Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ыйтăвĕ - пысăк тимлĕхре

04 июня 2014 г.

 

Çĕр ыйтăвĕ çине юлашки çулсенче пирĕн республикăра уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни палăрать. Акă Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче çĕрпе эффективлă усă курмалли çинче чарăнса кашни çĕр лаптăкĕн хуçи пулмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çакăнпа вăл хуçасăр çĕр лаптăкĕсене хăвăртрах йĕркене кĕртсе çаврăнăша кĕртмеллине палăртрĕ.

Çĕрпе эффективлă усă курассинче "халăх инвентаризацийĕ"  пулăшма тивĕç. Вăл икĕ тапхăрпа иртет. Кăçалхи мартăн 17-мĕшĕнчен пуçласа хуçасăр, пушă выртакан тата усă курман çĕр лаптăкĕсене тупса палăртма тытăнчĕç. Çак ĕç-пуçа кашни муниципалитетрах общественность явăçма тивĕç, мĕншĕн тесен çынсем пĕлтернĕ пушă çĕрсемпе малашне мĕнле усă курассинче вĕсем палăртнă шухăш-кăмăла та шута илĕç.

"Халăх инвентаризацийĕн" иккĕмĕш тапхăрĕ кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланĕ: тупса палăртнă пушă çĕрсене регистрацилесе çĕр лаптăкĕсем йĕркелемелли тапхăр. Инвентаризаци 2015 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.

 "Пирĕн районта хальлĕхе "халăх инвентаризацийĕ" ытла та пĕчĕк хăвăртлăхпа пырать. Пĕрремĕш тапхăрта палăртнă ĕçе кая юлмасăр вĕçлемелле, мĕншĕн тесен çĕр кашни ял тăрăхĕн бюджетне хушма тупăш кÿме тивĕç", - тесе çирĕппĕн палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Йÿçкассинче иртнĕ черетлĕ канашлăвĕнче.

Пуçлăхсем тишкерсе тухма палăртнă ыйтусенчен пĕри шăпах "халăх инвентаризацийĕ" пулчĕ. Канашлу иртнĕ кун тĕлне вара районти 8 ял тăрăхĕнче кăна ĕç пуçланнине пĕлтерчĕç.

Пай çĕрĕсене çаврăнăша кĕртес ыйту та паянхи кун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемшĕн кая хăварма юраман ĕçсенчен пĕри шутланать. Район администрацийĕн экономика управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев пĕлтернĕ тăрăх районта регистрацилемен пай çĕрĕсем чылай-ха. Çак çĕрсемпе ĕçлесси çине Оринин, Юнкă, Чуманкасси, Шетмĕпуç, Ильинка тата Ярославка ял тăрăхĕсенче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ку ял тăрăхĕсенче никам та ыйтман пай çĕрĕсен çуррине те регистрацилемен-ха. Çавăнпа та пур пуçлăха та ку таранччен регистрациленĕ пай çĕрĕсен хисепне пĕлтерсе (Росреестрпа танлаштарсан пĕр пек хисеп пулмалла) малашне ку ыйтупа ĕçлемелли план графикĕсене çак эрне вĕçлениччен хатĕрлесе пама ыйтрĕç.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле сÿтсе явма палăртнă тепĕр ыйтупа Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи И. Димитриева тухса калаçрĕ. Сăмах инвалидсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, ачана 3 çул çитиччен пăхакан амăшĕсене ĕçпе тивĕçтересси пирки пулчĕ.  Граждансен çак категорийĕсене кĕрекенсене ĕçе вырнаçтарасси республика тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пулса пырать, çавăнпах 3 ушкăн инвалидне ĕç вырăнĕ йĕркелеме организацисене 69500 тенкĕ саплаштараççĕ, 2 ушкăн инвалид валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕшĕн 77 400 тенкĕ саплаштараççĕ, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçе илнĕшĕн - 30 пин тенкĕ. Ачана виçĕ çула çитиччен пăхакан амăшĕсене тепĕр професси алла илме те пулăшать ĕçпе тивĕçтерекен центр. Вĕреннĕ вăхăтра амăшĕсене стипенди те тÿлеççĕ, çул çине "каякан" укçа-тенке те саплаштараççĕ. Çавăнпа та чăнах та ĕçлеме пултаракан инвалидсем, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ тата вĕренме кăмăл пур хĕрарăмсем тĕлĕшпе тĕрĕс информаци кирлине палăртса И. Димитриева ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те ку тĕлĕшпе айккинче юлмалла маррине каларĕ.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе Акатуй пирки те канашларĕç. Район администрацийĕн йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Л. Тарасова кăçалхи çĕнĕлĕхсем пирки чарăнса тăчĕ, кашни ял тăрăхĕ уява тивĕçлипе хутшăнмаллине палăртрĕ.

Çимĕкчен вара ял тăрăхĕсенчи масарсене тепĕр хут тирпей-илем кĕртĕç. Канашлура çак тирпейлĕхе тытса тăма уяв вăхăтĕнче халăха условисем туса памалли пирки те калаçрĕç. Çуллахи вăхăтра шыв çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси те ял тăрăхĕсен администрацийĕсене пырса тивет, çавăнпа та çынсемпе асăрхаттару ĕçне май пур таран тĕплĕнрех те анлăрах ирттерме калаçса татăлчĕç.

Йÿçкассинче иртнĕ канашлу вырăнти информаципе культура центрĕнче кăна иртмерĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем кунти Христос Турă çÿле çĕкленнин чиркĕвĕнче, шкулта тата  ветерансен çуртĕнче те пулса курчĕç, вырăнти лару-тăрупа паллашрĕç.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика