Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх сайтсем паллă

26 января 2013 г.

 

Виççĕмĕш хут районта ял тăрăхĕсен официаллă сайчĕсен конкурсĕ иртрĕ. Паллах, çак конкурс кирлĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ те пĕчĕк мар – вăл ял тăрăхĕсене хăйсен ĕç-хĕлне уççăнраххăн ирттерме май парать.

Пĕлтĕрхи çулталăк конкурсĕ мартăн 1-мĕшĕнче пуçланса декабрĕн 25-мĕшĕччен пычĕ. Çак кунсенче жюри конкурса пĕтĕмлетрĕ. Унăн итогĕсемпе паллаштарма район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ В. Лаврентьев хаваспах килĕшрĕ:

– Çак конкурса темиçе номинаципе йĕркелени ял тăрăхĕсен сайчĕсене тĕрлĕ енлĕ те анлă информаципе тивĕçтерме май парать. Сайтсенче ял тăрăхĕнчи ĕçсем пирки, вырăнти социаллă тата культура учрежденийĕсем, ĕç династийĕсем, паллă ентешсем пирки тата ытти нумай информаци тупма пулать.

2012 çулта хăш ял тăрăхĕн сайтне нумайрах уçса пăхнă-ха; Ку номинацире Юнкă ял тăрăхĕ – 1-мĕш вырăнта, Ильинка ял тăрăхĕ – 2-мĕш вырăнта тата Муркаш ял тăрăхĕ – 3-мĕш вырăнта.

Дизайн тĕлĕшĕнчен чи лайăх сайт ятне çĕнсе илме, шел пулин те, нихăш ял тăрăхĕ те тивĕçеймерĕ. 2–3-мĕш вырăнсене те никам та çĕнсе илеймерĕ.

Тепĕр номинацире сайтсене тăван ен çинчен каласа панипе хакларăмăр. Жюри Çатракасси ял тăрăхĕн сайчĕ 1-мĕш вырăна тивĕç тесе хак пачĕ, Мăн Сĕнтĕрпе Турай ял тăрăхĕсен сайчĕсем 2–3-мĕш вырăнсене пайларĕç.

Ярапайкасси ял тăрăхне сайтра видеохыпарсемпе активлă ĕçленипе палăртрăмăр.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика