17 мая 2014 г.
Сиплĕ курăка, ÿсен-тăрана эмел вырăнне усă курма та, техĕмлĕ чей ĕçме те кĕркуннечченех хатĕрлеме пулать. Анчах та хăшне-пĕрне шăпах халĕ пухма вăхăт, мĕншĕн тесен вĕсенче халĕ усăллă япаласем нумайрах.
Çуркуннен малтанхи кунĕсенченех ытларахăшĕ вĕлтрен, чĕкеç курăкĕн çулçине, хурăн çулçине, хупах тымарне пухса хĕлле валли типĕтсе хума тăрăшать.
ХУПАХ
Пĕр çулхи хупах тымарĕнче усăллă веществосем ытларах, мĕншĕн тесен малаллахи çулсенче вĕсем ытларах ÿсен-тăран аталаннă çĕре каяççĕ. Çапла вара çамрăк тымарта сĕткен сахал мар, ватăраххин тымарĕ хавшак. Тымара чавса кăларнă хыççăн тăпраран тасатса сивĕ шывра лайăх çăваççĕ, тунине татса пăрахаççĕ. Хыççăн тымара 10-15 сантиметр тăршшĕ пайсем туса касаççĕ. Тымар тачкарах пулсан ăна тăрăхла касса çурма та пулать. Çапла тунă хыççăн тымарсене лупас айĕнче е çил кĕрекен урăх вырăна типĕтме хумалла. Типĕтнĕ тымарпа 5 çул таран усă курма юрать.
Хупахăн сиплĕ енĕ нумай, унпа чылай чире асăрхаттарма е сиплеме усă кураççĕ. Акă организма пĕтĕмĕшле çирĕплетмелли хутăша çапла хатĕрлеççĕ: 1 апат кашăкĕ хупах тымарĕ çине (вĕтетсен лайăхрах) 1 стакан вĕретнĕ шыв ямалла, кăшт лартмалла. Çакăн пек хутăша кунне икĕ хут пĕршер стакан ĕçме сĕнеççĕ.
ВĔЛТРЕН
Вĕлтрене тухма тытăннă хыççăнах пухмалла, косметологире усă курма - çулла, вăл чечекре чухне. Вĕлтрене таса вырăнсенче - çулсенчен аякра хĕвеллĕ çанталăкра пуçтармалла, ÿсен-тăранăн хăйĕн те чирлĕ пулмалла мар.
Татнă вĕлтрене çуса илмелле, шыв типиччен татăк çине хурса сăрхăнтармалла. Хыççăн хут çине хурса тĕттĕм те хĕвел лекмен вырăна типме хумалла. Вĕлтрене çыхăсем туса çакса типĕтме те пулать. Типнĕ вĕлтрене хут е пусмаран çĕленĕ хутаçсенче упраççĕ.
Вĕлтрене яшкана янине пурте аван пĕлеççĕ. Унпа вара çÿç тăкăннăран та усă кураççĕ. 1 стакан чухлĕ вĕлтренĕн чĕрĕ çулçисем çине (е çур стакан чухлĕ типĕтнĕ çулçисене) 1 литр вĕретнĕ шыв яраççĕ. Хутăша 45 минутран сахал мар вăхăт лартмалла, хыççăн вара ăна ăшă шывпа хутăштармалла та пуç çунă хыççăн чÿхемелле. Çапла темиçе уйăх тумалла.
ЧĔКЕÇ КУРĂКĔ
Чĕкеç курăкĕн çулçисенче каротин, С тата К витаминсем, лимон кислоти тата ытти япала чылай. Çавăнпах вăл çыншăн питĕ сиплĕ курăк шутланать. Чĕкеç курăкĕн çулçисене шыçăсене ирттерме, сурансене сиплеме, ÿслĕке кăларма тата ытти сăлтавпа усă кураççĕ.
Чĕкеç курăкне, сăмахран, чей вĕретнĕ çĕре те яма пулать. Чĕкеç курăкĕн çулçине, хурăн папакĕсене, кукша пуç тымарне, чăпăр курăкне (чабрец) тата вĕлтрен çулçине пĕр пек виçепе илмелле. Çак курăксенчен вĕретнĕ чей организма вăй парать, апат ирĕлтерес ĕçе лайăхрах йĕркелеме пулăшать.
Чĕкеç курăкĕн çулçисене çумăр хыççăн, ун çинче тумламсем типсен пухма сĕнеççĕ. Çулçăсене хуçмалла, çĕçĕпе касма та юрать. Типĕтме сарса хунă çулçăсене вăхăтран вăхăта пăтраштарса илмелле. Çулçă типнин палли - унăн туни çăмăллăнах ванни.
ХУРĂН ÇУЛÇИ
Хурăн çулçине çу каçипех хатĕрлеме пулать пулин те, çак ĕçе Çимĕкчен пурнăçласан лайăхрах, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтчен çулçăсенче фитонцид нумай. Вăл сиенлĕ микроорганизмсене пĕтерет.
Хурăн çулçи иммунитета вăйлатма пулăшать, унпа çÿç çирĕплетме те усă кураççĕ. Организмра веществосен ылмашăвĕ япăх чухне те хурăн çулçи пулăшать: унран чей туса та ĕçеççĕ, ваннăсем те тăваççĕ.
10 г хурăн çулçине термоса ямалла, унта 200 г вĕретнĕ шыв хушмалла. Çапла хурăн çулçин сиплĕ енĕсем пĕтмеççĕ. Тепĕр 4 сехетрен çак чее ĕçме юрать.
Хурăн çулçине карçинкка е хут курупки ăшне пухмалла, çийĕнчех çÿхен сарса типĕтме хумалла. Маларах асăннă пекех - хĕвел лекмен çил кĕрекен вырăна. Типнĕ çулçăсене хут курупкасенчех упрамалла. Вĕсемпе 1,5-2 çул таран кăна усă курма юрать.
Рецептсемпе усă куриччен малтан врачпа канашламалла.