Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 73 тонна апат хатĕр те

28 мая 2014 г.

 

Çулпа çул пĕр килмест. Кăçал та çу уйăхĕнчи ăшă кунсем улăх-çаранти курăка хăвăрт çĕклерĕç. Малашлăха пăхакан çакăнпа усă курмасăр юлмастех. Çур аки вăхăтра ирттернĕ хресчен паян ырана юлмасăр выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ янтăлас шухăшпа пурăнать: утă çинче ĕçлемелли техникăна ĕçе хатĕрлет, ĕç тĕллевĕсене уçăмлатать. Пĕрисен çакă хальлĕхе шухăшра кăна пулсан, "Путь Ильича" агрофирмăра "симĕс ĕç çине" кÿлĕнчĕç те.

Выльăх апачĕ çителĕклĕ те пысăк пахалăхлă хатĕрлесси ĕç çине мĕнле яваплăх уйăрнинчен  нумай килет. Çакна шута илсе иртнĕ тунти кун, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Хорнуйсемпе Шаптаксем районта пуринчен малтан "симĕç ĕç çине" тухрĕç.

Кăнтăр вăхăчĕ çитнĕ тĕле Иван Васильев ют çĕр-шывра туса кăларнă курăк çулакан RSM-1401 агрегата чĕртсе ырашпа вика ÿсекен Елшик уйне тухрĕ. Унпа пĕр ушкăнра - ГАЗ-53 автомашинăпа сенаж турттарма путевка илнĕ Андрей Спаскин водитель тата чĕрĕк ĕмĕр механизаторта ĕçлекен Виталий Иванов хăйне шанса панă ХТЗ-17221 тракторĕпе (çÿлти сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла).

Ĕçе тĕплĕ хатĕрленĕ техника пĕр чăрмавсăр ĕçлеме пуçларĕ. Кĕçех чĕрĕ курăк массипе тулнă трактор вырăнтан хускалчĕ. Ун вырăнне автомашина йышăнчĕ. Ĕç звени пĕр чарăнмасăр малалла кайрĕ. 64 гектар çинчи сĕткенре ларакан ăнса пулнă ырашпа вика уйĕ, кал-кал ĕçлесен пуçланă сенаж траншейи хăвăрт туласса систернĕн, вăштăр çилпе хумханса илчĕ.

Хуçалăхăн ĕç тăвакан директорĕ А. Воробьев та хиртех. Вăл ĕçе контрольлесех тăни агрофирма выльăх апачĕ хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăрни пирки калать.

- Çур аки вĕçленнĕ хыççăн хумханса ларакан курăк çине пăхса вăхăта çухатас темерĕмĕр. Маларах çулсан кайăвĕ те часрах ÿсĕ, выльăх апачĕ ытларах янтăлама тата пушаннă çĕрсене кĕр аки валли технологие кура хатĕрлеме çул уçăлĕ. Çитес хĕл кунĕсем валли пирĕн 10000 тонна сенаж, 500 - 600 тонна утă янтăламалла. Паян çак ĕçе пĕр шутлă кÿлĕнтĕмĕр, - терĕ Алексей Валентинович район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне-экономикăпа АПК аталанăвĕн управленийĕн ертÿçине              В. Ананьева.

Ĕçе маларах кÿлĕнекенĕн тулăхрах ĕçлеме мел те нумайланать. Хĕл кунĕсем апатран кăртăнкă пулмасси ырă шанчăк çуратать. "Путь Ильича" пуçарăвĕ ыттисемшĕн тĕслĕх пуласса шаннине пĕлтерчĕ Владислав Кириллович.

Траншейăра та симĕс массăна пусăрăнтаракан         Н. Игнатьевпа В. Ремнев механизаторсем (2-мĕш сăн ÿкерчĕкре) сенаж пахалăхĕшĕн тăрăшаççĕ.

Механизациленĕ звено пĕрремĕш куннех 73 тонна сенаж  хывса хăварчĕ. Ĕç малалла пырать, хăвăртлăх ÿсет.

А. БЕЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика