Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ĕмĕрĕме халăхшăн ирттертĕм"

17 мая 2014 г.

 

 

Ярославка тăрăхĕнче эпир шыракан аксакала кашниех палланине, унăн пурнăç çулне пĕлнине тата ăна хисепленине пĕрремĕш утăмранах курса ĕнентĕмĕр. Çавăнпа та вĕсен тĕлне ăçтан çаврăнса кĕме çул лайăхраххине ыйтсан та иккĕлле хурав пулмарĕ. "Анчахрах çеç-ха кĕрĕвĕ иртсе кайрĕ. Парк çумĕнчи çулпа кĕрсен пĕрремĕш çурчĕ - шăпах эсир шыракан вырăн", - терĕ Чемейри шур çăнăх арманĕ патĕнче тĕл пулнă арçын.

...Кĕске сăнчăрти йытă каçса кайсах вĕрет пулсан та, унран пăрăнса  пÿрт патнелле иртрĕм. Кил-çурт таврашĕнчи тирпейлĕх кунта пурнăç çине чăн хуçалла пăхакан пурăннине çирĕплетрĕ. Пÿртелле иртнĕçемĕн çак туйăм ÿсрĕ çеç. Алăк урати урлă ярса пуссанах мана хирĕç  çамрăк старик утăмларĕ. Çамрăк тетĕп, мĕншĕн тесен куçĕнче тулăх пурнăç шевли вылякан асаттене пĕрре пăхсах 89 çул параймăн та. Çамрăклăха упраса хăварма мехел çитернĕ пĕлĕшĕм - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ, мирлĕ ĕç фронтĕнчи паттăр Сергей Афанасьевич Афанасьев. Ахальтен килмерĕм эпĕ ун патне. Муркаш ен аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнăскер паян тав сăмахне тивĕç. Хам тĕллевпе паллаштарсан вăрçă тата ĕç ветеранĕ çапла сăмах пуçларĕ:

- Хам пурнăçăма пушшăн ирттертĕм тесе шутламастăп. 89 çул пурăнса алла пăшал тытса Тăван çĕр-шыва та хÿтĕлерĕм, ĕç фронтĕнче те çынна маххă памарăм. Паян иртнĕ çулсене пăхатăп та истори çулĕсен çÿллĕшĕнчен, хăмăр тĕрĕс çулпа аталанса пынине ăнланса илетĕп. Анчах пирĕн вăхăтра хирти кашни тăваткал метрта тырă-пулă акса туса илме тăрăшнă пулсан, паян çав вырăнсенче çум курăкĕ ашкăрса ÿснине пăхсан чун ыратать, - хăй Элĕк районĕнчи Краклав ялĕнче çуралса ÿснине палăртса калаçма пуçларĕ сĕтел хушшине вырнаçнă ветеран.

1925 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче 6 ачаллă хресчен çемйинче çуралнă Çеруш çĕнĕ пурнăç ачи пулнă. Çавăнпа та вăл пурнăç çине те урăхларах пăхнă. "Çак пурнăçра хутла вĕренни çеç туллин пурăнма пулăшнине ачаллах ăнлантăм. Çавăнпа та 9 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри финанспа экономика техникумне çул тытрăм. Çăмăл марччĕ ял ачине, анчах, пĕчĕккĕллех йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхнăскер, парăнмарăм. Эпĕ техникумра вĕреннĕ вăхăтра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Ман çулхисем нумайăшĕ унăн çулăмĕнче пуçĕсене хучĕ. Эпĕ вара Курск пĕккинчи хаяр çапăçусенче йывăр аманса киле таврăнтăм", - çакă тин кăна пулнă пек хумханса та куççульне хытарса калаçать Сергей Афанасьевич хулĕнче паян кун та снаряд ванчăкĕсем пуррине палăртса.

Фронтран таврăннă салтак алă сусăррине пăхмасăрах урасем сывă тесе мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. Темĕнле йывăрлăхра та алă усман салтак фронтран таврăннă чух хăй вăрçа кайиччен вĕреннĕ техникума кĕрсе диплом илсе таврăнать. Çакă ăна малашнехи пурнăçра пысăк тĕкĕ пулать те. Малтанхи вăхăтра Элĕк районĕнчи финанс пайĕнче ĕçленĕ фронтовика кĕçех республикăри халăх финанс комиссариатне куçараççĕ. Кунтан вара мирлĕ пурнăç аталаннă май мал туртăмлă финансист малтан Советски районта, кайран, çĕнĕ район йĕркеленсен, Муркаш районĕнчи финанс пайĕнче ĕçлеме пуçлать.

