Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврара - утă шăрши

04 июня 2014 г.

Иртнĕ кунсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе кÿлĕнчĕç. Нумай çул ÿсекен курăка Е. Андреев яч. хис., Суворов  яч. хис., Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсенче çулма пуçланă. Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне пурĕ 270 гектар (5 процент) çулнă.

Ырашпа вика хутăшĕнчен "Путь Ильича" агрофирма 450 тонна сенаж хывса хăварма ĕлкĕрнĕ.

Шăрăх çанталăк тăнă май çĕр ĕçченĕн улăх-çаранĕнче утă ĕçĕ вăй илсе пырать: ĕнер кăна акара тимленĕ хресчен паян иртен пуçласа каçчен выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçре. Уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса вăл паян хĕл каçма ытлă-çитлĕ выльăх апачĕ янтăлассишĕн тăрăшать. Ыранхи кунпа пурăнаканăн çапла пулмалла та. Çак чăнлăх Чкалов ячĕпе тата Чапаев ячĕпе хисепленекен пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене ертсе пыракан П. Ефимовпа ирттернĕ калаçура та тĕп вырăнта пулчĕ.

Асăннă хуçалăхсен ĕçченĕсем паян умри йывăрлăхсене сирес тĕллевпе иртен пуçласа каçчен пĕр шухăшлă пулса вăй хураççĕ. Çур акире Чуманкассисемпе Исетерккĕсем пурĕ 936 гектар çуртрисем акса хăварма мехел çитернĕ. 312 гектар çинчи кĕрхи культурăсем те паян хирте тикĕссĕн кашласа лараççĕ. Çав вăхăтрах кĕр аки валли хăварнă пусăсенче çум курăкĕпе кĕрешсе пирвайхи ĕçсем ирттереççĕ. Пĕр сăмахпа каласан пĕр ертÿçĕ ертсе пыракан икĕ хуçалăхра та паян тулли ĕç вĕресе тăрать кăна.

- Çÿлти аттемĕртен çумăр парасса кĕтетпĕр, анчах кĕтнипе çеç лăпланса ларасси те пирĕншĕн мар. Умри паянхи тĕллев вăл - ытлă-çитлĕ пысăк пахалăхлă утă хатĕрлесси. Çак ĕçе иртнĕ кунсенче пуçăнтăмăр: механизациленĕ бригада козлятник çулма пуçларĕ. Мĕн пур лаптăкăн виççĕмĕш пайне çулса хутăмăр та ĕнтĕ. Паян ăна валеме пухассипе, пресс-подборщикпа рулонсем тăвассипе ĕçлеме пуçларăмăр. Механизациленĕ бригада ĕçченĕсем çаврăнăçуллă пулни утă янтăлас ĕç нумай вăхăта тăсăлмасса шантарать, - мамăк тÿшек пек выртакан козлятник хирĕпе утнă май калаçать Павел Геннадьевич.

Уяр кунпа туллин усă курасси - механизаторсен тĕллевĕ те. Акă В. Никифоров механизатор хăйне шанса панă МТЗ-82 тракторпа пĕр чарăнмасăр типнĕ курăка валеме  пухать.

- Шăрăх кунсемпе те туллин усă курасси - пирĕн пĕрлехи тĕллев. Ăна пурнăçлассишĕнех куллен ĕçе тухатпăр та, - трактора малалла уттарнă май сăмах хушрĕ Владимир. Унăн ĕçтешĕ Эдуард Алексеев (сăн ÿкерчĕкре) эпир хире çитнĕ чух типĕ курăка рулонлама пуçларĕ.

"Симĕс ĕç çи" тапхăрĕн кашни саманчĕпе туллин усă курассишĕн тăрăшакан хуçалăхăн витисенче паян 125 пуç ĕне тăрать. Вĕсене хĕл каçарма кашни условнăй выльăх пуçне 28 центнер апат единици хатĕрлеме шутланă хуçалăхра паян кашни ĕçчен тĕллев пурнăçланасса шанса вăй хурать.

А. БЕЛОВ.   

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика