28 мая 2014 г.
Районта çарпа патриотика воспитанийĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумаях пулмасть çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарницăпа" "Орленок" вăййисем пулса иртрĕç. Çар ĕçĕпе çыхăну тытнă çынсем шкулта вĕренекенсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Акă нумаях пулмасть Сосновкăри шкул коллективĕ сумлă хăнасене йышăнчĕ. Ку вăл юлашки шăнкăравпа пĕр килчĕ.
- Вĕренекенсемпе çар çыннисем тата ытти орган представителĕ тĕл пулусем ирттерни - пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекен ачасене вăл е ку профессие суйлама май парать, - калаçăва пуçларĕ асăннă шкул ертÿçи Ирина Федотова.
Профессие тĕрĕс суйлани - ĕмĕрлĕх суйлав. Вăл чунпа кăмăллани пулмалла. Юлашки вăхăтра патшалăх шайĕнче çар ĕçĕ çине ытларах тимлĕх уйăрни курăнать. Çар вĕренÿ заведенийĕсене çĕнĕ варкăш килме пуçлани палăрать, çар çыннисен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни сисĕнет, çавăн пекех вĕсене хавхалантарассин шайĕ те ÿсрĕ тата ытти те. Çак заведенисене вĕренме кайма хатĕрленесси вара пĕр-икĕ çулхи шухăш кăна пулмалла мар. Ку туртăм мĕн ачаранах пуçланмалла, çавăн пекех сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни, спортпа туслашни тата Тăван çĕр-шыв умĕнчи тĕп тивĕçе мала хурса кирлĕ шайра пурнăçлама тăрăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
- Кашни ашшĕ-амăшĕ, шкул коллективĕ ача-пăча ăнăçлă вĕренсе тухса пурнăç çулĕпе тĕрĕс те тухăçлă уттăр тесе тăрăшать. Çакă - çыннăн пурнăçри тĕп пĕлтерĕшĕ. Ял хуçалăхне тĕреклетесси, район экономикине пуянлатасси, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси сирĕнтен чылай килет. Эсир пĕрлехи ăнăçлăхшăн тăрăшма тивĕç. Çар çынни пуласси вара, хăвăрах куратăр, еплерех пархатарлă, - терĕ ачасене район пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕн председателĕ, Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Игорь Николаев.
Юлашки шăнкăрава пухăннă ачасем умĕнче РФ çар вăйĕсен ветеранĕсен обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи, иккĕмĕш рангри капитан Валерий Новичков, "Раççейри ветерансен союзĕ" обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи комитечĕн членĕсем - Игорь Почейкин подполковникпа Виталий Димитриев подполковник пулчĕç.
Палăртма кăмăллă, Виталий Димитриев асăннă шкултан 1963 çулта вĕренсе тухнă. Кĕçĕн çулсенчех çирĕплĕхе кăмăлланă вĕренекен каярах вара Костромари çарпа хими училищинче пĕлÿ пухнă. Хыççăн хăйне тĕрлĕ должноçра тĕрĕсленĕ, Ташкентри патшалăх университечĕн çар кафедрин вĕрентекенĕ пулнине те палăртмалла. Виталий Петрович - Раççей Федерацийĕн тата Совет Союзĕн спорт мастерĕн кандидачĕ. Унăн пултарулăхне вара чылай асăнма пулать. Çар ĕçĕнче вăл вăтăр çул хушши тимленĕ. Çав тапхăрти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Виталий Петровича патшалăхăн вун икĕ наградипе чысланă. Хăйĕн пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарасси вара мĕн ачаранах пуçланнă, спортпа туслă пулнă, сывă пурнăç йĕркине пăхăннă.
Çавăн пекех ыттисен ĕçĕпе те кăсăклантăм эпĕ.
- Паянхи çамрăка тĕрĕс юхăма кĕртме тăрăшмалла. Арçын арçынах пултăр, унра мĕн авалах çирĕплĕх сăн-сăпачĕ курăннă, вĕсем çар çыннисем пулма тивĕç. Çирĕп çар пулмасан çĕр-шыв та тĕреклĕ пулаймĕ, - терĕ Игорь Почейкин.
Çавăн пекех çар ĕçĕнче вăтăр çул тимленĕ Валерий Новичков шухăшне те пĕлес терĕм.
- Çар çыннине сума суни ытларах палăрма пуçларĕ. Шкулпа çар çынни хушшинче çирĕп çыхăну пулмалла. Çар ĕçĕнче вара чăваш каччисене уйăрма пулать. Вĕсем ыттисенчен чăтăмлăрах, вăйлăрах, çакă, паллах, пире аслисем ĕç çумне çыпăçтарнăран тата кирек епле ĕçе те тивĕçлĕ шайра пурнăçлама хăнăхтарнăран килет. Ырă ят тивĕçнисем те чăвашсем хушшинче ытларах, малашне те хамăр яшсем çар ĕçĕнче чăваш ятне çÿле çĕклеччĕр, - каласа парать Валерий Васильевич.
Акă камсенчен тĕслĕх илмелле паянхи çамрăкăн. Шкул ачисем умĕнче калаçакансем татах та пулчĕç, кашниех Тăван çĕр-шыва мала хурас туйăма палăртрĕ.
Р. МАКАРова.
Сăн ÿкерчĕкре: палăк умне чечек çыххи хунă самант.