Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăссен - активлă вăхăт

17 мая 2014 г.

 

Апрель вĕçĕнчен пуçласа пĕрремĕш сивĕсем пуçланичченех сăвăссем питĕ активлă. Май-июнь уйăхĕсенче вара вĕсем уйрăмах çивĕч. Çакăн пирки тĕплĕнрех каласа пама Муркашри тĕп больницăн эпидемиолог врачне Г. Соколовăна сăмах патăмăр:

- Ÿте тăрăннă сăвăса курсан хăшĕсем пĕлнĕ-пĕлменех кăлараççĕ, теприсем хăраса ÿксе нимĕн тума аптăраççĕ. Çак лару-тăрура медицина пулăшăвĕ ыйтмалла, е  сăвăса ÿтрен мĕнле кăлармаллине лайăх пĕлсен çеç хăвăр тĕллĕн кăлармалла.

Сăвăс тирĕннĕ çынна медицина пулăшăвне кая юлмасăр памалла. Çийĕнчех май çук пулсан та пулăшу парассине виçĕ кунран ирттермелле мар.

Сăвăс тирĕннĕ вырăн шыçса хĕрелет. Ку вăл - организм реакцийĕ. Çак хурт-кăпшанкă ÿте тирĕнсе юн ĕмни çын тÿрех энцефалитпа чирлеме пултарнине пĕлтермест. Апла пулин те сăвăса кăларнă хыççăн врач сĕннĕ препаратсемпе усă курмалла.

Сăвăс урлă çынна тĕрлĕ инфекци лекме пултарать, вăл шутра сăвăс энцефаличĕ те. Çакă вăл - вирус инфекцийĕ.  Унран тĕппипех сывалма пулать, анчах хăш чух çак чир сывлăх çинче "йĕр" хăварма та пултарать. Йывăр тĕслĕхсенче çын инвалид пулса юлма е пачах пурнăçран уйрăлма та пултарать.

Инфекци çынна тĕрлĕ майпа ерет. Пĕрремĕшĕ - ÿте вируслă сăвăс кĕрсе ларнипе, иккĕмĕшĕ - сăвăс нумай пулакан вырăнта çÿрекен качака е ĕне сĕчĕ урлă (сăвăссем выльăхсен ÿтне тăтăшах тирĕннĕрен вирус сĕтре те пулма пултарать). Вирус çынна сăвăса хăй тĕллĕн ÿтрен тĕрĕс мар кăларнă чух та лекме пултарать.

Сăвăссем вăрмансемпе парксенче тĕл пулаççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ юнашар çын е чĕр чун иртсе каясса курăк çинче е çĕр çинче кĕтсе ларать.  Çын çине лексен сăвăс чылай вăхăт хушши тăрăнмалли меллĕ вырăн шырама пултарать.

Çавăнпа та сăвăссем пулма пултаракан вырăна кайма пуçтарăнсан уçă атă-пушмак ан тăхăнăр, шăлавар вĕçне те чăлха ăшне туса чикĕр. Ÿт çине хурт-кăпшанкăна хăратакан репеллентсем сĕрме пултаратăр. Вăрмантан таврăнсан вара вĕсене çуса ямалла.

Çутă тĕслĕ çи-пуç çинче сăвăса курма çăмăлрах. Вăрмантан таврăнсан çи-пуçпа пĕрлех ÿт-пĕве те асăрхасах пăхăр. Çак пĕчĕк, темиçе миллиметрлă хурт-кăпшанкă юн ĕмсе çитернĕ хыççăн "ÿсет". 

Енчен те сирĕн сăвăссем пур вырăнта час-часах пулма тивет пулсан, сăвăс энцефалитĕнчен прививка тума та юрать. 

Н.Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика