Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр хăтлăхпа ыттисене илĕртер

28 мая 2014 г.

 

Майăн 21-мĕшĕнче Ильинка ял тăрăхĕнче анлă канашлу иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ.  Тĕп калаçу Ильинка ял тăрăхĕн территорийĕнче туризм ĕç-хĕлне йĕркелес ыйту тавра пулчĕ.

- Эпир Ильинка ял тăрăхĕнче пухăнни ахаль мар. Асăннă вырăн мĕн авалтан пур енлĕ меллĕ шутланнă. Лару-тăру самай улшăнчĕ пулин те, çак тăрăх хăй пĕлтерĕшне тата пахалăхне çухатман. Вăл малтанхи пекех чылайăшне илĕртет. Туристсене тивĕçлĕ шайра йышăнма хатĕрленме  инфраструктура çине тимлĕх ытларах уйăрмалла, - терĕ Ростислав Николаевич.

Малашлăхлă инвестици çул-йĕрĕсенчен пĕри - туризм. Иртнĕ çул  федерацин  "Раççей Федерацийĕнче шалти  тата килсе çÿремелли туризма аталантарасси (2013 - 2018 çулсем)"   тĕллевлĕ программине  "Чăваш Енри халăх ушкăнĕсем" туризмпа кану кластерне  тумалли проекта кĕртнĕ. Ăна пурнăçлани пирĕн республикăна килсе çÿрекенсен йышне икĕ хут ÿстермелле. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 7, 5 миллиард ытла тенкĕпе танлашать, çав шутран 5, 6 миллиард тенкине уйрăм инвесторсем хывĕç. Турист вăл - инвестор.  

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Çырăвĕнче  çапла палăртнă: "Инвестици ĕçĕ-хĕлĕшĕн лайăх майсем туса парасси республикăн ĕç тăвакан влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тÿрĕ тивĕçĕ шутланать, вĕсен ку енĕпе ĕçе тытăмлăн, тĕллевлĕн  тата тухăçлăн йĕркелемелле". 

- Атăл çыранĕсене пирĕн хăтлăх кĕртмелле. Ку тăрăхпа иртсе пыракан туристăн илемлĕ тата паллă вырăнсем патĕнче чарăнас кăмăл çуралтăр, кунта пулнă туристăн çакăнтах тепĕр хутчен килме кăмăл çуралтăр. Çавна май пирĕн пĕрлехи вăй-хăватпа Ильинка ял тăрăхĕнче туризм ĕçне аталантарма май паракан проект хатĕрлемелле, - калаçăва пуçларĕ Чăваш Республикин культура тата наципе архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ   Иван Иванов.  

Республика ертÿлĕхĕ асăннă  ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрать, "Туризм çинчен" саккунпа Туризм ĕç-хĕлне аталантарассин концепцине йышăннă. Раççей шайĕнче Чăваш Ен туризмăн малашлăхлă зони шутланать. Чăваш Республикинче туризм, курортпа санатори  отрасльне 60 турфирма, 20 ытла кану базипе санатори çыхăнтарать. Вĕсем туристсене йышăнма хатĕр. Чăваш çĕрĕ - çĕр пин юрă-кĕвĕ, тĕрĕ тĕнчи.  Кунти ăстаçăсен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ, вĕсенче аваллăх çырăннă. Çаксене аякран килнĕ хăнана кăтартма намăс мар. Республика шайĕнче 655 историпе культура палăкне (177-шĕ археологи, 120-шĕ истори,   346-шĕ архитектура тата 12-шĕ искусство палăкĕсем)  патшалăх хăй хÿттине илнĕ.

Район шайĕнче те тĕллевлĕ ĕç ку енĕпе сахал мар пурнăçланать: республика, район экономикин ăнăçлăхĕшĕн  тухăçлă тимлеме палăртакансем валли инвестици лаптăкĕсем хатĕрлеççĕ тата ытти те.

Палăртма кăмăллă, Муркаш районĕн территорийĕнче те ăнăçлă та илĕртÿллĕ  тата паллă вырăн сахал мар. Район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи  Елена Чернова "Муркаш районĕнче туризм ĕçне аталантарасси" презентаципе паллаштарчĕ.  Ума хăтлă Муркаш енĕ тухрĕ. Ку тăрăхра чарăннă туриста кичем пулмĕ. Анчах та ăна пирĕн тивĕçлĕ услови сĕнме пултармалла. Кунтах ытти çĕрте курма май килмен шыв сикки пур. Авалхи лаштра юман тавра утатăн та унран вăй-хăват илнĕн туйăнать. Паллă вăрманçă  Б. Гузовский  ку тăрăхрах тимленĕ, хăй хыççăн паллă йĕр хăварнă. Çавăн пекех ытти вырăн та питĕ кăсăклă. Çаксене пирĕн упрамалла, вĕсемпе хăпартланмалла, вĕсене килекен-каякан умне тивĕçлĕ шайра кăларма тăрăшмалла.  Атăл çыранĕ кану базисемпе,  санаторисемпе   пуян. Кăмăл тăвакансене Каршлăхри мăнастир, Мăн Сĕнтĕрти чиркÿ хапăл тăвать. Илья Афанасьев  галерейи те кăсăклă. Çыннисем те тарават, хушма хуçалăх тытаççĕ, эпир халиччен курман чĕрĕ чунсем ĕрчетеççĕ. Паллах, эпĕ асăнни - ку тăрăхри пуянлăхпа хăтлăхăн пĕр пайĕ кăна. 

Чăваш Енте туризм ĕçĕ-хĕлĕ çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçланине тата хамăр хăтлăха  ыттисем умне кăларма тăрăшнине  тĕпе хурса "Волжский эксклюзив" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи Юрий Ковалев "Шашкар - 21 ĕмĕр проекчĕ" туризм проекчĕ хатĕрленĕ. Çавна май вăл кунта пухăннисене асăннă проектпа паллаштарчĕ.

- Эпĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса куртăм, çапах та çак вырăнтан хăтлине тупаймарăм, кунта тĕпленме шухăшларăм. Туризм комплексĕ  кунта пурăнакансемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулмалла, вĕсен чылай ыйтăвне татса пама пулăшмалла. Хушма хуçалăхра туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен пысăк пахалăхлă продукцие вырнаçтарасси те çăмăлланмалла, - каласа парать Юрий Владимирович кунта пухăннисене.

Палăртса хăвармалла, асăннă организаци кунти тăрăхрисемпе тачă çыхăнура ĕçлет. Май пур таран пулăшать, вăл шутра хушма хуçалăхри продукцие вырнаçтарма та.

- Умри проект пур енлĕ ăнăçлă пуласса шанас килет. Инвесторсем пуçарулăх кăтартсан, вырăнтисем ăнланулăх палăртсан лайăх пулмалла, - терĕ Ростислав Николаевич канашлу ĕçне вĕçленĕ май.

Канашлăва чылай ведомство представителĕ хутшăнчĕ, тĕрлĕ ыйту хурав тупрĕ кунта. Ку тăрăхра пурăнакансем те активлăхпа палăрчĕç.

Пуçланă ĕçе вĕçне çитерессипе тимлеме ведомствосем хушшинчи ятарлă комисси йĕркелеме йышăнчĕç.

 

Р. Илларионова.             

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика