Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электронлă хутшăну

26 января 2013 г.

Чăваш Енре кăçалхи февральччен ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусен системипе (СМЭВ) патшалăхăн 82 услугине çыхăнтараççĕ. Вĕсемпе ирĕклĕн усă курасси вара министерствăсен, район администрацийĕсен тата хуласен сотрудникĕсем ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусен системине кĕме сертификатсем илнĕ хыççăн пуçăнать.

Аса илтеретпĕр. Ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусен ыйтăвĕсене январĕн 18-мĕшĕнче патшалăх тата муниципаллă улугăсем пама нумай функциллĕ центрсен сетьне йĕркелессипе ирттернĕ видеоконференцире сÿтсе явнă. Канашлăва Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă.

Раççей Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин даннăйĕсем тăрăх СМЭВ пурнăçа кĕртессин проекчĕ пĕтĕмĕшле илсен ĕç тăвакан федераллă пур влаç органĕсене те, кунпа пĕрлех вырăнти хăй тытăмлăх 24 пин ытла органне тата Раççейăн 83 субъектне пырса тивет. Ведомствăсем хушшинчи хутшăну тĕсĕсен планпа пăхнă шучĕ çĕршер миллионпа танлашать.

Хальхи вăхăтра федераллă влаç органĕсем 110 тĕрлĕ сведенипе тивĕçтереççĕ, вĕсенчен 24-шĕ регионсенче чи пĕлтерĕшлисем шутланаççĕ. Ку вăл субъектсене кирлĕ федераллă сведенисен 90 ытларах проценчĕ пулать. Чи ыйтаканнисем – Росреестр сведенийĕсем. Вĕсем пĕтĕм хисепре 64 процент. Çавăн пекех Федераллă налук службин, Пенси фончĕн, федераллă миграци службин, Шалти ĕçсен министерствин тата Суд приставĕсен федераллă службин сведенийĕсене ыйтса илекенсем те сахал мар.

Раççей Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх сведенисем ыйтса илесси уйăхсерен 30 процент ÿссе пырать. Маларах шутласа палăртнă тăрăх 2013 çулта вĕсен шучĕ 10 хут ÿсмелле.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре СМЭВпа социаллă пĕлтершлĕ шутланакан патшалăх тата муниципаллă 14 услугăна çыхăнтарнă (патшалăх услугисем 7 тата муниципаллă услугăсем 7). Ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусемпе усă куракансем шутĕнче Чăваш Енри ĕç тăвакан 15 влаç органĕ, 26 районпа хула, 291 ял тăрăхĕ. Республикăри ĕç тăвакан пур влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене те, кунпа пĕрлех патшалăх тата муниципаллă услугăсемпе тÿрремĕн тивĕçтерекен сотрудниксене те ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусен регион сегменчĕпе çыхăнтарнă. Влаç органĕсен услугăсемпе тивĕçтерекен сотрудникĕсен ведомствăсем хушшинчи электронлă хутшăнусен регион сегментне тухма электронлă майпа алă пусмалли çăра уççисем (ключи) пур. Паянхи куна электронлă майпа алă пусма çăра уççисем влаç органĕсене 333 тата çак ĕç специалисчĕсене 575 панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика