21 мая 2014 г.
Медицина сестри ĕçĕ питĕ пархатарлă, çав вăхăтрах çăмăл та мар. Анчах та çут çанталăк хĕрарăма амăш пулма кун çути парать пулсан, тен, медицина сестри пуласси те чылай хĕр ачара пĕчĕкренех пур пулĕ, ăна аталантармалла кăна. Медицина сестрин ĕçре мĕнпе кăна тĕл пулма тÿр килмест: çынпа ĕçлеме йывăр, чирлĕ çынна пăхма - пушшех те. Çавăнпах 1971 çулта тĕнчери 141 çĕр-шыв майăн 12-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери медицина сестрин кунне паллă тума килĕшÿ çине алă пуснă та. Иртнĕ эрнере çак кун пирĕн районти медицина сестрисем хăйсен професси уявне паллă турĕç.
Муркашри тĕп больницăн пысăк коллективĕнче паянхи кун 248 медицина сестри вăй хурать, вĕсенчен 148-шĕ - аслă категори специалисчĕ. Çакă пирĕн районти медицина сестрисен пысăк ăсталăхĕ пирки çирĕплетнине хăйĕн салам сăмахĕнче больницăн тĕп врачĕ В. Данилов та палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л. Тарасова медицина сестрисене саламланă май вĕсен хăйсен сывлăхне упрамаллине те асăрхаттарчĕ.
Уявра нумай медицина сестри наградăна тивĕçрĕ: район администрацийĕн Хисеп грамотине, район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне, больница шайĕнчи наградăсемпе парнесене.
Уявра кăçал "Чи лайăх уйрăм" тата "Чи лайăх ФАП" презентацисен конкурсĕ те иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе пĕрле тĕрлĕ номинацире палăрнисене те чысларĕç. Хаваслă уяв медицина ĕçченĕсене хавхалантарчĕ, вăй-хăват та хушрĕ.
Е. Кожевникова,
Муркашри район тĕп больницин врачĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Кашмашри фельдшерпа акушер пункчĕ те ятарлă парнене тивĕçрĕ. Татьяна Скворцова фельдшер Муркаш район тĕп больнцин врачĕпе В. Даниловпа.