28 мая 2014 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă çурхи призыв кампанийĕн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Çак вăхăтра çара ăсатнă яшсем ăçта хĕсметре тăраççĕ; Çара каяссинчен пăрăнакан нумай-и? Çак тата ытти ыйтăва ЧР Çар комиссариачĕн Муркаш тата Элĕк районĕсенчи пай пуçлăхне Александр КОЧУРОВА патăмăр.
- Александр Алексеевич, çурхи призыв кампанийĕ пуçланнăранпа миçе Муркаш каччине çара ăсатрăр?
- Малтанхи 5 çамрăк Канашра вырнаçнă республикăри пухăну пунктне майăн 21-мĕшĕнче тухса кайрĕ. Вĕсем пурте çирĕп сывлăхлă çамрăксем, çара кайма сывлăх енчен нимĕнле чару та çук. Çав яшсем, вăтам тата аслă пĕлÿ илнĕскерсем, Балти флотĕнче службăра тăрĕç - Калининградра тата Балтийскра.
- Кун пек çамрăксем пурришĕн савăнмалла, анчах та çара каяссинчен пăрăнакансем те пур вĕт-ха?
- Тÿрех каламалла, Муркаш районĕнче ку ыйтупа çине тăрса ĕçлеме пуçлани палăрать. Çара каяссинчен пăрăнакансем нумаях пулмасть 39-ăн пулнă пулсан, халĕ вĕсем 36-ăн. Майăн 22-мĕшĕнче акă Ильинка ял тăрăхĕнчи Г. Григорьев тĕлĕшпе Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕнчи 328 статйипе (çар службинчен е альтернатива службинчен пăрăнни) уголовлă ĕç пуçарнă. Призыв тапхăрĕнче çар комиссариатне килессинчен пăрăнакан тата тепĕр икĕ призывник тĕлĕшпе те следстви тишкерĕвĕ пырать.
Çара каяссинчен пăрăнакансене тупса палăртассипе тата вĕсене çар комиссариатне илсе пырассипе районти полици пайĕ пысăк пулăшу кÿрет. Çавăн пекех район прокурорĕ Сергей Павлов та ку ыйтупа çирĕп позици йышăннă.
- Иртнĕ эрнере кăна-ха пирĕн районти 201 çамрăкшăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕсем хушшинче çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрес текенсем те пурах пулĕ; Заявленисемпе ĕç хучĕсене вĕсен хăçанччен хатĕрлесе памалла;
- Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме заявленисене июнĕн 27-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Яшсене çар академийĕсем, институтсем тата училищисем кĕтеççĕ. Эпир çамрăксене çар вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме кирлĕ ĕç хучĕсене 2-3 кунра хатĕрлеме тата вĕсене вĕренÿ заведенине çитерме пулăшатпăр.
- Хăйсен пуласлăхне çарпа çыхăнтарас текен хĕрсене вара?
- Хальхи вăхăтра РФ Оборона министерствин хăш-пĕр вĕренÿ заведенийĕсене хĕрсене те вĕренме йышăнаççĕ. Ку ыйтупа пирĕн пата килсен эпир пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантарса парăпăр, пулăшу кÿме тăрăшăпăр.
- Александр Алексеевич, эсир районти çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарница" тата "Орленок" вăййисене те хутшăнтăр. Пирĕн çамрăксен йышĕнче хăйсен пуласлăхне çарпа çыхăнтарма пултаракансем палăрчĕç-и?
- Районти çамрăк армеецсен йышĕнче çирĕп тĕллевлĕ, хастар çамрăксем пурри вăйăсенче тÿрех курăнать. Пур кун пек çамрăксем, вĕсемпе ытларах ĕçлемелле, çар ĕçĕпе интереслентермелле. Вăйăсене вара питĕ лайăх шайра йĕркелесе ирттерчĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайне, шкул директорĕсене тав сăмахĕ калатăп.
- Çакăн пек хастаррисем аслăраххисем хушшинче те пур. Хăшĕсем акă салтака тепре яраççĕ пулсан каятăп, теççĕ. Çавăнпа та контракт мелĕ пирки те кăшт каласа парсамăр.
- Раççейри Тĕп çар округĕнчи çар чаçĕсене (спецназ, сывлăш-çар чаçĕсем, мотострелоксен подразделенийĕсем тата ытти те) контракт мелĕпе çара илесси пирки Оборона министерствинчен ыйтса янисем яланах пур.
Кĕскен каласан, çара контракт мелĕпе каяс текенсем валли условисем питĕ лайăх: укçа-тенкĕ енчен те, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси енчен те, ытти çăмăллăхсем тĕлĕшĕнчен те. Контрактпа çара кайнисем тепĕр пилĕк çултан çар вĕренÿ заведенийĕсене те конкурссăрах вĕренме кĕме пултараççĕ.
Контракт мелĕпе çара каясси пирки ыйтусем пулсан пирĕн пата кĕрсе тухмалла, пĕтĕмпех тĕплĕн ăнлантарса паратпăр.
- Тавах интереслĕ калаçушăн.
Н. Николаева.