Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ку таранчченхи ĕçе тишкерер

17 мая 2014 г.

 

Район администрацийĕн экономика тата  агропромышленность комплексĕн аталанăвĕн  пайĕ пĕлтернĕ тăрăх кăçалхи январь - апрель уйăхĕсенче ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсем  пĕтĕмпе 875859 пин тенкĕлĕх  продукци туса  кăларнă, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан çакă 105,9 процент пулать.

 

Ял хуçалăхĕ

Асăннă калăпăшра  ял хуçалăх продукцине  158909,0 пин тенкĕлĕх е иртнĕ çулхи 4 уйăхринчен (малашне те текстра çак тапхăрпа танлаштарнă) 109,9 процент туса илнĕ. Пур харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем пĕтĕмпе 1204,7 тонна  е 99,3 процент аш-какай туса илнĕ. Ку кăтарту ял хуçалăх предприятийĕсенче 103,3 процентпа, килти хушма хуçалăхсенче 99,6 процентпа, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 52,6 процентпа танлашать.

 Çак тапхăр тĕлне районта пĕтĕмпе 11959,0 тонна е 96,7 процент сĕт туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче - 2758,0 тонна  (92,1 процент), килти хушма хуçалăхра - 9072,0 тонна (98,3 процент), хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче - 129,0 тонна  (90,9 процент).

 Мăйракаллă шултра выльăх хисепĕ 15231 пуçпа е 94,7 процентпа танлашать. Пур формăллă хуçалăхри пĕр ĕне пуçне тивекен вăтам сăвăм 1478 килограмм е 100,5 процент пулнă.

Çÿлерех асăннă тапхăрта 25268,6  пин штук  е 104,1  процент çăмарта туса илнĕ.  

Промышленность

Промышленность предприятийĕсем 716950,2 пин тенкĕлĕх е 105 процент продукци туса кăларнă.  Çакăнта акционерсен "Шупашкарти "Сеспель" предприяти" хупă обществин тÿпи пысăк, вăл 499460,0 пин тенкĕпе танлашать. "ТрубПласт" предприятире вăй хуракансем ĕç кăтартăвне 17 хут ÿстерме пултарнă, вĕсем 74356,9 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.

Чи пĕчĕк кăтарту "Моргаушкорм" чикĕллĕ яваплăхлă обществăн  -  362,6 пин тенкĕ е 70,3 процент.

ТŸлевлĕ пулăшу

Тлевлĕ пулăшу ĕçĕсене 28816,8 пин тенкĕлĕх е 127,7 процент пурнăçланă.

Ваккăн тавар сутасси

Пĕтĕмĕшле ваккăн тавар сутас ĕç  калăпăшĕ  286097,7 пин тенкĕпе е 112,9 процентпа танлашнă. Пĕтĕм калăпăшăн ытларах пайĕ Муркаш  (182291,0 пин тенкĕ е 118,9 процент) тата Мăн Сĕнтĕр (87433,0 пин тенкĕ е 106,1 процент) райповĕсем   çине лекет.

Обществăлла апатлану

Обществăлла апатлану предприятийĕсем хăйсем умĕнчи тивĕçне ответлăха туйса пурнăçласа пыраççĕ. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе пĕтĕмпе апат-çимĕç продукцине  33977,5 пин тенкĕлĕх е 110,5 процент сĕннĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕ 15894,0 пин тенкĕ е 98,5 процент, Муркаш райповĕ 17689,0 пин тенкĕ е 123,6 процент тивĕçтернĕ.

Ĕç рынокĕ

Районта ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,28 процентпа танлашать. Пĕтĕмпе  56 çынна ĕçсĕррисен  шутне илнĕ. Иртнĕ çул çак вăхăтра учетра 52 çын пулнă.

Р. Илларионова.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика