31 мая 2014 г.
Паянхи пурнăçра ачан шкултан пĕлÿ пухса кăна мар, тĕрлĕ енлĕ аталанса ыттисемпе конкуренцие хутшăнма та пултармалла. Çавăнпа ачана хушма пĕлÿ парасси çине патшалăх енчен те пысăк тимлĕх пур. Пирĕн районта та акă хушма пĕлÿ паракан тăватă вĕренÿ учрежденийĕ ĕçлет. Вĕсенче çак вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле илсен районти вĕренекенсен 73,5 проценчĕ хушма пĕлÿ илнĕ.
Муркашри ача-пăча искусство шкулĕнче пĕлÿ илнине çирĕплетекен свидетельствăна 35 ача алла илчĕ. Художество уйрăмне 7 ача, музыка уйрăмне 2 ача, пĕтĕмĕшле эстетика уйрăмне 1 ача вĕренсе пĕтернĕ, ыттисем - хореографи уйрăмне.
Муркашри ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе кану центрĕнче çакна халалласа савăнăçлă пысăк мероприяти пулчĕ. Шкулта вĕренекен ачасемпе пĕрлех вĕсен вĕрентекенĕсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те чылаййăн пухăнчĕ. Хушма пĕлÿ илни кашни ачана малашне пулăшса пыни пирки сăмах хускатса район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи З. Дипломатова, культурăпа туризм пайĕн ертÿçи Е. Чернова та ачасене саламларĕç. Шкул директорĕпе О. Григорьевăпа пĕрле ачасене свидетельствăсем парса вĕсене малашлăхра пуçаруллă пулма сунчĕç.
Ачасем пуçаруллă та хастар пуласси вара иккĕлентермест. Ку шкулта вĕренекенсем вĕренÿ çулĕсенчех пысăк шайри çитĕнÿсемпе мухтанма пултараççĕ. Шкултан вĕренсе тухсан та нумайăшĕ кунта килсе çÿрет, мĕншĕн тесен искусство шкулĕнче чăнах та пултаруллă педагогсем вăй хураççĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: алăра - "хаклă" документ.
Н. Димитриева
сăн ÿкерчĕкĕ.