- КПСС тĕп комитечĕ вăрçă хыççăнхи ял хуçалăхне ура çине тăратма ял хуçалăхне 30 пин специалист ярасси пирки йышăну тусан çак шăпа мана та пырса тиврĕ. Эпĕ 1959 çулта Муркаш тăрăхĕнчи "Сеятель" колхоза килсе кĕтĕм. Çакăнта пуçланчĕ те ĕнтĕ маншăн Муркаш районĕшĕн ĕçлесси. Çулсем иртнĕ май Варпуçĕнче тĕплентĕм те çемьене кунта куçартăм. Çапла вара эпĕ тулли праваллă Муркаш çынни пулса тăтăм, - умри хутсем çине куçлăх тăхăнмасăр пăхса калаçать ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Кунта манăн Сергей Афанасьевич "Сеятель" хуçалăха ура çине тăратни çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Вăрçă вăхăтĕнче хавшанă тата - тĕрĕссипе каласан - вăрçăччен тĕрекленсе те çитеймен колхоз вăрçă хыççăнхи тапхăрта уйрăмах çĕнĕлĕхсем кĕтнĕ. Малашлăха шанакан çамрăк председатель вĕсене тума пултарнине тата вăл вăхăтри колхозниксен шанăçне тÿрре кăларнине паян ку тăрăхра кашниех тав туса аса илет.

- Хуçалăхра ĕçлекенсемпе тата района ертсе пыракансемпе пĕр чĕлхе тупса çав çулсенче колхозра фермăсем туса выльăхсен йышне хушрăмăр, складсем туса тыр-пула перекетлĕрех упрама пуçларăмăр, çирĕп пĕвесемпе плотинасем туса тата вăрман тăрăхĕсем лартса  тăван тавралăха хăт кĕртрĕмĕр. Пĕр шухăшлă ĕçленипе ĕнесемпе       сыснасен, сурăхсемпе лашасен йышĕ ÿсрĕ. Хуçалăх ĕçченĕсен пурнăçпа йăла условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшрăмăр. Çакна валли Нискассинче 5 хутлă нумай хваттерлĕ çурт хута ятăмăр, колхозниксем валли мунча ĕçлеттерме пуçларăмăр. Ку çĕнĕлĕх республикăшăн та ырă тĕслĕх пулнăран пирĕн патăмăрта республикăри семинар ирттерни паян та асрах. Лайăххи лайăхахчĕ çав. Колхозниксем мунча кĕрсе тухнă хушăра вĕсен кĕпи-тумтирне çуса-типĕтсе хураттăмăр, - ăшă кăмăлпа калаçать С. Афанасьев мана аллипе стена çинче çакăнса тăракан орденсемпе медальсем енне пăхма сĕнсе. Кунта - Ленин орденĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 2 степень орденĕ тата икĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ.

Çак наградăсене "ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята 1984 çулта тивĕçнĕ ĕç ветеранĕ юн юхтарса та çичĕ хут тар кăларса тивĕçни пирки манăн иккĕленÿ пулмарĕ.

Вăрçăри тата ĕç фронтĕнчи паттăр обществăлла ĕçе те иккĕмĕш вырăнта тытман. Çапла вара Сергей Афанасьевич 1969 çулта колхозниксен Пĕтĕм Союзри 3-мĕш съезчĕн делегачĕ, 1971 - 1975 çулсенче РСФСР Верховнăй Совечĕн, 30 çул хушши ял Совечĕн тата район Совечĕн депутачĕ пулнă. Ăна КПСС 28 съезчĕн делегатне суйланă.

Çаксене пĕлнĕ хыççăн Сергей Афанасьевич "Ĕмĕрĕме ĕç фронтĕнче ирттертĕм" тенипе килĕшмесĕр тăраймарăм. Ытларахчĕ пире çакăн пек ĕçченсем.

А. БЕЛОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: 1956 çултанпа пĕр йăвара Клавдия Ивановнăпа Сергей Афанасьевич Афанасьевсем. Клавдия Ивановна ĕмĕрĕпех финас пайĕнче тата перекет кассинче вăй хунă. Паян вĕсем иккĕшĕ те - пирĕн район историйĕн илемĕпе пуянлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика