17 мая 2014 г.
"Пĕччен телейлĕ пулма çук", - районти хисеплĕ çемьесене саламласа хăйсен сăввисенче çак сăмахсене те каларĕç "Солнышко" ача садне çÿрекен шăпăрлансем. Чăнах та çут çанталăкĕ çынна çемье çавăрмалла тунă, апла пулсан çыннăн пĕччен пурăнмалла мар.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владислав Ананьев та çемье авалтанпах ача-пăча çуратса ÿстернипе çыхăннине интереслĕ фактсемпе çирĕплетсе пачĕ. Этемлĕх аталанăвĕн хăш-пĕр тапхăрĕсенче вара çемье йĕркелессине пачах та чарма шухăшланă вăхăтсем те пулнă-мĕн, анчах çут çанталăк хăйĕнчен иртме паман. Çавăнпа та район администрацийĕнчи ырă йăласен залне пухăннă мăшăрсене Владислав Кириллович çемье тĕрекне ÿстерме, çемьесене упрама вăй-хăват сунчĕ.
Кĕçнерни кун Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалланă савăнăçлă уяв мероприятийĕнче пуçарнă кашни сăмах çемье пирки, унăн пуласлăхĕ пирки пулчĕ. Акă Турă Амăшĕн Владимирски турăшĕн Муркашри чиркÿ настоятелĕ Федор атте каланă сăмахсем те тарăн шухăша ячĕç. Европа çĕр-шывĕсенче çемье пĕлтерĕшĕ çине ытла та ирĕклĕн пăхни чăнах та шухăшлаттарать. Граждан мăшăрланăвĕ те унтан килнĕ-çке-ха. "Пĕр çирĕм çул каялла эпир граждан мăшăрланăвне хирĕç калаçаттăмăр, паян вара кун пекки пирĕн патра та анлă сарăлчĕ. Çавăнпа та Европăра ирĕк панă хĕрарăмпа хĕрарăм е арçынпа арçын мăшăрланăвне кунта çитерес марччĕ. Çакăн пек çемьесенче ÿсни ачасен психикишĕн çав тери пысăк суран пулать», - тесе палăртрĕ Федор атте.
Районти ял тăрăхĕсенчен Муркаша уяв мероприятине пухăннă кашни çемье вара тав сăмахне тивĕç. Кашни çемьен хăйĕн историйĕ, анчах та пурте вĕсем ырми-канми ĕçĕпе ял-йышра хисеп çĕнсе илнĕ, ачисене ура çине тăратнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, хĕрарăмсен районти канашĕн ертÿçи Лилия Тарасова ахальтен мар вĕсене: "Эсир - район пуянлăхĕ", - тесе каларĕ. Районти ашшĕсен канашĕн ертÿçи, «Сывлăх» ФСК директорĕ Александр Куликов та çемьесене саламласа çемьере ашшĕпе амăшĕ - иккĕшĕ те пулнин пĕлтерĕшне асăнса хăварчĕ.
Акă Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Юлия Ивановнăпа Геннадий Васильевич Савельевсем (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) пĕр-пĕринпе килĕштерсе 62 çул ытла пурăнаççĕ. Геннадий Васильевич - Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Шурча ял советĕнче секретарьте 40 çул ĕçленĕ. Юлия Ивановна Кашмаш шкулĕнче биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ. Ĕç стажĕ - 31 çул. Икĕ ача пăхса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çакăн пек сумлă мăшăрсенчен тĕслĕх илесчĕ пирĕн тесе калакан сахал мар пулчĕ уявра, вăл шутра - ветерансен районти канашĕн ертÿçи Ефросиния Куликова та.
Муркашри Ефросиния Сергеевнăпа Николай Филиппович Куликовсем хăйсем те акă 45 çул каялла мăшăрланнă. Николай Филиппович районти тĕп больницăра врачра 39 çул тăрăшнă, Ефросиния Сергеевнăн Муркаш райповĕнчи ĕç стажĕ 37 çулпа танлашать. Паян иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, апла пулин те питĕ активлă - Муркашри ветерансен хорне çÿреççĕ вĕсем. "Пурнăçра ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла, вĕсем ашшĕ-амăшне курса ÿсеççĕ. Эпир те икĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр, паян вĕсем çине пăхса ăмсанса савăнатпăр, мăнуксемпе киленетпĕр. Ашшĕ-амăшĕшĕн чи пахи - ачисем çинчен ытти çынсем лайăх сăмах калани тесе шутлатăп эпĕ", - терĕ Н. Куликов.
Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Надежда Владимировнăпа Владимир Николаевич Ивановсен (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) çемье "стажĕ" 25 çулпа танлашать. Çемье пуçĕ слесарьте вăй хурать, мăшăрĕ суту-илÿ ĕçĕнче тăрăшать. Вĕсем те икĕ ача çуратса ÿстернĕ.
Оринин ял тăрăхĕнчи Зайцевсем (виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) уявра чи çамрăк мăшăр пулчĕç - вĕсем пĕрлешнĕренпе 17 çул çитет. Вера Павловна ача садĕнче воспитательте тăрăшать, Андрей Николаевич хăйĕн ĕçне строительствăпа çыхăнтарнă. Пĕрле вĕсем виçĕ ача ÿстереççĕ. Аслă ывăлĕсем кĕçех шкултан вĕренсе тухаççĕ, кĕçĕн хĕр ачи вара 3 тултарать. "Çемьере чи кирли - пĕр-пĕрне хисеплени, ытти пĕтĕмпех çакăнтан пуçланать", - теççĕ Зайцевсем. "Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть теççĕ. Тĕрĕс паллах. Анчах та вăрçнă чух вăрçă-харçă мĕнрен пуçланнине каласан малалла килĕшÿ пулать, каламасан - хирĕçÿ тăсăлать. Çавăнпа та пĕр-пĕрне ăнланни паха", - хушса хучĕ çемье пуçĕ.
Район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе парнесем, чечек çыххисем, Ваçкассинчи Информаципе культра центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн юррисем, "Солнышко" ача садне çÿрекенсен пĕчĕк концерчĕ - пĕтĕмпех çемьесем валли пулчĕ уявра. Уяв вĕçленес умĕн вара пур мăшăр та хăйсен мăшăрланăвĕн пĕрремĕш кунне аса илсе вальс ташларĕ. Çак ташă вĕсене çамрăклăха илсе кайрĕ тейĕн - ташлакан мăшăрсен чĕрисенчи юратăвĕпе йăвашлăхĕ вĕсен куçĕнче палăрчĕ.
Н. Николаева.