Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - анлă та вăрăм çул

24 мая 2014 г.

 

Çак кунсенче республикăри чылай районта шкултан вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Республикипе тăххăрмĕш классенчен пурĕ 11757 çамрăк, вун пĕрмĕш классенчен 6621 çамрăк вĕренсе тухать.

Пирĕн районти пур шкулта та юлашки шăнкăрав ĕнер, майăн 23-мĕшĕнче, янăрарĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх кăçал пирĕн районта шкул пĕтерекенсем  пурĕ 201 çамрăк, 9 класран 361 ача вĕренсе тухать.

Шкултан вĕренсе тухакан пулнине палăртакан хăйăва çыхнисем яланхи пекех Муркашри вăтам шкулта нумайрах. 11 класс пĕтерекенсем кунта кăçал 54-ăн. Вĕсене ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ О. Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев тата ыттисем те саламласа ăнăçусем сунчĕç.

Тепĕр эрнере вара выпускниксен хĕрÿ тапхăр - экзаменсем пуçланаççĕ.  Майăн 26-мĕшĕнче географипе тата вырăс литературипе патшалăх пĕрлехи экзаменне суйласа илнисем хăйсене тĕрĕслĕç. Майăн 29-мĕшĕнче вара пурне те вырăс чĕлхи экзаменĕ кĕтет.

Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика