21 мая 2014 г.
Пирĕн ентеш - Шупашкар чемпионĕ
Чăваш Республикинче уйăхра пĕрре спорт кунĕ ирттересси ырă йăлана кĕрсе пырать. Çак ĕç сывă пурнăç йĕркине çывăх тăнăран тата вăл çамрăксен пуласлăхĕпе тачă çыхăнура пулнăран спорт кунне ялсенче, район центрĕсенче тата хуласенче пысăк хавхаланупа ирттересси пурнăçа кĕме пуçларĕ. Унта тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем активлă хутшăнни вĕсем пирĕн пурнăçра сывă пурнăç йĕрки кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланнине çирĕплетет.
Спорт кунĕсем ирттернипе пĕрлех спортăн тĕрлĕ тĕсĕсемпе уйрăм ăмăртусем, йăлана кĕнĕ чемпионатсем йĕркелени вĕсене кăмăллакансем хăйсен ырă пуçарăвне манманни пирки калать. Ку вара çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем çуратать, çамрăксен малашлăхĕ пуррине ăнлантарать.
Кăçал вырăс шашкипе çÿллĕ шайра районăн 32-мĕш чемпионачĕ иртрĕ. Нумаййăн вăй виçрĕç унта. Хĕрÿ кĕрешÿре Муркашри тĕп больницăри аслă категориллĕ травматолог-ортопед Л. Андреев 18-мĕш хут район чемпионĕ пулса тăчĕ. Хыççăнхи вырăнсене В. Егоровпа А. Ермолаев тивĕçрĕç. Хĕрарăмсем хушшинче çĕнтерÿçĕсен пъедесталне А. Авдеева, Н. Репина, А. Репина йышăнчĕç. Çакăнти çĕнтерÿпе пирĕн пултаруллă ентешсем - Л. Андреевпа А. Авдеева - Шупашкар хулин чемпионатне хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕç.
Тĕп хуламăрта вырăс шашкилле выляссипе Шупашкар хулин чемпионачĕ иртни - спортăн çак тĕсне юратакансемшĕн хăйне евĕр парне. Çавăнпа та шашкăлла выляма юратакан тĕрлĕ çĕрти çĕнтерÿçĕ шашка хăми умне йышлăн ларчĕ. Кашни парти - ылтăн виçеллĕ. Ăмăрту вĕçленнĕ тĕле пирĕн ентешсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăни палăрчĕ. Çапла вара Леонид Андреев Шупашкар хулин чемпионĕ ята тивĕçрĕ, Алевтина Авдеева хĕрарăмсем хушшинче кĕмĕл призер пулса тăчĕ.
Хула чемпионачĕ хыççăн эпĕ Леонид Николаевичпа уйрăммăн тĕл пулса калаçрăм. Муркашри тĕп больницăра 36 çул ĕçлекен пысăк категориллĕ травматолог-ортопед хăй ĕçĕнче чăн-чăн ăста пулнине кунашкал специалистсем республикăра та темиçен кăна пулни çирĕплетет. Хăйĕн тĕп ĕçĕпе пĕрлех хирург, нейрохирург сертификачĕсене илнĕ ентешĕмĕр ĕмĕрĕпех шашкăпа туслă пулнине никамран та пытарма çук. Çавăнпах вăл спортăн çак тĕсĕ çине пысăк тимлĕх уйăрать.
- Пирĕн районта шашкăлла вылясси питĕ анлă сарăлнă. Урăх нихăш районта та ку енĕпе пирĕн патăмăрти чухлĕ спорт мастерĕн кандидачĕ çук. Анчах юлашки çулсенче шашка вăййи çине тимлĕх уйăрасси уксахлама пуçлани сисĕнет. Уйрăмах ачасем хушшинче. Çав вăхăтрах шашка вăййипе чи сумлă çынсем интересленнĕ. "Шашка вăййи - шахмат амăшĕ, тивĕçлĕ амăшĕ", - тенĕ шахматла выляссипе тĕнчери иккĕмĕш чемпион Эмануил Ласкер. Шашка вăййипе интересленекен çакна хирĕçлеймест те. Çак вăйă ăс-тăна çирĕплетет, шухăшлава лайăхлатать, кирлĕ вăхăтра тивĕçлĕ йышăну тума вĕрентет. Эпĕ хам та шашка вăййине тав тăватăп. Шашкăпа туслă пулни мана пурнăçра та, ĕçре те пĕрре мар пулăшу пачĕ. Вăл малашне те çаплах пуласса шанатăп. Хам тĕслĕх çинче ыттисене те, уйрăмах шкул ачисене, шашкăпа туслашма сĕнетĕп, - терĕ Леонид Николаевич шашка вăййине хăйĕн пурнăçĕ урлă çутатса.
А. ПЕТРОВ.