31 мая 2014 г.
Пытарма кирлĕ мар ĕнтĕ, паянхи пурнăç çав тери хăвăрт улшăнса пырать. Çĕнĕлĕхсем вăя кĕнипе пĕрлех сиенлĕ йăласем те халăхра анлă сарăлчĕç: пирус туртасси, наркотиксемпе усă курасси, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхесси. Паянхи калаçу пирус сиенĕ çинчен пулĕ.
Пирус çуннă вăхăтра организм никотинпа, аммиакпа, ацетонпа, серăпа тата сиенлĕ ытти япалапа "пуянланать". Пĕрремĕш пирус туртнă хыççăн çынра лайăх мар туйăм юлать: пуç çаврăнать, ăш пăтранать, пырта кăтăклать, ÿсĕртет. Пирус нумай туртакан çыннăн чĕре, ÿпке, вар-хырăм чирĕсем аталанаççĕ, нервпа психика системи арканать. Никотин организмра саланса юн тымарĕсене ансăрлатать, чĕре вăйлăрах ĕçлеме пуçлать, чĕре таппи пĕр минутра 100 -120 çитет, юн пусăмĕ те виçерен хăпарать. Ÿпке чирĕсенчен ытларах чухне сывлăш çулĕ шыçни (бронхит) тата ÿпке ракĕ тĕл пулать.
Пирус туртни уйрăмах çамрăксемшĕн питĕ хăрушă. Вĕсен аталанса çитмен черченкĕ организмĕ пĕтĕмĕшле сиенленет, тĕрлĕрен органпа система арканать. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх арçын ачасен 80 проценчĕ 18 çула çитичченех пирус туртма пуçлать, хĕрсен 35 проценчĕ 15 -17 çулта çак сиене тутанать.
Пирус туртни чылай йывăр чире аталанма тата вăраха кайма май парать. Çак сиенлĕ йăла кашни çулах миллионшар çын пурнăçне татать. Пирус туртакансем, туртманнисемпе танлаштарсан, стенокардипе 13 хут, шалкăм çапнине (инсульт) 12 хут, вар-хырăм шыççипе 10 хут ытларах чирлеççĕ.
Туртакансенчен нумайăшĕ пирус сиенĕ пирки лайăх пĕлет, туртма пăрахма та хирĕç мар, анчах çак усал йăларан уйрăласси пурин те пулмасть. Хаçат вулакансем валли çакăн пек сĕнÿсем пур:
- чи малтанах туртма пăрахас кăмăл пулмалла*
- туртмаллине пĕр пачка çеç туянăр*
- сире кам та пулин сĕнсен, ан илĕр, çавăн пекех хăвăр та çынран ан ыйтăр*
- пирус туртас вырăнне хĕвелçаврăнăш вăрри е уçăлтаракан канфет çийĕр, туртас килнĕ чухне çĕмĕрт тураттине чăмлани те пулăшать*
- шыв нумай ĕçĕр, вăл организмри никотина кăларма пулăшать*
- ытларах пулă, пахча çимĕç, улма-çырла çимелле*
- уçă сывлăшра ытларах çÿрĕр, çав вăхăтра сывлава йĕркелес тесе 3 - 5 минут хушши тарăннăн сывлăр*
- спорт занятийĕсене тăтăшах çÿрĕр е хăвăр тĕллĕн тĕрлĕ хускану тăвăр.
Шутласа пăхăр-ха тата - сахалтарах туртма пуçланăранпа мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ перекетлерĕр. Юлашкинчен вара пач туртма пăрахăр. Туртма пăрахсан сирĕн кăмăл çĕкленет тата сывлăх та çирĕпленет.
В. Евдокимова,
районти тĕп больницăн медицина сестри.