31 мая 2014 г.
"Туриада - 2014" спортпа турист лагерĕн ĕç-хĕлне Атăл çи федераци округĕн 600 ытла çамрăк спортсменĕ хутшăннă. Саратов облаçĕнче иртнĕ ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Ен команди - 40 çынран тăракан ушкăн - мала тухма пултарнă. Хыççăнхи вырăнсенче Тутар Республикин тата Мари Эл Республикин спортсменĕсем.
Аса илтеретпĕр, "Туриада - 2014" майăн 21-мĕшĕнче пуçланса тăватă куна тăсăлнă. Çак тапхăрти спорт, культура тата туризм енĕпе иртнĕ тупăшусенче чăваш çамрăкĕсем малти вырăнсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ: "Люблю тебя, Поволжье" фотокросра, "Лучшая разработка туристического межрегионального маршрута" конкурсра, автор юррисен "Музыка сердец" конкурсĕнче тата ыттисенче те.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăл çи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич та "Туриадăна" çитсе курнă. Вăл спортăн çак тĕсне массăллăн хутшăнасси патне çывхарнин пысăк пĕлтерĕшне палăртнă. Малтанхи çулсемпе танлаштарсан, тупăшу чылай çивĕчрех иртнине тата хутшăнакансен йышĕ самаях пысăкланнине пĕлтернĕ. "Туриадăна" муниципалитетсенчи шкулсен, турист клубĕсен хутшăнма май пуррине ырланă.
Хамăр инф.