24 мая 2014 г.
Иртнĕ эрнере Ярославка ял тăрăхĕнче профилактика кунĕ иртрĕ. Унта право йĕркине сыхлакан органсен ертÿçисем, ытти ĕçченсем, çавăн пекех асăннă ял тăрăхĕнчи ответлă çынсем хутшăнчĕç. Кунта пухăнни ахаль мар, преступлени шучĕ ÿсни шухăшлаттарать.
Чи малтанах район прокурорĕн çумĕ Юрий Семенов "О профилактике правонарушений в Чувашской Республике" саккунри тĕп самантсем çинче чарăнчĕ. Асăннă саккун обществăна хирĕçле ĕçсем тăвассинчен сыхлассипе, граждансен саккунлă интересĕпе правине, ирĕклĕхне хÿтĕлессипе, çул çитменнисем тĕлĕшпе çыхăннă пусмăр ĕçĕсене тупса палăртассипе, право йĕркине пăсассине асăрхаттарас ĕçе граждансене явăçтарассипе çыхăннă.
Право йĕркине пăсассине асăрхаттарас профилактика ĕç системи ответлă органсенчен тăрать, вăл шута прокуратура, шалти ĕçсен пайĕ, следстви комитечĕ, сывлăх сыхлавĕпе вĕренÿ, культура учрежденийĕсем тата ыттисем кĕреççĕ. Çемье хутшăнăвĕнчи йĕркене пăсакансене, эрехпе айкашакансене вăхăтра асăрхама тăрăшмалла, йĕркене пăсса преступлени çулĕ çине тăма пултарас хăрушлăх пуррисемпе тачăрах ĕçлемелле.
- Çакă вара хальлĕхе асăннă ял тăрăхĕнче тивĕçлĕ шайра пурнăçланмасть. Общественность канашĕн пĕрлехи вăйĕ çителĕксĕр кунта, - паллаштарать Юрий Мефодьевич ял тăрăхĕнчи лару-тăрупа.
Общество, комитет, çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделени, обществăлла организацисемпе ĕç коллективĕсем хушшинче обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе тачă çыхăну çук, çакна ял тăрăхĕнчи криминогенлă лару-тăру çирĕплетет. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче çак ял тăрăхĕнчи хăрушă пĕр преступлени пирки пĕлтернĕччĕ, ытти преступлени шучĕ те ÿсет.
- Ку çемьери йывăр лару-тăру пирки кашниех пĕлнĕ, йĕркене пăсни маларах та пулнă, анчах та вĕсемпе никам та тачă ĕçлемен. Хăрушă преступлени те эрех ĕçнипех пулнă, - калаçăва малалла тăсрĕ район прокурорĕ Сергей Павлов кунти профилактика ĕçĕ уксахланине çирĕплетсе.
Районти тата асăннă ял тăрăхĕнчи криминогенлă лару-тăрупа шалти ĕçсен районти пайĕн ертÿçи Евгений Плечов паллаштарчĕ.
- Ял тăрăхĕн администрацийĕ преступленисем тăвассине асăрхаттарассипе, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе, эрех ĕçекенсене тата çемьере харкашу пуçаракансене учета илессипе сахал тимлет, ытти çитменлĕх те куç умĕнче. Эсир пĕлекен çемьере тăтăшах харкашу пулса иртнĕ, эрех ĕçнине те кашниех пĕлнĕ, анчах та çакăн пирки ответлă органсене пĕлтермен. Ан хăрăр, ан вăтанăр, ун пеккисене вăхăтра асăрхама тăрăшăр, унсăрăн тепĕр чухне ÿкĕнмелле те пулса тухать , - çапларах пулчĕ Евгений Иванович пĕтĕмлетни.
Енчен те вăл е ку çын йĕркесĕрлĕхĕ пирки шалти ĕçсен пайне, прокуратурăна пĕлтерме хăратăр пулсан, ун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхне каламалла, унăн вара малалла тимлемелле. Тĕллевĕ вара пĕрре - саккуна пăснине вăхăтра чармалла.
- Общественность канашĕн тытăмне кĕрекенсен пĕрле тата пĕр тĕллевпе ĕçлемелле, пĕччен кăна уйрăммăн тимлени çителĕксĕр, - терĕ çул çитменнисемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен районти комиссин ĕç-хĕлне тивĕçтерекен сектор ертÿçи Лариса Петрова профилактика ĕçне вăйлатма хистесе.
РФ следстви комитечĕн ЧР следстви управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи пайĕн пуçлăхĕ Евгений Виссаров асăннă орган ĕç-хĕлĕ тата нумайăшне калаçтаракан преступлени çинче чарăнчĕ.
Çынсене хумхантаракан ыйту чылай. Малти вырăна вара каллех эрех-сăрапа, уйрăмах каçхи вăхăтра, суту-илÿ туни тухать. Ку ял тăрăхĕнчи пĕр предприниматель лавкки эрех ĕçекенсемшĕн чăн-чăн çăлăнăç вырăнĕнче. Анчах та унпа киленни мĕн патне илсе çитерме пултарнине çÿлерех асăннă фактран та куртăмăр. Çавăн пекех саккуна пăсса пурăнакан ытти çынна те тишкерчĕç çак ларура, аякран куçса килнисен йĕркесĕрлĕхĕ те ку тăрăхрисене пăшăрхантарать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Георгий Кожевников профилактика ĕçне вăйлатма шантарчĕ.
Р. Илларионова.