24 мая 2014 г.
Майăн 16-мĕшĕнче районти производство бизнес-инкубаторĕнче Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство кунĕ иртнине пĕлтернĕччĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ.
- Предпринимательство аталанăвне район администрацийĕ пысăк тÿпе хывать. Кунта икĕ енлĕ ĕçлĕ килĕшÿ яр уççăн палăрать. Эпир пĕр тĕллевпе тимлетпĕр, район аталанăвĕшĕн тăрăшатпăр. Кунта пурăнакансем хăйсене меллĕ те хăтлă туйччăр, ĕçлеме кăмăллисем ытларах пулччăр, - терĕ Ростислав Николаевич пухăннисене тав тунă май.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство сферинче тăрăшакансем мероприятисем ирттерме пулăшаççĕ. Çавăн пекех районти пуçаруллă предпринимательсем чылайăшне хумхантаракан ыйтуран та аякра юлмарĕç. Хăйсен ĕçтешĕсем патне сĕнÿпе тухса "фанфуриксемпе" суту-илÿ тума чарăнма чĕнсе каларĕç.
Ростислав Тимофеев экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ, район шайĕнче инвестицин пысăк проекчĕсем çуккине палăртрĕ. Аталану вара малаллах пырать. Москакасси ял тăрăхĕнче çĕнĕ объект çĕклеме хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. "Сеспель" хупă акционерлă общество çитес вăхăтра продукци туса кăларассине ÿстерме палăртать тата ытти те.
Асăннă сферăн иртнĕ çулхи ĕçĕпе район администрацийĕн экономика тата агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн пайĕн ертÿçи Нина Костина паллаштарчĕ. 2013 çулта районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн 713 субъекчĕ ĕçленĕ, ытларах пайĕ суту-илÿре, обществăлла апатланура тимленĕ. Кунта вăй хуракансен йышĕ 2014 çул пуçламăшĕ тĕлне 3422 çынпа танлашнă. Вĕсем хăйсен вăйĕпе иртнĕ çул 395 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă тата сутнă, услугăпа тивĕçтернĕ. Тĕрлĕ шайри бюджета 2013 çулта асăннă субъект 57 миллион тенкĕ чухлĕ налук тÿленĕ. Район шайĕнчи пĕтĕмĕшле калăпăшра çакă 24, 5 процент пулать. Предприниматель аталанăвĕнче патшалăх пулăшăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Иртнĕ çул унпа 14 субъект 3 миллион та 515 пин тенкĕлĕх усă курнă. Вĕсен проекчĕсене ырланипе 31 хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме тата тĕрлĕ шайри бюджета хушма укçа кĕртме май килнĕ.
Республика бизнес-инкубаторĕн представителĕ Александр Сергеев тĕрлĕ пулăшу-консультаци пама хатĕррине палăртрĕ. Çавăн пекех ыттисем те тухса калаçрĕç, чылай ыйту хускалчĕ кунта. Ĕçре уйрăмах палăрнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев чысларĕ.
Район пултаруллă предпринимательсемпе чăннипех те пуян. Николай Шишкин бизнес-инкубаторта çĕнĕ ĕç пуçарнă. Кунта пластик чÿрече, туртăнтарнă мачча ăсталаççĕ.
- Эпир кашни районпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, пирĕн продукцие кăмăллакан йышлă, хакĕ пысăк мар, - каласа пачĕ Николай Николаевич пухăннисене.
Çавăн пекех акционерсен "Моргаушская" МСО хупă обществин ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашма май килчĕ. Кунта нумай хваттерлĕ çурт çĕклеме пуçланă, ăна çулталăк пĕтнĕ тĕле вĕçлеме палăртаççĕ.
Ĕç ушкăнĕ Андрей Вязов предпринимателĕн производствине çитсе курчĕ. Картишне кĕрсенех çирĕплĕх, хăтлăх хуçаланни палăрчĕ. Кунта çулталăкне 80 тĕрлĕ 2 - 3 пин камин хатĕрлесе кăлараççĕ, Мускава ăсатаççĕ. Производствăра 150 çын вăй хурать, "симĕс çĕленпе" туслисене кунта ĕçлеттермеççĕ. Татьяна Бардасова предприниматель çакăнта ĕçлекенсене апатлантарма тата килĕшÿ тума хатĕр пулнине палăртрĕ.
Çапла вара предпринимательсем район аталанăвне пысăк тÿпе хывнине, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр.
Р. Илларионова.
Сăн ÿкерчĕкре: "НикА" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Алина Николаева тата "Алиса" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн генеральнăй директорĕ Алиса Портнова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.