26 января 2013 г.
Чĕлхе – халăх чунĕ, теççĕ халăхра. Чĕлхере мĕн авалтан халăх ăс-тăнĕ те, шухăш-кăмăлĕ те аталанса çирĕпленнĕ. Çак сăмахсем тĕрĕсе килсен, пирĕн чĕлхе çинчен мĕн шутлаççĕ-ши ваттисем, ăнланаççĕ-ши вĕсем пирĕн хальхи чĕлхене;
Тăван чĕлхене кашни çыннăн пĕчĕк ача амăшне мĕнле юратать, çавăн пек юратмалла, мĕншĕн тесен вăл пирĕн чĕлхе, атте-анне чĕлхи, эпир вара çак çепĕç чĕлхене усал сăмахсем кĕртсе варалатпăр. Киревсĕр сăмахсем вара кунран-кун вăй илсе пыраççĕ. Пĕр вунă çул каяллах киревсĕр сăмахсене эрех ĕçсе виçерен тухнă çынсенчен ытларах илтме пулатчĕ, паянхи пурнăçра вара ачи-пăчи те, арçынни-хĕрарăмĕ те пĕр вăтанмасăрах усал сăмахсемпе калаçма именмест. Хăçан пулнă вăл çамрăк мăшăр пĕчĕк ачасемпе уçăлса çÿренĕ çĕртех усал сăмахсемпе хыттăн калаçни. «Калаçни» тени те çемçерех пулать-ха çакăн пек самантсенче. Ача садĕнче ĕçлекенсем вара ашшĕ-амăшĕ ирттернĕ «уроксен» пĕтĕмлетĕвне куççăнах курса, илтсе тăраççĕ. Ахальтен каламаççĕ пуль ваттисем ача-пăча ашшĕ-амăшĕн тĕкĕрĕ тесе.
Киревсĕр сăмахсем халь пур çĕрте те сарăлнă: çемьере те, ĕçре те, урамра та, юлашки вăхăтра вара çав усал сăмахсем ача сачĕсемпе шкулсене пырса кĕчĕç. Усал сăмахсемпе аслă пĕлÿ илнĕ çынсем те калаçма именменни, çав сăмахсем сенкер экран çинче те тăтăшах янăрани мĕн патне илсе çитерме пултарни пирки шухăшласа пĕтĕмлетÿ тума вăхăт çитмерĕ-ши, кайран кая юлмăпăр-ши; «Чавса çывăх – çыртма çук» текен ваттисен сăмахне кайран аса илес марччĕ. Усал сăмах тесе ахаль каламаççĕ пуль-çке ăна, усал сăмах усал шухăшсем патне илсе çитерет, ун хыççăн вара...
Хăçан, хăш вырăнта тата мĕнле майпа пуçланса кайнă-ха çав усал сăмахсем; Çыннăн сывлăхĕ çине мĕнле сиен кÿреççĕ вĕсем; Мĕнле майпа вĕсемпе кĕрешме пулать; Çак ыйтусем çине хурав тупас тесе кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Нискассинчи вăтам шкулта 8–11-мĕш классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çавра сĕтел хушшине пуçтарăнчĕç. «Çамрăксем киревсĕр сăмахсене хирĕç!» çавра сĕтеле директорăн вĕрентÿпе воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕ Марина Данилова ертсе пычĕ. 10-мĕш класра вĕренекенсем çавра сĕтелте хутшăнма питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ. Вĕсем киревсĕр сăмахсем мĕнле пуçланса кайнине те, ĕлĕк вĕсемпе мĕнле майсемпе кĕрешни çинчен те каласа пачĕç. Усал сăмахсем çыннăн сывлăхне те питĕ пысăк сиен кÿни çинчен ятарласа хатĕрленĕ презентаци кăтартрĕç. Çавра сĕтел хушшине пуçтарăннă çамрăксем киревсĕр сăмахсем мĕнле сиен кÿнине тĕпченĕ ученăйсен пĕтĕмлетĕвĕпе те паллашрĕç. Киревсĕр сăмахсемпе кĕрешме чĕнсе буклетсем салатса пачĕç. Çак тĕл пулăва районти вĕрентÿ пайĕн психологĕ Марина Тимкина та хутшăнчĕ. Вăл ачасен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕ. Ачасене тĕрлĕ самантсенче хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентрĕ.
Çавра сĕтеле хутшăнакансем пурте пĕр шухăшлă пулса киревсĕр сăмахсемпе çине тăрсах кĕрешмелли çинчен калаçса татăлчĕç. Тăван чĕлхене, хамăр халăх пек сăпайлă та витĕмлĕ, аталанса пыракан чĕлхене киревсĕр сăмахсемпе варалама памастпăр тесе сăмах пачĕç, хамăр Муркаш районĕнче пурăнакан пур çын та – çамрăкки те, ватти те – çак шухăша ырласса, унпа килĕшессе тата киревсĕр сăмахсене хирĕç кĕрешессе вĕсем шанса тăраççĕ. Пирĕн малашлăх – пирĕн алăра!
Р. Семенова,
Нискассинчи вăтам шкулти
директорăн воспитани парас енĕпе ĕçлекен çумĕ.