Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ вăхăт перекетлĕх ыйтать

26 января 2013 г.

Выльăх пăхакансен ответлă тапхăрĕ пырать. Çак вăхăтри производство – çуллахи-кĕркуннехи ĕçсен кăшăлĕ. Ман шутпа паянхи ÿсĕмсен никĕсĕнче вăхăтра кам мĕн чуль паха апат хатĕрлени тăрать те. Çу кунĕсене «юрласа» ирттернисене вара Хĕл Мучи самаях ĕнсе хыçтарать. Çак тĕрĕслĕхе район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Тимофеевăн йышăнăвĕпе районта уйăхсерен ирттерекен тĕрĕслевсем те уççăнах çирĕплетеççĕ. Пĕтĕмĕшле лару-тăру куç умĕнче.

Кăрлач уйăхĕнчи тĕрĕслевсем иртнĕ тунти кун пуçланчĕç. Ытлари кун рейд ушкăнĕ тĕллевлĕ ĕçпе «Путь Ильича» агрофирмăра, Ильич яч. хис. тата Чкалов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсене çитсе курчĕ. «Сивĕ хĕл иртнĕ çуллапа кĕр кунĕсен кăшăлĕ пулса кашни ĕçченренех тимлĕхпе перекетлĕх ыйтать», – пĕтĕмлетрĕмĕр ку хутĕнче хамăрăн черетлĕ çул çÿреве.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче паян иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетессипе, малашлăх чикĕсем палăртассипе ĕçсем пыраççĕ. Çывăх кунсенче кунта кашни ыйту çинех конкретлă хурав пулĕ-ха. Анчах обществăлла выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарасси ыранхи куна кĕтмест. Çакна «Путь Ильича» агрофирмăри ĕнесене машинăпа сăвакан Нина Иванова оператор (сăн ÿкерчĕкре) уçăмлă пĕлтерчĕ.

– Агрофирма ертÿçисем ĕç пахалăхне тĕп вырăнта тытни пире те умри ĕçсене ответлăха туйса пурнăçлама хавхалантарать. Çĕнĕлĕхсене алă тăсса панă май эпир çапла тума тăрăшатпăр та, – терĕ вăтăр ĕне сăвакан оператор пĕрле ĕçлекен кашни ĕçчен тăрăшуллă та хастар пулнине палăртса.

«Путь Ильича» агрофирмăра паянхи кун ыйтнă çĕнĕ технологисемпе хĕç-пăшаллантарса хатĕрлесе çитернĕ фермăра çак кунсенче ĕне сумалли линие хута яма палăртаççĕ. Çĕнĕ ферма валли эпир пулнă кун тĕлне пысăк продуктивлă 329 пуç ĕне кÿрсе килнĕччĕ. Агрофирмăн тĕп зоотехникĕ Иван Эльмень палăртнă тăрăх хуçалăх ăратлă выльăхсем туянассипе ĕçе вĕçлемен-ха. Шырав малалла пырать.

Мăн Шаптакран эпир тÿрех Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативне çул тытрăмăр. Хĕллехи йывăрлăхсене çĕнессипе Уйкас Янасалти сĕт ферминче те, Купăрляри ĕне ферминче те çанă тавăрсах ĕçлени куç умне пулчĕ.

– Канма вăхăт çук, – кĕтсе илчĕ пире выльăхсене апат валеçекен агрегатпа сенаж-силос пама хатĕрленекен Владимир Егоров механизатор.

Эпир ферма заведующийĕпе Валентина Аврамовăпа ĕнесен сарайне çитнĕ çĕре апат валеçекен агрегат ĕнесем умне апат хурса пама пуçларĕ те.

– Апачĕ çитсе пырать, тислĕкĕ тухать, ĕçлекенсем пур – тăрăшсарах тимлемелли çеç юлать, – ăшă кăмăллăн калаçать Валентина Леонидовна. Сумалли 193 ĕне тăракан фермăра паян кашнин пуçне 9,3 килограмм сĕт сăваççĕ. Çакă вăл – пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвĕ.

Купăрляри сĕт ферминче те çу кунĕсенче апат хатĕрленине кура продукци илесси пит хĕретмеллех уксахламасть.

– Хĕл кунĕсем тăтăшах шыравра пулма хистеççĕ. Пĕр кун ĕçсĕр ларатăн – тăкак енне ярса пусатăн. Ку вара никама та килĕшмест. Çакна ăнланса ферма ĕçченĕсем çичĕ хут тар кăларса ăнăçушăн тăрăшаççĕ. Вĕсен тăрăшулăхне хамăр енчен те тĕкĕ парса пыма мелсем шыратпăр, – терĕ фермăна пырса çитнĕ хуçалăх председателĕ И. Николаев.

– Вăхăтра асăрхаттарнине тата специалистсем вырăна тухса сĕнÿ панине эпир ырлатпăр çеç. Çакна ферма ĕçченĕсем те кураççĕ, тăрăшарах ĕçлессипе тимлеççĕ. Эпир те хамăр экономика çине хуçалларах куçпа пăхма пуçлатпăр, – пире кĕтсе илнĕ май калаçрĕ Чкалов яч. хис. хуçалăх ертÿçи П. Ефимов.

Асăннă хуçалăхра хĕле тĕплĕ хатĕрленсе юсав ĕçĕсене ытлă-çитлĕ пурнăçланă. Çавăнпа та ĕнесене апат парасси, сарайсене тирпейлĕ тытасси, ĕнесене шывпа тивĕçтересси кунта тивĕçлĕ шайра пулса пырать. Эпир çитнĕ кун ĕнесене çак хуçалăхра кăна уçăлма кăларнăччĕ. Вĕсем валли унта симĕс апат – козлятник утти – хурса панăччĕ. Асăннă хуçалăхра юлашки çулсенче козлятникран выльăх апачĕ хатĕрлесси тĕп вырăнта тăнăран кăçал та ăна çу каçа çителĕклĕ янтăланă. Апат çителĕклине кура ĕнесем те мăнтăр та таса. Вĕсем талăксерен 10-шар килограмм ытла сĕт антарнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар. Çамрăк выльăхсен рационне минераллă хутăшсем кĕртни те хуçалăхра ыранхи кунпа пурăнни пирки калать.

Хуçалăхри ĕнесен рационĕ те палăрмаллах пуян. Ăна пăхсан вĕсен продуктивлăхĕ те пĕчĕк пулма пултараяс çуккине ăнланса илетĕн. Паян ĕнесен рационĕнче 4 килограмм çăнăх, 4 килограмм утă, 10 килограмм ытла сенаж, вăрă чусти (жмых), кăшман нимĕрĕ (патока). Сарайĕнчи микроклимат лайăх. Тислĕк вăхăтра тухса тăрать. Сарайĕнче паян сумалли ĕнесем 77 пуç тăраççĕ пулсан хуçалăх ертÿçи çывăх малашлăхра вĕсен йышне 110 пуçа çитерме условисем пурри пирки калани ĕнентерÿллĕ илтĕнчĕ.

РЕЙД УШКĂНĔ:

Т. АЛЕКСЕЕВА,

район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ;

В. ПУШКОВА,

район администрацийĕн экономика тата АПК аталанăвĕн пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ;

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика