31 мая 2014 г.
Паянхи калаçăва эпир район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - капиталлă строительствăпа общество инфраструктурине аталантарассин пай пуçлăхне В. Никитина тата район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхне З. Дипломатовăна чĕнтĕмĕр. Калаçу вара шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем пирки пулĕ, уйрăммăн - Муркашри реконструкци ĕçĕсем пыракан "Елочка" ача сачĕ пирки.
- Зоя Юрьевна, пĕрремĕш ыйту - сире. Хальхи вăхăтра пирĕн районта шкулчченхи ÿсĕме кĕрекен миçе ача тата ача садне çÿреме вăхăт çитнисем пурте çак майпа усă кураяççĕ-и?
- Шкулчченхи ачасен ÿсĕмĕнче миçе ача пулнине эпир йĕркепе килĕшÿллĕн çулталăкра пĕрре - январĕн 1-мĕшĕ тĕлне шутласа хатĕрлетпĕр. Çулталăк пуçланнă тĕле кăçал пирĕн районта çак ÿсĕмре 2495 ача шутланнă, вĕсенчен 1786-шĕ шкулчченхи муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕсене çÿрет. Ачасен пĕрремĕш класа каяс умĕн, апла пулсан шкулти пуçламăш классенче пĕлÿ илме малтанхи майсем пĕр пек пулччăр тесе 5 - 6,5 çулхи ачасен 99 процентне çак учрежденисене явăçтарма пултартăмăр.
Районта паянхи кун шкулчченхи 27 вĕренÿ объекчĕ (пурте юридици сăпачĕллĕ мар), вĕсенчен 14 ача сачĕ, 3 пуçламăш шкул - ача сачĕ тата 10 шкул çумĕнчи шкулчченхи ушкăнсем - тулли йĕркепе ĕçлекен 16 тата кĕске вăхăтпа ĕçлекен 2 ушкăн.
2013 çулта садика шкулчченхи ÿсĕмри ачасене ытларах çÿретме май турăмăр: Атапайра хушма ушкăн уçса 10 вырăн йĕркелерĕмĕр, Çурлатринче - садикра лаптăк çителĕклипе тата СанПин ыйтнипе килĕшÿллĕн - 15 вырăн.
- Муркашпа Мăн Сĕнтĕрте вара темиçе çулах ĕнтĕ ачана садика вырнаçтарас ыйту ашшĕ-амăшĕсемшĕн чи çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать.
З. Д.: - Районта 1,5 - 3 çулти ачасене пурне те ача садне йышăнма вырăн çителĕксĕр. Хальхи вăхăтра çак ÿсĕмри 218 ача хăйĕн вырăнне кĕтет. Виçĕ çултан аслăраххисене пĕлтĕрхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пурне те вырăнпа тивĕçтернĕ. Черет вара Муркашри "Солнышко" тата "Путене", Мăн Сĕнтĕрти "Мечта" тата Москакассинчи "Колокольчик" ача сачĕсенче пур.
Халĕ ача сачĕсенчи аслă ушкăнсенчен тухакан ачасен йышне кура, сăмахран, кăçал "Путене" 3 ушкăна, "Солнышко" 1 ушкăна ачасем йышăнĕ.
Муркашра ачасен черетне пĕтерес тĕллевпе "Елочка" ача сачĕн реконструкцийĕ пырать. Унта проект тăрăх 60 ача çÿреме пултарĕ. Халĕ питĕ хăвăрт аталанса пыракан Парковая урамра 2016 çулта ача сачĕ тума планланă. Вăл 220 ачана вырăнпа тивĕçтермелле.
Мăн Сĕнтĕрте "Мечта" ача садне реконструкцилеме проектпа смета докуменчĕсене тума техзадани хатĕрленĕ. Реконструкци садик çумне пристрой тăвассипе çыхăннă. Çапла вара халĕ 140 ачана вырнаçтарма пултаракан ача сачĕ çак ĕçе туса ирттерсен пурĕ 215 ачана вырнаçтарма пултарĕ. Çак ĕçе 2015 - 2016 çулсенче туса ирттерме планланă.
Пирĕн республикăра вĕренĕве аталантарассипе республика тĕллевлĕ программăн «Развитие системы дошкольного образования в Чувашской Республике на 2011-2020 годы» хушма программи ĕçлет.
Ачасен черетне пĕтерес тата ачасене валли шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче май пур таран ытларах вырăн туса парасси РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи 599 номерлĕ «О мерах по реализации государственной политики в области образования и науки» Указĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать.
