28 мая 2014 г.
Майăн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче "Раççей регионĕсен наци рейтингĕ: пĕрремĕш кăтартусем" сессине хутшăннă.
РФ субъекчĕсен инвестици климачĕн лару-тăрăвĕн наци рейтингне 21 регионта ирттернĕ. Вăл влаçăн мĕн пур сыпăкĕн регионсенче бизнес тытса пымалли условисене лайăхлатас тĕллевлĕ ĕçĕн тухăçлăхне хаклать. Çитес çултан пуçласа вара рейтинга çĕр-шывăн мĕн пур субъектĕнче палăртма тытăнĕç.
Чăваш Енте бизнес валли кирлĕ мĕн пур институт, тивĕçлĕ ресурссемпе инфратытăм пур, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшаççĕ. Çавна май экономикăна аталантармалли никĕс çирĕп, мĕн пур сферăра çĕнĕ технологисене çул параççĕ, пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçлаççĕ, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура тата спорт сферисенчи ырă улшăнусем вăй илни куç кĕрет.
Куçми пурлăх объекчĕсене патшалăх енчен экспертиза тумалли вăхăта чакарнă, строительство пуçармалли ирĕк илмелли вăхăта кĕскетнĕ, ытти процедурăна ансатлатнă. Раççейре чи малтисен шутĕнче пушă çĕр лаптăкĕсен Пĕрлехи информаци ресурсне йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне унта çавнашкал 134 лаптăк (397 га) кăтартăвĕсене кĕртнĕ. Вĕсем - çурт-йĕр çĕклеме, инвестици проекчĕсене пурнăçлама.
Михаил Игнатьев форум шайĕнче Архангельск тата Кострома облаçĕсен кĕпĕрнаттăрĕсемпе суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата культура сферисенчи ĕçлĕ килĕшÿсене алă пуснă. Çавăн пекех Михаил Васильевич "СКОЛКОВО" управленийĕн Мускаври шкулĕн ректорĕпе Андрей Шароновпа вĕренÿ сферинче килĕштерсе ĕçлеме палăртнă май тĕрлĕ ыйту сÿтсе явнă.