Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трактор вăл лаша урапи мар…

17 мая 2014 г.

 

Ял çыннисен харпăрлăхĕнче ытти техникăпа пĕрлех юлашки вăхăтра тракторсемпе прицепсем те самай нумайланчĕç. Вĕсен пысăк пайĕ ял хуçалăх ĕçĕнче тăтăшах активлăхпа палăрать. Кунта вара час-часах техника хуçи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене иккĕмĕш вырăна хăварни куç умне тухать: васкаççĕ-ши е суя "перекетлĕхе" мала кăлараççĕ-ши, е никам та асăрхамасса шанаççĕ... Çавна шута илсе республикăри хăй тĕллĕн çÿрекен транспортпа ытти техникăна пăхса тăракан Патшалăх инспекцийĕ кăçал  çу уйăхĕн 8 - 25-мĕшĕсенче "Частник" профилактика операцийĕ ирттерессине кун йĕркине кĕртрĕ. Паян çак ĕçсен планĕпе килĕшÿллĕн тĕрĕслевсем районти кашни ял тăрăхĕнчех иртеççĕ. Çитменнине - çĕр ĕçченĕ яра кунах çур акире вăй хунă тапхăр. Кунта вара хăрушсăрлăх ыйтăвĕ тĕп вырăнта пулмалла. Çакна юн кунхи тĕрĕслев «сĕрекине» çакланнă 9 механизатор та сăмах вылятмасăрах йышăнчĕ. "Хамăр сыхланмасан кам упратăр пире", - шухăшăмăра çирĕплетсе калаçрĕ  Сергей Куммин механизатор.

Иртнĕ юн кунхи тĕрĕслевре эпир Çатраккасси, Шетмĕпуç тата Чуманкасси ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти лару-тăрупа паллашрăмăр. Рейд вăхăтĕнче эпир уйрăм çынсен тата пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен харпăрлăхĕнчи çурхи ака-суха ĕçĕсене хутшăнакан 9 трактора чарса тĕрĕслерĕ-мĕр. Вĕсенчен 3-шĕ техникăпа усă курас йĕркене сĕмсĕррĕн пăсни палăрчĕ. Вĕсем: Элĕк районĕнчен пулăшма Йÿçкасси тăрăхне килсе çитнĕ С. Куммин, "Ударник" хуçалăх механизаторĕ В. Федотов тата автоçулсем тăвассипе-юсассипе ĕçлекен Шупашкарти "Стройка-21" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн автогрейдерисчĕ А. Козлов.  Виççĕшĕн те йĕркене пăснисем пĕр майлăрахах.

Тĕрĕслев ирттернĕ вăхăтра МТЗ-1221 тракторпа "Ударник"  хуçалăх хирĕнче акма çĕр хатĕрлекен Сергей Куммин пире хăй механизатор пулнине çирĕплетекен удостоверенипе страховани полисне те, огнетушительпе медицина аптечкине те кăтартаймарĕ. Механизатор хире васканă май йывăр дисклă сÿрене страхлакан сăнчăрпа кăкарманни те курмăш пулса юлмарĕ. "Хурçă ут" хуçи ирлесе  тракторне чĕртнĕ те "ĕçе" васканă пулас. Çак йĕркесĕрлĕхшĕн механизатора административлă майпа явап тыттарма тиврĕ.

Эпир пулнă кун тĕлне "Ударник" хуçалăхра 700 гектар ытла çуртрисем акнăччĕ, механизациленĕ бригада 50 гектар ытла çĕр улми лартни те, çак ĕçсене вĕçне çитерме вăрлăхĕ çителĕклĕ пулни те хуçалăхра ыранхи куна пăхса ĕçленине çирĕплетрĕç. Ĕçсем кал-кал пыраççĕ темелле, анчах... Эпир Йÿçкасси патнелле çывхарнă чух автоçулпа пыракан МТЗ-80 трактор "кюветалла чăмнине" асăрхарăмăр. Çитсе тĕрĕслесен         В. Федотов механизаторăн çумра страховани полисĕ те, техосмотр тăнин свидетельстви те, медицина аптечкипе авариллĕ чарăну палли те çукчĕ. Кунашкал айăппа айккинелле тарсан майĕ те çук-çав. Çитменнине  тракторист удостоверенийĕ те "кĕпе улăштарса тухнă май кĕсьерех манса юлнă".

Чуманкасси ял тăрăхĕнчи Отарккă ялĕ çывăхĕнче автоçулсем тăвассипе-юсассипе ĕçлекен Шупашкарти "Стройка-21" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн автогрейдерне тĕрĕслерĕмĕр. Айккинчен пăхсан та, трактор документацине тишкерсен те кунта йĕркене пăсни пулмалла мар пек, анчах  А. Козлов механизатортан удостоверени ыйтсан унăн ку грейдерпа ĕçлеме ирĕк çукки палăрчĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче хăрушсăрлăх йĕркине уйрăмах сĕмсĕррĕн пăсакансене административлă майпа ответ тыттарма тиврĕ.

Халĕ асăннă çитменлĕхсем тата вĕсемшĕн явап тыттарнă тĕслĕхсем трактор хуçисене малашне тимлĕхе ÿстерме ыйтĕç тесе шутлатпăр.

Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ.

С. НИКОЛАЕВ,

ЧР патшалăх техника надзорĕн районти

инспекторĕ*

А. БЕЛОВ,

район хаçачĕн экономика пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика