Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн - тĕплĕ тĕрĕслев

24 мая 2014 г.

 

Районти çамрăк армеецсен юхăмĕн "Зарница" тата "Орленок" хĕрĕх улттăмĕш финал вăййисем Лантăш вăрманĕн уçланкинче виçĕ куна тăсăлчĕç. Çак вăхăтра шкулсенчи "Орленок", "Зарница" командисем  тата  çарпа патриот клубĕсем хăйсене тĕрлĕ енлĕ тĕрĕслерĕç.

Пĕрремĕш кун ачасем теори ыйтăвĕсене хуравларĕç, стройпа утма пĕлнине тĕрĕслерĕç. "Спортивное ориентирование", "Морское троеборье" конкурссем те вăйăсене официаллă майпа уçичченех иртрĕç. Тепĕр кун ачасен пушă вăхăт пулмарĕ: чăрмавсене сирсе чупни, ишесси, шывра теприне çăласси, пăшалтан тĕл пересси тата ытти нумай-нумай тĕрĕслев кĕтрĕ ачасене. Вĕсенчен хăшĕсем Муркашри бассейнра иртрĕç. Конкурссем виççĕмĕш кун та çителĕклĕ пулчĕç: ачасем хăйсене çăмăл атлетика кросĕнче, карттăпа ĕçлеме пĕлнине тĕрĕслерĕç, туристсен çулĕ çинче пулма пултаракан чăрмавĕсемпе те тĕл пулчĕç.

Çак вăйăсем чăнах та çамрăксене хăйсене кăмăл-сипет, ÿт-пÿ аталанăвĕ, ăс-тăн енĕпе анлăн тĕрĕслеме май параççĕ. Ачасен ответлăхпа  пуçарулăхĕ те ÿсет, вĕсем хăй тĕллĕн мĕн пурнăçлама пултарнине те ăнланса илеççĕ. Çапла вара малалла мĕн патне ăнтăлмалли те уççăнрах курăнма пуçлать. "Çанталăк шăрăх, ятарлă тум тăхăнсан пиçсе каймалла, вăрманта - вăрăм туна, анчах та пире пĕтĕмпех интереслĕ - пурнăçпа çыхăннă конкурссем, вăйăсем, ташă каçĕсем те", - тет Чуманкассинчи "Зарница" отрядри Люда Семеновская.

Кăçалхи вăйăсенче мала тухнă «Родина» çарпа патриот клубĕ, Чуманкассинчи вăтам шкулти  "Зарница" тата Москакассинчи вăтам шкулти "Орленок" отрячĕсем район чысне республика шайĕнче хÿтĕлĕç.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика