Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

24 мая 2014 г.

 

Н. Никольские асăнса

Тунти кун, майăн 19-мĕшĕнче, чăвашсен пĕрремĕш "Хыпар" хаçатне кăларма пуçланă тата унăн пĕрремĕш редакторĕ пулнă Н. Никольский  çуралнăранпа 136 çул пулчĕ. Паллă историка, этнографа, Атăл çи тăрăхĕнчи халăхсен кун-çулне тĕпченĕ пирĕн сумлă ентеше халалласа унăн тăван ялĕнче митинг иртрĕ.

Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Купăрля ялне районти ертÿçĕсем те, Шупашкартан килнĕ хăнасем те, вырăнта пурăнакансем те йышлăн пухăннă. Ентешĕн ĕмĕрлĕхе юлнă ĕçĕсем пирки, унăн хастарлăхĕпе анлă пултарулăхне аса илсе вĕсем Н. Никольский палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хунă.

Вакансисем пур

Çулталăк пуçланнăранпа Муркашри халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупассипе пулăшу ыйтса 274 çын пынă. Майăн 19-мĕшĕ тĕлне учета илнĕ ĕçсĕр çынсен шучĕ 58-па танлашнă.

Хальхи вăхăтра вара районти ĕç паракансем 177 ваканси пуррине пĕлтернĕ.

Январь уйăхĕнчен пуçласа ку таранччен центр 250 çынна яланлăх е вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтернĕ, вăл шутра 14-18 çулти 89 çамрăка та вăхăтлăх ĕç тупса панă.

Музея васкăр

Муркашри тури чăвашсен музейĕнче "Эпĕ музея парнелетĕп" тата "Çемье альбомне юратса уçатпăр" акцисем малалла пыраççĕ. Музей ĕçченĕсем акцисене Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунне тата Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă. Майăн 16-мĕшĕнче музей фончĕ тÿрех 17 çĕнĕ экспонатпа пуянланнă.

Музейра "Эпĕ музей ÿкеретĕп" тата "Эпĕ музея парнелетĕп" куравсем те ĕçлеççĕ. Вĕсемпе Муркашри шкул ачисем паллашнă та ĕнтĕ. Муркаша килсен музея çитсе курма тăрăшăр.

Велосипедпа - хĕрарăмсем

Турайри Информаципе культура  центрĕн пуçарăвĕпе ку ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсем велосипедпа ярăнса ăмăртнă. Малти вырăна Татьяна Яникова тухнă, ун хыççăн - Надежда Столярова тата Раиса Васильева.

Велосипедпа ярăнни кашни çыншăн усăллă, чĕрепе юн тымарĕсен тытăмне çирĕплетме пулăшать. Апла пулсан Турайсенчен тĕслĕх илмелле.

Н. НИКОЛАЕВА

хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика