Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

04 июня 2014 г.

 

Çуллахи вăхăтра ача-пăча та, аслисем те шыв хĕрринче канма, шыва кĕрсе уçăлма васкаççĕ. Анчах та шывра е шыв хĕрринче хамăра тĕрĕс тытманни, çапла вара ачасем шыв хĕрринче аслисемсĕр пулни е аслисем хăйсем ÿсĕр пулни тавăрма çук инкек патне илсе çитерме пултарать.

Çуллахи вăхăтра хуласенче пурăнакан мăнукĕсем те аслашшĕ-асламăшĕсем патне канма килеççĕ. Ялта сывлăшĕ те тасарах, ирĕкĕ те ытларах. Юратнă мăнукĕсене чарма хăяйман ватăсем пур чух вĕсене асăрхаса та çитереймеççĕ, шыв хĕрне кайнине пĕлсе те юлмаççĕ.

Шыври тата шыв хĕрринчи асăрханулăх пирки район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Г. Любимов каласа парать:

- Иртнĕ кунсенче пирĕн районти 13 шыв плотинине водолазсем тĕрĕслесе шыва кĕме юрăхлă вырăнсене - плотинăсене палăртрĕç. Вĕсем Уйкас Янасалта, Патаккассинче, Вомпăкассинче, Макçикассинче, Кĕрекаçра, Турайра, Хорнуйĕнче, Чуманкассинче, Катăкуйĕнче, Анатри Панклире, Ярапайкассинче, Шурчара тата Ярославкăра вырнаçнă. Çак плотинăсенче шыва кĕмелли вырăнсене палăртнă, вăл вырăнсенче шыв тĕпне тасатнă.

Ытти пĕвесем хĕрринче "Шыва кĕме юрамасть" тесе çырнă табличкăсем пулмалла. Вĕсене никамăн та кăларса ывăтма юрамасть. Çапла ахальтен мар, çынсен хăрушсăрлăхĕ пирки шутласа çырса хураççĕ!

Çапла вара кĕме юрăхлă вырăнта кăна шыва кĕме юрать. Шыв хĕрринче канас е шыва кĕрес текенĕн чи малтанах ишме пĕлмелле. Çакăнпа пĕрлех ишме пĕлетĕп тесе шывра тĕрлĕ хăрушлăх пулма пултарассине те манмалла мар.

Пĕлмен вырăнта нихăçан та  пĕччен шыва ан кĕрĕр. Тепĕр тесен пĕлнĕ вырăнта та. Инçе ишсе кайма ан васкăр, уйрăмах сирĕн юлташсем япăхрах ишеççĕ пулсан.

Сивĕ шыва вăраххăн кĕмелле, уйрăмах эсир кăçал пĕрремĕш хут шыва кĕретĕр пулсан. Унсăрăн ура шăнăрĕсем туртăнма е тата пуç çаврăнма пултарать.

Пĕлмен вырăнта шыва сикни тĕрĕс мар. Тепĕр чух çак вилĕм патнех илсе çитерет. Шыв тĕпĕнче темĕн те пулма пултарать: чул та, тимĕр-тăмăр та.

Шывра кашнинех хăйне йĕркеллĕ тытмалла. Пĕр-пĕрне шывра вылямалла путармалла мар, шÿтлесе "путатăп, пулăшăр!" тесе те ан кăшкăрашăр.

Вĕрсе хăпартмалли матраспа е камерăпа  аслисемсĕр усă курма юрамасть. Матрас, сăмахран, шыв юххипе инçе кайма е тата пушанса кайма та пултарать.

Япăх ишетĕр пулсан çыран хĕрринчен инçе каймалла мар, кирек хăш вăхăтра та урасем шыв тĕпне лекчĕр.

Хамăрăн пурнăç пирки ытларах хамăрăнах шутламалла, ăна хамăрăнах упрамалла. Апла пулсан хăрушсăрлăх йĕркисем пирки ан манăр.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика