24 мая 2014 г.
Çурхи ака-суха ĕçĕсем хыçа юлса пынă май кăçал пурнăçланă çĕнĕлĕхсем те куç умĕнчех. Çĕнĕлĕхсенчен пĕрремĕшĕ вăл - хуçалăхсем горчица тата йĕтĕн акни. Горчицăпа йĕтĕне çу уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне "Юнга" чикĕллĕ яваплăхлă обществăпа А. Толстовăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче ытларах акнă. Пĕрремĕшсем икĕ культурăна та 80-шар гектар, иккĕмĕшсем горчицăна 80 гектар акса хăварнă. Районĕпе горчица 257 гектар, йĕтĕн 100 гектар йышăнать.
Хуçалăхсем 254 гектар çĕр улми лартнă. «Герой» хуçалăхра, «Картофель Агросоюз», «Гея» обществăра, В. Горбуновпа А. Толстов тата А. Пихтеров хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăр» лартас ĕçе вĕçленĕ.
Районĕпе 510 гектар кукуруза акнă. Ку культурăн лаптăкĕ хальлĕхе "Путь Ильича" агрофирмăра (300 гектар), Ильич яч. хис. хуçалăхра (90 гектар), "Бездна" чикĕллĕ яваплăхлă обществăра (80 гектар) ыттисенчен нумайрах.
Ака ĕçĕсем вĕçленнĕ май хресчен вăхăтра акнă-лартнă культурăсене пăхса ÿстерессине, унти çум курăкĕпе тата сăтăрçăсемпе кĕрешессине малти вырăна кăларать.
А. БЕЛОВ.