24 мая 2014 г.
Вĕренÿ чĕрĕкĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин регион шайĕнчи призерĕсемпе çĕнтерÿçисем, республикăри ытти конкурсра малти вырăн йышăннă вĕренекенсем - пирĕн районти чи пултаруллă та хастар шкул ачисем майăн 19-мĕшĕнче ача-пăча общество пĕрлешĕвĕсен фестивальне тата Вĕренÿ кунне уявлама Муркаша пухăнчĕç.
Тĕрлĕ наградăсем, савăнăçлă юрă-ташă, ачасен маршĕ - пĕтĕмпех вĕренекенсен кăмăлне хăпартрĕ. Муркашри тури чăвашсен музейĕн ĕçченĕсем вара пионерсен юхăмĕн историйĕпе паллаштарма музейри экспонатсене ачасем умне илсе тухса курав та йĕркелесе пачĕç. Горн, пионер галстукĕ, параппан, пионерсен ытти паллисем те пулчĕç кунта. Ачасем хаваспах сăн ÿкерчĕксем турĕç.
Историе аса илтерекенсем те - чылай çул шкулсенче аслă вожатăйра тăрăшнă педагогсем (хăшĕсем хĕрлĕ галстук та çыхнăччĕ) хăйсен колоннипе ачасем умĕпе утса иртрĕç. Вĕсене саламласа пионери вăхăтне аса илчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем уявра ыттисенчен ытларах савăнчĕç пулĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ку вĕренÿ çулĕнче ачасен стипенди хăпарнине пĕлтерчĕ. Малтанхи çулсенче вăл 200 тенкĕ пулнă пулсан халĕ 400 тенкĕпе танлашать. Ростислав Николаевич вĕренÿре "пиллĕксемпе" ĕлкĕрсе пыракан ачасене стипенди парса саламларĕ, çуллахи ĕçпе кану тапхăрне те тивĕçлĕ ирттермеллине аса илтерчĕ.
Ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова тата район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕ З. Дипломатова саламларĕç. Сирĕн пĕрлешÿсен ячĕсем тĕрлĕрен, анчах тĕллевĕ пĕрре тесе тĕрĕсех каларĕç вĕсем: лайăх вĕренсе, общество пурнăçне активлă хутшăнса, тĕрлĕ енлĕ аталанса чăн-чăн çын пулмалла. Вĕренекенсене аталанма вара халĕ услови çителĕклĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Москакассинчи вăтам шкулти ачасем - уявра.
Н. Николаева
сăн ÿкерчĕкĕ.