28 мая 2014 г.
Иисус Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăрсан çĕр çинче тата 40 кун пурăннă. Çав хушăра Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсене курăна-курăна çÿлти патшалăх çинчен вĕрентнĕ. Юлашкинчен Иисус Христос вĕренекенĕсене тата 40-мĕш кунĕнче курăнса вĕсене Иерусалимран Елеон тăвĕ çине илсе кайнă. Унтан Вăл вĕсене каланă: "Эпĕ сирĕн валли вырăн хатĕрлеме каятăп. Сире тăлăха хăвармăп. Эпĕ Аттене тархаслăп, Вăл сирĕн валли святой Сывлăш ярĕ. Вăл сире пур япалана та вĕрентĕ, Вăл Эпĕ сире мĕн каланине пурне те ăсăра илтерĕ", - тенĕ.
Унтан аллисене çĕклесе вĕренекенĕсене юлашки хут пилленĕ те, Хăй çÿлелле çĕклене пуçланă. Çÿлех кайсан Ăна çутă пĕлĕт хупласа илнĕ те, вара Вăл курăнми пулнă. Апостолсем çапах нумайччен Вăл хăпарса кайнă çĕрелле пăхса тăнă. Çавăн чухне вĕсем патне икĕ Ангел аннă та çапла каланă: "Эй, Галилея çыннисем, мĕн эсир капла пит тĕлĕнсе пĕлĕт çинелле пăхса тăратăр; Çак сирĕн патăртан пĕлĕт çине çĕкленсе кайнă Иисус тепĕр хут та халĕ Хăвăр курнă пекех килĕ", - тенĕ. Вĕренекенĕсем çÿлелле çĕкленнĕ Иисуса ÿксе пуççапнă та пит савăнса, Турра мухтаса Иерусалима таврăннă.
Çак праçнике чиркÿре Мăнкун иртсен 40-мĕш кунне асăнаççĕ. Кăçал вăл майăн 29-мĕшĕнче (кĕçнерни кун) пулать. Пирĕн районти Йÿçкасси чиркĕвне çак праçник ячĕпе лартнă. Çак кун Йÿçкасси тăрăхĕнче мĕн ĕлĕкренех пынă йăлапа праçник ячĕпе ярмăрккă ирттереççĕ. Пурне те Йÿçкассинчи чиркĕвĕн праçникне уявлама чĕнетпĕр. Уяв чиркÿре праçник кĕллипе ирхи 8 сехетре пуçланать.
Йÿçкассинчи чиркÿ настоятелĕ
Сергий атте.