2013 çулхи февралĕн 28-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра ачасен черетне пĕтерес тата ачасене валли шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче май пур таран ытларах вырăн туса парас тĕллевпе ятарлă хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Пирĕн районта ачасене вырăнсемпе ытларах тивĕçтерес тĕллевпе планланă ĕçсем те, Муркашра халĕ ача сачĕ тума палăртнă çурта реконструкцилесси те вĕсенче никĕсленет.
Ачасене садика вырнаçтарас ыйту районти ытти ял тăрăхĕнче кун пек çивĕч тăмасть.
- "Елочка" ача сачĕ патне таврăнар-ха. Владимир Германович, малтан ача сачĕ, кайран лицей пулнă çурта реконструкцилес ĕç хăçан пуçланнă?
- Çак çурта реконструкцилеме "Аккортехпроект" пĕрлешÿ проект туса хатĕрлерĕ. Çак проектра, вăл патшалăх экспертизи урлă тухнă чух, çитменлĕхсем пуррине палăртрĕç. Çавăнпа та хыççăнах проект институчĕ палăртнă çитменлĕхсене пĕтерсе проекта тивĕçлĕ шайра туса çитерчĕ. Кун хыççăн проект экспертизăран йĕркеллĕ тухса заключени илтĕмĕр.
Экспертиза тухнă хыççăн проектпа пăхса хунă ĕçсене пурнăçлакан организаципе контракт туса ĕçлеме аукцион ирттертĕмĕр. Саккунпа килĕшÿллĕн аукцион электрон площадкăра иртнĕ. Проектпа пăхса хунă суммăн 25,5 процентне чакарса çак аукционра "Мера" тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ çĕнтерчĕ. Çак подрядчикпа вара 14 миллион та 768 пин ытла тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама контракт çырнă хыççăн реконструкци ĕçĕ 2012 çулхи сентябрь уйăхĕнче пуçланчĕ.
- Подрядчик ĕçе тытăннă хыççăнах Муркашсем хăйсен ачисене садика яма часах хатĕрленчĕç, анчах ĕç пĕр тикĕс пулса пымарĕ курăнать. Пăтăрмахĕсем мĕнре?
В. Н.: - Подрядчикпа тунă контракт тăрăх унăн ĕçе çав çулхи декабрь вĕçлениччен пĕтерсе ача садне хута ямалла пулнă. Реконструкци пуçланнă хыççăн проектпа смета документацине улшăнусем кĕртме лекрĕ: ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинчен пушар хăрушсăрлăх требованийĕсем улшăнни çинчен çырупа пĕлтернĕ хыççăн тата çурт ăшă тытса тăраслăхĕпе çыхăннă хăш-пĕр ĕçе малтан тĕрĕсех палăртманран. Çапла вара проекта проект институтĕнче йĕркене кĕртсе çĕнетрĕç. Ăна декабрĕн пĕрремĕш çурринче тавăрса пачĕç. Çав вăхăтра улшăнусем кĕртмелле мар ĕçсене подрядчик пурнăçларĕ.
Ĕç пĕр тикĕс пыманнин сăлтавĕсем вара татах пур. Подрядчикăн хăйĕн рабочисем пулман. Çавна май вăл вырăнти çынсене ĕçе илсе реконструкцие пуçăннă. Çулталăк çурăра çак организацире 8 прораб улшăнчĕ. Организацин хăйĕн укçа-тенкĕ çаврăнăшĕ те пысăк пулман. Контракт тăрăх вара унăн малтан хăйĕн укçи-тенкипе ĕçе пурнăçламалла. Ĕçе пурнăçлама ыйтаканăн, заказчикăн, пирĕн тĕслĕхре район администрацийĕн, ĕçе пурнăçланине кура пĕр уйăх хушшинче укçа куçарса памалла. Çак сăлтавсене пула ĕç тăсăлса кайрĕ.
- Контрактра ача садне хута ямалли малтан кăтартнă вăхăта ĕçе пурнăçласа пĕтереймен подрядчик ача садне кайран хăш вăхăта хута яма шантарнă?
В. Н.: - Контрактпа шантарнă тепĕр срок 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пулнăччĕ, анчах та подрядчик ĕçе вăхăтра пурнăçласа пымарĕ. Çавăнпа та сентябрь уйăхĕнче районта ятарлă комисси йĕркелерĕмĕр. Район депутачĕсем те вырăна çитсе лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕç.
