Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çакна Муркашсем кĕтнĕ

21 мая 2014 г.

 

"2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси" федераци тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн 2014 çулта субъектсен харпăрлăхĕнчи спорт сооруженийĕсене тума пурĕ 4,9 миллиард ытла тенкĕ уйăрса пулăшаççĕ. 52 регионтан чи пысăк субсидие - 334,5 миллион тенке Чăваш Ен тивĕçнине маларах пĕлтернĕччĕ.

Субсиди укçи-тенкипе усă курса тĕрлĕ спорт объекчĕсем, вăл шутра нумай функциллĕ спорт комплексĕсем, спортзалсем, бассейнсем, пăр катокĕсем, тÿрем сооруженисем тата специализациленĕ сооруженисем хута ямалла.

Муркашра вара çак программăпа килĕшÿллĕн хальхи вăхăта тивĕçтерекен çĕнĕ тÿрем сооружени - стадион тума пуçларĕç. Вăл Муркашри вăтам шкула хирĕç пулать. Майăн 15-мĕшĕнче кунта  "АвтоСпецСтрой" тулли мар яваплăхлă пĕрлешÿ ĕçе пуçăнчĕ.

Вырăнти ĕç-пуç пирки тĕплĕнрех  В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен 1 номерлĕ спорт шкулĕн Муркашри филиалĕн директорне Александр Сидюшкина каласа пама ыйтрăмăр:

- Çак стадиона тăвасси "2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси" федераци тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн пулса пырать. Программăпа тÿрем сооруженисене тума та укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ. Чăваш Ен Спортпа физкультура аталанăвĕн министерствин В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен олимп резервĕн специализациленĕ 1 номерлĕ спорт шкулĕ те субсидие тивĕçрĕ. Çавна май Муркашра стадион тума 2 миллион тенкĕ уйăрнă.

Ку стадион баскетболла тата волейболла вылякансене кăна мар, мини-футбол тата гандбол вăййисене килĕштерекенсене те кăмăла каймалла. Кунтах пысăк теннисла выляма май пулĕ. Стадионта атлетика снарячĕсем те вырнаçтарĕç.

Ĕçсем мĕнле пынине куçран вĕçертмеççĕ. Акă иртнĕ шăмат кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев, район администрацийĕн капиталлă строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ          В. Никитин, асăннă спорт шкулĕн филиал ертÿçи А. Сидюшкин  тата Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Ермолаев  подрядчиксемпе канашланă. "АвтоСпецСтрой" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Ю. Столбов пĕлтернĕ тăрăх вĕсем ĕçе июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтерме тăрăшаççĕ.

Н. ДИМИТРИЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика