21 мая 2014 г.
Майăн 16-мĕшĕнче Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Исетерккĕне Мускав хулинчен Раççей Федерацийĕн оборона министерствин çар академийĕн профессорĕ, офицерсен "Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем" Мускаври ентешлĕхĕн ертÿçин çумĕ Иван Николаев полковник, Александр Зиновьев генерал-майор (вĕсем чăвашран тухнă) тата "Хĕрлĕ Çăлтăр" хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ Олег Грозный килсе кайрĕç. Сумлă хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕн ертÿçи Александр Кочуров, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов тата Чуманкасси шкулĕн директорĕ Валерий Васильев кĕтсе илчĕç. Сакăр паттăр ывăла пăхса ÿстернĕ Чăваш АССРĕн Ĕç мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине (каярах район Хисеп кĕнекине) кĕртнĕ Татьяна Николаевăна халалланă палăк умĕнче пысăк йыш пухăнчĕ. Палăртса хăвармалла, мухтавлă хĕрарăма халалланă палăкра конкретлă сăнара пысăк пахалăхпа тивĕçлĕ шайра кăтартма пултарнишĕн çак ĕçĕн авторĕ Евгений Бондарь Чăваш АССРĕн патшалăх премине тивĕçнĕ.
Çемье пуçĕ Алексей Илларионович тĕнчен пĕрремĕш вăрçине хутшăннă, Георгий хĕресне тивĕçнĕ.
Унччен милиционерта тимленĕ Григорий ывăлĕ тискер çапăçура йывăр аманнă. Хăш-пĕр документ тăрăх вăл хăйне сумлă ят панине пĕлнĕ. Унăн чĕри хăçан тапма пăрахнă пирки информаци тĕрлĕрен. 1943 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче Григорий Алексеев Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Ытти ывăлсем те хăюлăх кăтартнă.
Тăван çĕр-шыв ăнăçлăхĕшĕн пысăк тÿпе хывнине пысăка хурса хакланă май Т. Николаевăна пĕрремĕш степеньлĕ Аслă Петĕр орден, Егор Алексеева пĕрремĕш степеньлĕ Александр Невский орден парса чысланă.
Асăннă йыш Тăван çĕр-шыв ăнăçлăхĕшĕн тăрăшасси йăхран йăха куçнине çирĕплетсех калама пулать. Николай Илларионов (Родионăн мăнукĕ) Президент полкĕнче çар ĕçне пурнăçларĕ. Вăл арçыннăн тĕп тивĕçне Мускав хулинче тÿрĕ чунпа çÿллĕ шайра тата пысăк ответлăхпа пурнăçлани пирки пĕлтерни - асăннă йышшăн пысăк чыс. Шел пулин те, юлашки çулсенче салтак атти тăхăнассинчен таракансем сахал мар. Кунта вара паянхи çамрăксен камран тĕслĕх илмелли пур тесе шухăшлатăп.
- Пирĕн район хăйĕн паттăрĕсемпе хăпартланать, вĕсен сумлă ĕçĕсене асра тытать. Сирĕн те çĕр-шыв ăнăçлăхĕшĕн тăрăшмалла, - терĕ Ростислав Тимофеев кунта пухăннă ачасене.
Шкулта вĕренекенсемшĕн аякран килнĕ çар ĕçченĕсен калаçăвĕ питĕ кăсăклă пулчĕ. Вĕсем хушшинче çар училищине вĕренме каяс текенсем те пур, çавăнпа та тĕрлĕ ыйту хускалчĕ.
- Пулас профессие тĕрĕс суйлама тăрăшмалла, çар ĕçне юрăхлă пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ, - калаçăва тăсрĕ А. Зиновьев.
- Кашни арçын çар ĕçне юрăхлă пултăр, ку тивĕçрен аякка пăрăнма юрамасть. Арçыннăн коллективра пурăнма пĕлмелле, - терĕ И. Николаев.
Раççей Геройĕ Е. Борисов хăй шăпи пирки каласа пачĕ. Çар комиссариачĕн ертÿçи А. Кочуров çар ретне тăратас ĕç епле пынипе паллаштарчĕ. Аякри хăнасем чăваш паттăрĕсем пирки манманни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Р. Илларионова.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.