31 мая 2014 г.
"Пĕтĕмĕшле илсен республикăри лагерьсем ачасене йышăнма хатĕр", - терĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пирĕн районта вырнаçнă "Солнышко" ачасен сывлăхне çирĕплетмелли лагерьте пулнă май. Ĕнер вăл шăпах пирĕн районти çак лагерь ачасен çуллахи канăвне ирттерме епле хатĕрленнипе кăсăкланчĕ. Иван Борисовича, çавăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумне - республикăн Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрне Алла Самойловăна, вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумне Сергей Кудряшова, Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕн ертÿçине Надежда Луговскаяна, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн тата ытти ведомствăсен представителĕсене лагерьте район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, "Солнышко" лагерĕн учредителĕ Владимир Ермолаев тата лагерь пуçлăхĕ Сергей Курмышев кĕтсе илчĕç.
Лагерьте ачасене кĕтни куç кĕретех. Территоринчи çула тикĕслесе юсанă. Çĕнĕ спорт площадки туса хунă. Столовăйĕнче те юсав ĕçĕсем хыççăн çĕнĕ сĕтел-пукан кÿрсе килнĕ. Кунта ĕçлекенсем ачасене йышăнас умĕн юлашки ĕçсене туса ирттереççĕ, пур çĕрте те юлашки тирпей-илем ĕçĕсене тăваççĕ. Сумлă делегаци çавăн пекех ачасем пурăнмалли, сипленмелли корпуссенче, вĕсенчи пÿлĕмсенче пулса курчĕç. Çуллахи эстрада, ташламалли вырăнсем те пурин кăмăлне те тивĕçтереççĕ.
Иван Борисович специалистсем çитнипе-çитменнипе те кăсăкланчĕ. Лагерь пуçлăхĕ каланă тăрăх, ку енĕпе ыйтăва йăлтах татса панă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, çавăн пекех ытти хăнасем те "Солнышко" лагерьте курнипе кăмăллă юлчĕç.
Апла пулсан ыран "Солнышко" лагерь 330 ачана тулли кăмăлпа кĕтсе илĕ. Шăпах çавăн чухлĕ ача канмалла кунта пĕрремĕш сменăра.
Л. Павлова.