31 мая 2014 г.
Ача пĕчĕкренех мĕн курнипе интересленет пулсан вăл анлă тавра курăмлă пуласси куç кĕрет. Надя калаçма пуçласанах тем те пĕр пĕлесшĕн çунатчĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ вăхăтра вулама та, çырма та, ÿкерме те, юрласа-ташлама та кăмăллатчĕ. Пулсах пĕтеймесен çине тăрса тимлетчĕ. Пĕрремĕш класрах ашшĕ-амăшне савăнтаратчĕ.
Паянхи кун Надя шкултан вĕренсе тухать. Çичĕ çул уроксем хыççăн Муркашри искусство шкулĕн фортепиано класне тимлесе çÿрерĕ, тĕлĕнтермĕш инструмента алла хăнăхтарчĕ. Вĕрентекенсем те Надя шкула «пиллĕксемпе» кăна вĕренсе тухасса шанаççĕ. Хĕр ача хăй те çакăн çинченех ĕмĕтленет, анчах та: "Упине тытмасăр тирне сĕвес мар", - тет çеç шÿтлесерех.
Вăхăт çукпа пĕрех вун пĕрмĕшсен. Çапах Надя шкулти кашни мероприятиех активлă хутшăнчĕ. "Кĕнеке вулама юратни питĕ пулăшать", - пĕлтерет хăйĕн вăрттăнлăхне Надя. Кашни предметпах шкул ачисен олимпиадине хутшăнма, малти вырăнсене çĕнсе илме тăрăшрĕ. Çак вĕренÿ çулĕнче республика шайĕнче вăл вырăс чĕлхипе иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Шупашкарти "Эткер" ирттернĕ "Туслăх кĕперĕ" ÿнерçĕсен конкурсне те хутшăнма ĕлкĕрет. Унта та вăл малтисен ретĕнче. Çав хушăрах сăвăсемпе юптарусем те шăрçалама вăхăт тупать.
Çакăн пек пирĕн Надя. Ахальтен мар районта пĕлтĕр ирттернĕ Амăшĕн кунĕнче юратнă амăшне пысăк парне турĕ - пултаруллă хĕрĕн амăшĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне илме тивĕçрĕ. Кăçал вара Надя Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать. Шкулти кашни ача, кашни учитель савăнать Надьăшăн, шкула "пиллĕксемпе" вĕçлеме ăнăçусем сунать.
С. Федорова.
Çатракассинчи вăтам шкул.