26 января 2013 г.
Çулталăк хыçа юлчĕ. Апла пĕтĕмлетÿсене те çирĕппĕнех тума пулать. Çак тапхăрта район территорийĕнчи çулсем çинче мĕнлерех лару-тăру пулнă-ха; Ыйту тавра калаçма Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн патшалăх çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекци уйрăмĕн пуçлăхне, полици капитанне С. ИВАНОВА редакци тĕпелне чĕнтĕмĕр.
– Çул-йĕр çинче пулса иртекен инкексем ытла та нумай. Аварисенче вилекенсем, суранланакансем пирки те кашни кунах илтетпĕр. Сергей Владиславович, пирĕн районти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе иртнĕ çулталăка мĕнлерех сăнласа пама пултаратăр;
– Пĕлтĕр район территорийĕнчи çул-йĕр çинче пурĕ 72 авари пулса иртрĕ. Вĕсенче пурĕ 25 çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ, 93-ĕн суранланнă. Вилнисемпе суранланнă çынсен хисепĕ малтанхи çулсемпе танлаштарсан ÿсни палăрать.
Аварисенчен ытларахăшĕ çуллахи вăхăтра пулса иртнине калама пултаратăп. Акă, сăмахран, август уйăхĕнче кăна тÿрех 13 авари пулнине регистрациленĕ.
Мускав – Хусан çул çинче виçĕ авари пулса иртрĕ (сывлăх тĕлĕшĕпе инкек тÿсекенсем шăпах çавăнта ытларах та ĕнтĕ), вырăнти çулсем çинчи икĕ тĕслĕхре иккĕн аманнă.
– Кашни инкекĕн сăлтавĕ пур. Ытларах чухне вара сăлтавĕсем мĕнре;
– Водительсем руль умне ÿсĕрле ларни шухăшлаттарма пăрахмасть. Çак сăлтавпа çулталăкра пурĕ 114 водителе тытса чарнă, административлă явап тыттарнă. Руль умĕнче ÿсĕр водитель пулнăран 5 авари пулса иртнĕ, вĕсенче 5 çын суранланнă. Аварисем патне илсе çитерекен тепĕр сăлтав – машинăсем пысăк хăвăртлăхпа çÿрени. Çак тĕлĕшпе 1894 водителе асăрхаттарнă. Питĕ пысăк цифра çакă. Хăвăртлăх режимне пăхăнманран ĕнтĕ машинăсем час-часах хирĕç килекен транспорт речĕ çине тухса каяççĕ е кювета сикеççĕ. Çапла вара хирĕç килекен транспортпа çапăннипе, машина çаврăнса ÿкнипе те çул-йĕр çинче çынсен пурнăçĕ татăлать. Çуран çÿрекенсем ятарлă вырăнсенче çул урлă каçманни е çул айккипе утманни те ырри патне илсе пымасть. Пĕтĕмĕшле аварисенчен 14-шĕ шăпах транспорт хатĕрĕ çуран çÿрекенсем çине кĕрсе кайнипе пулнă.
– Аварисем районти çулсем çинче ăçта тата хăш вăхăтра ытларах пулаççĕ; Çакна тишкернĕ-и;
– Эпир ăна яланах тишкерсе пĕтĕмлетÿ тăватпăр. Мĕншĕн тесен çакă малашнехи ĕçе йĕркелесе пырасси çине, уйрăммăн илсен, аварисене асăрхаттарасси çине те витĕм кÿрет.
Çулсене илес пулсан малтанах федераллă трасса пирки асăнса хăвармалла. Çак трассăн пирĕн районти участокĕ çинче аварисем пĕлтĕр ытларах Катькас, Рыккакасси, Ахмане, Ивановкăпа Юнкăпуç ялĕсем çывăхĕнче тата Етĕрнепе пирĕн районăн чикки патнелле пулса иртнĕ. Республика пĕлтерĕшлĕ çулсенчен «Автанкасси – Козьмодемьянск» çул çинче чылай инкек тухнă – 15. Вырăнти çулсем çинче 17 авари пулса иртнĕ. Вăл шутра «Атăл – Вăрăмой» çул çинче – 3, «Муркаш – Хорнуй – Платкасси» çул çинче – 2.
Аварисем эрнен хăш кунĕнче ытларах пулса иртнине тишкерсен вара пĕлтĕр ытлари кунсенче тата канмалли кунсенче вĕсем ытларах пулнă. Талăк вăхăчĕпе тишкерес пулсан çул-йĕр çинчи инкексем апат вăхăчĕ тĕлĕнче тата каçпа – 18–20 сехетсенче нумайрах пулса иртнĕ. Паллă ĕнтĕ, çак вăхăтсенче çынсем ĕç вырăнне е ĕçрен киле кайма васкаççĕ. Васкани вара хăйĕннех тăвать.
– Эсир çулсене тĕрĕслесе тăрас ĕçе те хутшăнатăр вĕт-ха;
– Ку çапла. Пирĕн сотрудниксем асăннă тапхăрта çулсене тĕрĕслесе 86 предписани çырчĕç. Аварисем пуласси тепĕр чухне çулсем япăххипе те çыхăннă-çке-ха. Районта транспорт хатĕрĕсен шучĕ те çулленех ÿссе пырать. Çавăнпа та ответлă çынсем предписанисене вăхăтра пурнăçлани те пĕлтерĕшлĕ.
Кунсăр пуçне, каламалла ĕнтĕ, эпир районти шалти ĕçсен пайĕ туса ирттерекен кашни мероприятиех хутшăнатпăр. Çул-йĕр çинче йĕркелĕх пултăр тесех водительсене те, çуран çÿрекенсене те тăтăшах асăрхаттаратпăр. Акă иртнĕ çул йĕркене пăснă 3288 тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Хăшĕсем транспортпа çÿремелли ирĕкрен хăтарнине пăхмасăрах машинăпа çула тухаççĕ, теприсем хăрушсăрлăх пиçиххийĕсем пирки пачах та манаççĕ, виççĕмĕшĕсем çул çинчи паллăсене «курмаççĕ» тата ытти те.
– Çул-йĕр çинче йĕрке пуласси, паллах, ГИБДД инспекторĕсенчен кăна килмест. Кашни çын ответлăха туйнипе çыхăннă ĕнтĕ çакă. Çавăнпа та ачасемпе профилактика ĕçне ирттересси çине тимлĕх уйăратăр-и;
– Çулсем çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшсах вĕрентÿ учрежденийĕсенче те тăтăшах калаçусем ирттеретпĕр. Кашни учреждение çитетпĕр – ача сачĕсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр.
Çапах та çул-йĕр çинчи тимлĕх пирки тепĕр хут аса илтерни ытлашши мар пуль тетĕп. Çанталăк çак вăхăтра çулсене питĕ ултавлă тăвать. Çавăнпа та пурне те асăрхануллă пулма сĕнес килет. Водительсен те, çуран çÿрекенсен те питĕ асăрхануллă та тимлĕ пулмалла. Унсăрăн хамăр кăна мар, ыттисем те инкеке лекме пултараççĕ.
– Тавах калаçушăн.
Н. Николаева калаçнă.