Çавăнтанпа кашни эрнере комисси кунта канашлу ирттернĕ, çитменлĕхсене кăтартса вĕсене пĕтерме ыйтсах тăнă, анчах та планланине подрядчик вăхăтра пурнăçлайман.
- Ача садне хута яма шантарнă вăхăтранпа апла кĕçех çулталăк та çитет. Пурнăçласа çитереймен ĕç чылай-и?
В. Н.: - Кăçалхи январь уйăхĕ тĕлне пурнăçламалли ĕç тата 4 млн та 936 пин ытла тенкĕлĕх. "Мера" кăçал кунта реконструкци ĕçĕсене пурнăçламасть, мĕншĕн тесен эпир унпа ĕçе вăхăтра пурнăçламаншăн сутлашатпăр, çавăн пекех контракт татассипе те суд ларăвĕсем пыраççĕ.
Паянхи куна районта комисси туса хунă. Çак комисси подрядчик ку таранччен мĕн тунине йышăнать.
- Малалла вара сирĕн урăх подрядчикпа ĕçлемелле пулĕ?
В. Н.: - Çапла, çитес вăхăтрах конкурс ирттерме хатĕрленетпĕр. Паллах конкурс пирки пĕлтернĕ хыççăн саккунпа палăртнă вăхăт иртмелле. Хыççăн конкурсра çĕнтернĕ организаципе контракт туса ĕçлемелле пулать. Реконструкци пыракан çуртра ĕçĕ те пĕр уйăх ĕçлемелĕх кăна юлнă. Йĕркеллĕ те шанчăклă организаци çĕнтерсен тата республика шайĕнче укçа-тенкĕ ыйтăвĕ тÿрех татăлсан тен çитес вĕренÿ çулнех ача сачĕ хăйĕн алăкĕсене уçĕ. Район администрацийĕн ача садне хăвăртрах реконструкцилесе пĕтерсе хута ярас шанăç питĕ пысăк.
- Апла ĕç-пуç йĕркеллĕ иртсен кăçалах ачасем юсаса çĕнетнĕ "Елочка" садика çÿреме тытăнмалла. Зоя Юрьевна, районти ытти садикра çуллахи вăхăтра мĕнле юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă тата хушма ушкăнсем йĕркелеме май пулĕ-и?
- Кашни çулах çуллахи вăхăтра эпир ача сачĕсенче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе юсав ĕçĕсем ирттеретпĕр. Çак ĕçсене пурнăçласси çине район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Çавăнпах пĕлтĕр акă пысăк ĕçсем туса ирттерме май пулчĕ: хăш-пĕр садиксенче çуртсен çивиттийĕсене çĕнетрĕмĕр, Отарккăри "Малыш" ача садĕнче уйрăм котельнăй хута ятăмăр тата ытти те. Юсав ĕçĕсене кăçал та пурнăçлатпăр.
Хушма ушкăнсем "Золушка" (Патаккасси) тата "Рябинушка" (Юнкă) ача сачĕсенче уçма май пур. Халĕ çакна валли республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрассипе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлетпĕр.
- Сирĕн пата татах тепĕр ыйту: шкулта пуçламăш классенче пĕлÿ панипе ача сачĕсенче пĕлÿ пани çыхăнса пырать-и? Вĕсен пĕрлĕх пур-и?
- Ача сачĕсем те, шкулсем те патшалăх программисемпе килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ, çавăнпа та çак çыхăну пур. Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕрентÿпе воспитани процесĕ ку таранччен Федераци патшалăх требованийĕсемпе (ФГТ) килĕшÿллĕн пулса пынă. Çитес вĕренÿ çулĕнчен ача сачĕсем те пуçламăш шкулти пекех Федераци патшалăх вĕренÿ стандарчĕсемпе (ФГОС) ĕçлеме пуçлаççĕ. Шкулсенче çитес вĕренÿ çулĕнче пуçламăш классем пурте çак йĕркепе вĕренесси çине куçасси вĕçленет.
Çак стандартсемпе ĕçлеме пĕтĕмĕшле пĕлÿ тытăмне модернизацилес программăпа килĕшÿллĕн пирĕн районти шкулсенче пурлăхпа техника базине çĕнетсе пуянлатнă, вĕрентекенсем те ятарлă курссенче вĕреннĕ.
- Зоя Юрьевна, Владимир Германович, тавах тĕплĕ калаçушăн.
Н. Николаева
калаçнă.