Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр вăхăтра шăнкăравлама

17 мая 2014 г.

 

Çулсеренех майăн 17-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча шанчăклăх телефонĕн кунне паллă тăваççĕ.

Ача-пăча шанчăклăх телефонĕ - ачасемпе ашшĕ-амăшĕсене кирлĕ вăхăтра çийĕнчех психологи пулăшăвĕ паракан, тÿлевсĕр тата аноним мелĕпе ĕçлекен служба. Çак служба пурри ачасене йывăр лару-тăрăва лекессинчен асăрхаттарма, вĕсен прависене пăснине тата аслисем вĕсемпе хăйсене ытла та хаяррăн тытнине тупса палăртма май парать.

Раççейри ача-пăча шанчăклăх телефонĕн  номерне 2010 çулта çирĕплетнĕ: 8-800-2000-122. Çак номерпе пулăшу кирлĕ кашни ача, ашшĕ-амăшĕ е ыттисем те шăнкăравлама пултараççĕ.

Пирĕн районта та шанчăклăх телефонĕ ĕç кунĕсенче 8.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен ĕçлет. Унăн номерĕ - 62-3-38.

Кунсăр пуçне ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă пулăшу паракан центра та (номерĕ - 62-5-09), район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайне те (63-0-63) шăнкăравлама пулать.

Асăннă телефон номерĕсемпе йывăр лару-тăрăва лексен, шкулта е урăх вырăнта кÿрентерсен, хăш-пĕр лару-тăрура харпăр хăйне мĕнле тытмаллине пĕлменнипе, хирĕçÿсем пулнă хыççăн тата ытти тĕслĕхсемпе шăнкăравлама юрать.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти социаллă пулăшу паракан центрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика