31 мая 2014 г.
Ирĕке кайнă вут-çулăм шелсĕр. Вăл туххăмрах хăй хыççăн шĕл кăвар хăварса пурăнмалли çурт-йĕре, хушма хуралтăсене, пурлăха илсе тухса каять. Унран та ытларах инкек вăл - пушарта çын пурнăçĕ татăлни. Халĕ калани кашниншĕнех паллă, анчах пушар хуралĕнче тăракансем час-часах пулăшăва васкани кил-çурт хуçисем нумай чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни е сĕмсĕррĕн пăсни çинчен калать. "Хĕрлĕ автан" çунат çапма пуçланин тĕп сăлтавĕсем: уçă çулăмпа асăрханусăр пулни - 17 процент, электроприборсене эксплуатацилес е электричествăпа усă курас правилăсене пăсни - 39 процент, ачасем шăрпăкпа выляни - 5 процент, кăмакасен юсавсăрлăхĕ - 28 процент. Халĕ илсе кăтартнă цифрăсем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки калаççĕ. Апла пулин те...
Район территорийĕнче кăçалхи 5 уйăхра тухнă пушарсене регистрацилемелли журнала уçса пăхатпăр. "Хĕрлĕ автан" ытларах ялта е дачăра пурăнакан хуçалăхсене иленни курăнать.
Нумай кил-çурт хуçипе предприяти-организаци ертÿçи пушар хăрушсăрлăх правилисене саккун ыйтнă пек пăхăнманнине укçа-тенкĕ çуккипе çыхăнтарать. Анчах электрохуçалăхра "жучоксем" вырăнне йĕркеллĕ калибрлă предохранительсем вырнаçтарма, кăмакасене юсама, мăрьесене хăрăмран тасатма, кăмака умне 50х70 сантиметр виçеллĕ тимĕр листа çапма, мачча çинчи мăрьене штукатуркăласа шурăпа сăрласа тăма нумай укçа кирлĕ-и; Çук. Кунта ыранхи кун пирки шутлани малти вырăнта тăмалла кăна. Халĕ калани çумне çынсем хăйсем ăсталанă электроприборсемпе усă курни, пÿрт-çурт патĕнчен 50 метртан çывăхра кăвайт чĕртни, çурт-йĕр таврашĕнче типĕ курăк çунтарни, ÿсĕрле пирус туртни, мунчасенчи мăрьесене мачча хăмисенчен 38 сантиметр уйăрманни пушар тухасси патне илсе пырать те. Çак сăлтавсем районта пурăнакансене çу кунĕсем пуçланнă май хытах шухăшлаттарма тивĕç тесе шутлатăп. Ахальлĕн паян пур пурлăх самантрах кĕл пулса çилпе вĕçме пултарать. Кун хыçĕнче вара пысăк хурлăх тăрать.
Ан манăр, çулăм вăл хăйĕнпе çителĕклĕ контрольлесе усă курсан çеç юлташ, тимлĕхе çухатсан вара... Çавăнпа та районта пурăнакансене çу кунĕсенче унпа питех те асăрхануллă пулмалли пирки асăрхаттаратăп.
Кăçал районта 19 пушар алхасрĕ. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен пĕр тĕслĕх сахалрах, анчах çакă лăпланмалли сăлтав мар, мĕншĕн тесен çулăмăн хăрушлăхĕ питĕ пысăк. Ĕнерхи куна ирĕке кайнă çулăм районта 4 дача çуртне, 14 килти хушма хуçалăха, пĕр магазина сăтăр кÿчĕ е тĕп турĕ. Миллионшар тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнипе пĕрлех пушарта 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Килти хушма хуçалăхра пушар тухнă тĕслĕхсене тишкерер-ха. "Хĕрлĕ автан" 9 хутчен пурăнмалли çуртра, 4 тĕслĕхре хушма хуралтăра, 3 - мунчара алхаснă.
Хăш-пĕр асăрхаттаруллă тĕслĕхсем çинче уйрăммăн чарăнса тăрам-ха. Апрелĕн 6-мĕшĕнче Çĕлеменкассинче пурăнакан Ю. Андреев хуçалăхĕнче пушар тухни пирки хыпар çитрĕ. Çийĕнчех вырăна тухрăмăр, анчах... Хыççăнхи тĕрĕслев кил хуçипе пиччĕшĕ ÿсĕрле пирус туртнинчен вăй илнĕ "хĕрлĕ автан" тыткăнĕнчен хăйсем те тухайманнине кăтартрĕ. Çакнашкал сăлтавпах февралĕн 28-мĕшĕнче Калайкассинчи пĕр килти хушма хуçалăхра тухнă пушарта çын пурнăçĕ татăлнăччĕ.
Электроприборсемпе тата электричествăпа усă курнă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни те инкеке çывхартать. Апрелĕн 20-мĕшĕнче çак сăлтавпа Кĕрекаçри пĕр йывăç пÿрт кĕлленчĕ. Асăннă сăлтавсемпех кăрлач уйăхĕнче Ивановкăра тата Шомикра, нарăсра Лап Олкашра, Çатракассинче, "Волга" сад юлташлăхĕнче пушар тухрĕ.
Пĕр тĕслĕхре ачасем шăрпăкпа вылянипе тухнă пушарта пĕтĕм кил-çурт çунса кайрĕ.
Асăннă инкексем пулмасан та пултарнă, анчах... Чавса çывăх та çыртма çук. Çу кунĕсенче пурин те пушар хăрушсăрлăхĕпе тимлĕрех пуласчĕ. Ачасем çуллахи каникула кайнă май шкулсенче вĕрентекенсен вĕсемпе тĕплĕ ăнлантару ĕçĕсем ирттерессе шанатпăр. Пĕрлехи тимлĕх пурнăç илемлĕхне ÿстерĕ кăна.
О. БАСКАКОВ,
районти патшалăх пушар надзор уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыраканĕ.