26 января 2013 г.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кăçалхи пĕрремĕш канашлăвне январĕн 23-мĕшĕнче вырăна тухса Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче ирттерчĕç. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ, Ильич яч. хис. хуçалăх ертÿçи Игорь Николаев, район администрацийĕн ответлă ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, вырăнти депутатсем хутшăнчĕç.
Пухăннисем малтанах Сосновкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн, Ваçкассинчи информаципе культура центрĕн, кунти Н.В. Никольский музейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Шкул пурнăçĕпе унăн директорĕ Ирина Федотова паллаштарчĕ, информаципе культура центрĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки центр директорĕ Наталия Ильина каласа пачĕ. Вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсем пĕр çуртра вырнаçни лайăх кăна. Учительсемпе культура ĕçченĕсем пĕр-пĕринпе, ял çыннисемпе тачă çыхăнса ĕçлесе пыраççĕ. Çапла вара тĕрлĕ мероприятисене те тулли содержаниллĕ ирттерме, ял çыннисене, шкул ачисене вĕсене анлăрах явăçтарма майсем ытларах. Библиотека заведующийĕ Татьяна Степанова каласа панă тăрăх вара кунта выставкăсем, тĕл пулусем, çавра сĕтелсем тăтăшах йĕркелеççĕ.
Çывăх вăхăтрах ял тăрăхĕнче пурăнакан ачасем валли шкул çулне çитменнисен ушкăнне уçма палăртнă. Унччен вара вĕсем кунти вăхăтлăх ушкăна çÿренĕ пулнă.
Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем çĕнĕ темелле мар, анчах та вĕсен пĕлтерĕшĕ паянхи куншăн пысăк. Кусем вĕсем чи малтанах çĕрпе çыхăннă ыйтусем: нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма уйăрса пама çĕр участокĕсем хатĕрлесси, ыйтман çĕр участокĕсемпе ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи хуçасăр объектсене муниципаллă харпăрлăха куçарасси, арендăри е уйрăм çын харпăрлăхĕнчи çĕр участокĕсене саккунпа килĕ-шÿллĕн хатĕрлесе çитересси т. ыт. те.
Канашлăвăн пленарлă пайне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев çавна палăртрĕ. Ял тăрăхĕсенче объективлă условисем пĕр-пĕринчен ытлашши нимĕнпех те уйрăлса тăмаççĕ пулин те, çĕр ыйтăвĕсене татса парассипе лару-тăру тĕрлĕрен. Çак ыйтусем енĕпе вырăнсенче мĕнле ĕçлесе пынипе тÿрремĕнех çыхăннă çакă. «Çĕр участокĕсем тĕлĕшпе икĕ тĕрлĕ мел кăна пулма пултарать, – асăрхаттарчĕ Ростислав Николаевич, – вĕсем е харпăрлăхра пулмалла, е арендăра. Çакна саккунпа килĕшÿллĕн çывăх вăхăтрах йĕркелесе çитермелле».
Ыйтăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине çак енĕпе те палăртмалла. Малашне патшалăх ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене кредитсемпе тивĕçтерессипе, укçа-тенкĕ уйăрса парассипе уйрăмлăхсем пур. Укçа-тенкĕне удобренисем кÿрсе килме, çунтармалли-сĕрмелли материалсем валли, техника хатĕрĕсем туянма тĕлли-паллисĕр салатса памĕç, чи малтанах пусă çаврăнăшĕнче миçе гектар çĕр пулнине пăхĕç. Пусă çаврăнăшĕнчи çĕрсем вара саккунлă йĕркепе е харпăрлăхра, е арендăра пулмалла.
Республика саккунĕпе килĕшÿл-лĕн çак вăхăта нумай ачаллă 23 çемьене çурт-йĕр тума çĕр участокĕсемпе тивĕçтернĕ. Черетре татах 34 çемье. Нумай ачаллă çемьесем валли пĕтĕмпе 81 çĕр участокĕ йĕркеленĕ. Вĕсем ытлашшипех темелле. Çĕр участокĕсенчен ытларахăшĕ ялсен чиккисенче вырнаçнă, пымалли çулсем, электричество, газ пăрăхĕсем, шыв пур. Ку енĕпе Муркашпа Мăн Сĕнтĕр тата Хорнуй ял тăрăхĕсене лайăх енчен палăртмалла. Катькаспа Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче вара çак ĕç тивĕçлĕ шайра мар-ха.
Нумай ачаллă çемьесенчен ытларахăшĕ сĕнекен çĕр участокĕсене илме килĕшменнин сăлтавĕ çакăнта. Вĕсем участоксене лайăхрах вырăнсенче илесшĕн. Муркаш районĕнче кусем вĕсем Катькас тата Москакасси ял тăрăхĕсем, Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр ялĕсем, М-7 федераллă трасса çывăхĕнчи ялсем. Апла пулин те вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме майсем çук мар. Çĕр участокĕсене «ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем» шутĕнчен «ял çĕрĕсем» шутне куçарас пулать.
Ростислав Николаевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе, уйрăмах ыйтман çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарассипе çителĕксĕр ĕçленĕшĕн çирĕп критиклерĕ. Вырăнсенчи пуçлăхсен ку тĕлĕшпе туса ирттернĕ ĕçсем çинчен пĕлтерме, çак ĕçсене хăш вăхăта вĕçлесси пирки ыттисем умĕнче татса калама тиврĕ. Канашлура çапла палăртрĕç: ыйтман çĕр участокĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарассипе пур документсене те район судне тăратма июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрлесе çитермелле.
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен территорийĕсенче хуçасăр объектсем те сахал мар. Вĕсене муниципаллă харпăрлăха куçарас пулать. Кусем вĕсем шывпа тивĕçтермелли объектсем те, гидротехника сооруженийĕсем те, куçман пурлăх объекчĕсем те. «Территорире хуçасăр пĕр объект та пулмалла мар», – асăрхаттарчĕ Ростислав Николаевич.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – капиталлă строительство тата обществăлла инфраструктурăна аталантарассин управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин хăйĕн сăмахĕнче шывпа тивĕçтермелли объектсене муниципаллă харпăрлăха куçарасси, вĕсене пăхса тăракан организацие суйласа илессипе вырăнсенче аукционсем ирттересси пирки чарăнса тăчĕ. Район территорийĕнче шыв пăрăхĕсем 234 километр, шыв скважинисем 164. 177 ялтан 34-шĕнче централизациленĕ майпа шывпа тивĕçтерессине пачах йĕркелемен, 11 ялта водопровод юрăхсăра тухнă, ĕçлемест. Шывпа тивĕçтерессин проекчĕсене туса хатĕрлес пулать.
Хальхи вăхăтра энерги перекетлессин ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Владимир Германович кăçалхи пĕрремĕш çур çул хушшинче нумай хваттерлĕ çуртсен энергоаудитне ирттерсе пĕтерме сĕнчĕ, çавăн пекех çулсене пăхса тăрассин тата юсассин ыйтăвĕсем çинче чарăнчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев Ярославка тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи нумай хваттерлĕ çуртсен харпăрлăх хуçисене палăртассипе конкретлă тапхăр палăртрĕ, çуртсен çĕр чиккисене палăртассине мартăн 1-мĕшĕччен туса ирттерме хушрĕ.
Канашлура çавăн пекех çурт-йĕр фончĕ енĕпе отчетсем тăратассин, участоксенчи суйлав комиссийĕсене йĕркелессин, протокол хушăвĕсене пурнăçлассин ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Ку ыйтусемпе техника инвентаризацийĕн бюровĕн пуçлăхĕ Владимир Калинин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – йĕркелÿпе кадрсен, право енĕпе тивĕçтерессин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Лилия Тарасова тухса калаçрĕç.
Канашлура ял тăрăхĕсен сайчĕсен иртнĕ çулхи районти конкурсĕн итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, мала тухнисене дипломсем парса чысларĕç.
Канашлăва вĕçленĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнчи инкеке пула шар курнисене пулăшма пурне те активлă хутшăнма чĕнсе каларĕ. Ял тăрăхĕсен ĕçĕ уçă пулмаллине палăртрĕ, проблемăсем пирки те тÿрремĕн пĕлтерме ыйтрĕ. «Ял çыннисем вĕсем пирки сайт, район хаçачĕ урлă вăхăтра пĕлсе тăма тивĕç», – терĕ вăл. Ял тăрăхĕсене малашне район хаçачĕпе тачăрах çыхăнса ĕçлесе пыма сĕнчĕ.
Канашлу вĕçленнĕ хыççăн ял тăрăхĕсен командисем спорт залĕнче тĕл пулчĕç. Командăсем волейболла выляссипе ăмăртрĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.