществăна (ООО) регистрациленĕ хыççăн устав капиталне 4 уйăхран кая юлмасăр тÿлемелле. Юрлицо тăвакан документсене регистрацилекен органа хăй парать пулсан алă пуснине нотариуса çирĕплеттерме кирлĕ мар. Электрон подпиçпе усă курнă чухне те çаплах.
Н. ВАСИНА,
8 № налук инспекцийĕн ертÿçин çумĕ.