Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк - пирĕн кил

04 июня 2014 г.

 

"Çут çанталăка сыхлас сферăри саккунсен пуххине те çĕнĕлĕхсем кĕрсе пыраççĕ, çавăнпа та йăнăшсем тăвас мар тесен пирĕн пурин те çыхăну тытса пĕрле ĕçлемелле", - тесе палăртрĕ район прокурорĕ С. Павлов право сыхлавĕн, районти контрольлекен органсен ертÿçисен тата йĕркене пăсассине асăрхаттаракан комиссин координаци канашĕн ларăвне уçнă май. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ           Р. Тимофеев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем те хутшăнчĕç.

Çут çанталăка сыхлас сферăри саккунсене район территорийĕнче епле пăхăннине район прокуратури куçран вĕçтермест, çапах та Сергей Владимирович тĕп ĕç асăрхаттару ĕçĕ пулнине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Акă вăрмансемпе усă курасси пысăк тимлĕх ыйтать. Вăрмансенче саккунсăр майпа йывăç касса (хĕллехи вăхăтра чăрăш касни кăна мар) илсе тухнă тĕслĕхсем пур. Ку вара саккуна пăсни пулать. Çавăнпа та çынсене пухса ăнлантару ĕçне ирттермеллине каларĕ прокурор. Хальхи вăхăтра вара, пушар тухас хăрушлăх пысăк чухне, кашни çын асăрхануллă пулни, саккуна пăхăнни (вăрмансене кĕме юраман тапхăр пырать) кирлĕ.

Сывлăша варалани те явап тытмасăр иртмест. Пĕлтĕр, сăмахран, районти 6 организацие сывлăша вараланăшăн административлă явап тыттарнă.

Шыв объекчĕсене пăхса тăрассинче йĕрке пултăр тесен вара гидротехника сооруженийĕсене регистрацилесе вĕсен хуçисене палăртасси пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ку ĕçе хăвăртлатма сĕнчĕç. Ял тăрăхĕсенчи халăх дружинникĕсене те асăрхаттару ĕçне явăçтармаллине палăртрĕç.

Çут çанталăка тепĕр тĕслĕ варалани каяш ыйтăвĕпе çыхăннă. Пирĕн районта йăлари хытă каяш полигонĕ пур пулсан та, каяша тирпейлес ыйту юлашки çулсенче питĕ çивĕч тăрать, мĕншĕн тесен хальлĕхе ялсенчен каяш турттарса тухассипе çыхăннă нормăпа право акчĕсене  çирĕплетмен-ха. Ялсенчен каяш турттарса тухас йĕркене уçăмлатас тĕллевпе Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ   С. Ермолаев Чул хула облаçĕнчи опытпа паллашса килнине пĕлтерчĕç ларура. Апла регион шайĕнче ку тĕлĕшпе правопа норма акчĕсене çирĕплетсен пирĕн районти ялсенче каяш турттарса тухассине пуриншĕн те меллĕ майпа йĕркелеме май пуррине асăнчĕç.

Пĕлтĕр вара район территорийĕнче санкцилемен 30 свалка тупса палăртнă, 16 представлени панă, 6 иск заявленийĕ суда тăратнă. Кăçал кăна санкцилемен 20 свалка тупса палăртнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене дача коллективĕсем патĕнчи каяш куписем çине те тимлĕх уйăрма, асăрхаттару ĕçне çак коллективсен председателĕсемпе çыхăнса пурнăçлама сĕнчĕç.

Çакăн пек купасенче ртуть пур лампăсем пурри вара тавралăхшăн та, çынсемшĕн те питĕ сиенлĕ. Апла пулсан лампăсене пухса турттарса тухас ыйту та тимлĕх ыйтать.

Выльăх масарĕсене тивĕçлĕ тытса тăни те çут çанталăка сыхлассипе çыхăннă. Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăк сыхлавĕн прокурорĕ Д. Викторов шăпах выльăх масарĕсем пирки сăмах пуçарчĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн масарсенчен 1 çухрăм çывăхарах çĕр лаптăкĕ сыхлав зонине кĕрет, çавăнпа та унпа усă курма юрамасть. Прокурор каланă тăрăх саккун пуххинчи йĕркепе килĕшÿллĕн çитес вăхăтрах республикăра масарсен пĕр пайне ятарлă йĕркепе пăрахăçланăран вĕсен йышĕ чакмалла. Çавна май 1 пин гектара яхăн çĕре  çаврăнăша кĕртме палăртнă.

Июнĕн 10-мĕшĕччен пулă тытма юраман тапхăр пырать. Çавна май браконьерсем пурри çине тимлĕх ытларах уйăрмаллине пĕлтерчĕ Чăваш Ен транспорт прокурорĕ А. Данилов. Йĕркене пăсакансем РФ Уголовлă кодексри 256 статьяпа килĕшÿллĕн явап тытма тивĕç. Пĕлтĕр республикăра пурĕ çакăн йышши 66 преступлени тупса палăртнă пулсан, кăçал - 36, вĕсенчен иккĕшĕ - Муркаш районĕнче.

Пулла йĕркене пăсса тытакансем пирки вырăнта пурăнакансем пĕлтерни çут çанталăка сыхлассинче пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать, анчах ку таранччен районти полици пайне халăхран кун пек пĕлтерÿсем пулманнине палăртрĕ полици пайĕн пуçлăхĕ М. Мясников. Çакна вăл çынсем хальлĕхе çут çанталăка сыхласси вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлансах çитейменнипе сăлтавлать. Пĕлтĕр ку тĕлĕшпе районта 3 преступлени тупса палăртнă, кăçал ку таранччен - 1.

Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительствăпа общество инфраструктурине аталантарассин пай пуçлăхĕ В. Никитин та сăмах илчĕ. Вăл район территорийĕнче тирпей-илем тата хăт кĕртесси çинче чарăнса тăчĕ. Çак ĕçе пурнăçласа кăçал та экологи субботникĕсем ирттернĕ, санкцилемен свалкăсене тупса вĕсене тасатнă, йывăç лартнă, масарсен территорийĕсене тасатнă тата ытти ĕç те туса ирттернĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районтан 1319 кубла метр каяш турттарса тухнă. Оринин, Муркаш тата Москакасси ял тăрăхĕсем ку тĕлĕшпе уйрăмах активлă ĕçленине палăртрĕ Владимир Германович.

Хальхи вăхăтра районта тирпей-илем тата хăт кĕртессипе конкурс пырать. (Ред.: Конкурс условийĕсемпе тĕплĕнрех аяларах паллашма пултаратăр.)

Ларăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ           Р. Тимофеев çут çанталăка сыхлассишĕн кашни çын яваплине палăртрĕ. Çавăнпа та профилактика ĕçне ача сачĕсенчен, шкултан пуçламаллине каласа хăварчĕ.

 

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика