Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авиаци полкĕн командирĕ

08 мая 2014 г.

 

Муркаш районĕ хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварнă ентешсемпе чухăн мар. Вĕсем хушшинче СССР тата Раççей Геройĕсем, ĕç паттăрĕсем, Ача амăш-героиньăсем, Тăван çĕр-шыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнисем. Вĕсем вуншар мар - çĕршер. Хăйсен пурнăçĕнче ырă ĕçпе палăрнисене пирĕн нихăçан та манма юрамасть. Эпир çакăншăн яваплă пулса тăратпăр.

1913 çулхи чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче çуралнă Борис Васильев Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕн Геройĕн ятне чи малтан тивĕçнисен шутĕнче. Борис Михайлович фронтра истребитель летчик пулса Тăван çĕр-шыв тÿпине хÿтĕленĕ, авиаци полкĕн командирне çити ÿссе çитнĕ.

Тăван çĕр-шывра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ вăхăтра çуралса ÿснĕскерĕн пурнăçĕ ачаллах çăмăл килмен. Пурнăç кăларса тăратнă кашни йывăрлăха унăн хăйĕн чĕри витĕр кăларма тивнĕ.

Борис виçĕ çулта чухнех хăр тăлăха юлать. Юрать-ха ăна тăванĕсем пăрахман. Аппăшĕ Екатерина Васильевна уншăн тăван амăшĕ вырăнĕнчех пулнă. Выçлăх хуçаланнă йывăр çулсенче çичĕ çулти арçын ача Етĕрнери ача-пăча çуртĕнче хÿтлĕх тупать. Йывăрлăхсем кашни утăмрах пулнă, анчах вĕсене çĕнсе пырса Борис Етĕрнери сакăр класлă шкултан ăнăçлă вĕренсе тухать.

Пĕлÿ çулĕ çине тăнă каччă мал ĕмĕтпех пурăнать. 1935 çулта вăл Хусанти авиаци институтне вĕренме кĕрет. Çакăнта хăйĕн пек çамрăксемпе тупăшсах осоавиахим аэроклубĕнче самолетпа вĕçме вĕренет, çак йывăр ĕçе пур енлĕн алла илессишĕн тăрăшать. Вĕренÿре сисĕнмесĕрех çул хыççăн çул иртет. Виçĕ курс пĕтернĕ çамрăка Хĕрлĕ Çар службине илеççĕ. Çамрăкăн пĕлÿ çулне татас мар тесе пирĕн ентеше Борисоглебскри çар летчикĕсем хатĕрлекен шкула ăсатаççĕ. Çÿл тÿпепе туслашнă чăваш каччи унтан та ăнăçлă вĕренсе тухать. 1941 çул пуçламăшĕнче вăл хăй тăрăшнипех Качинскри çар авиаци шкулĕн комиссар-летчиксен курсне пĕтерет.

 Малашлăха пăхакан каччăсем çĕнĕрен çĕннине алла илнĕ вăхăт. Анчах Хĕвел анăçĕнче лăпкă мар. Çакă пĕлĕве ÿстерсе пыракан çар çыннисене тăтăшах тимлĕхре тытать.

Июнĕн 22-мĕшĕ... Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине Çĕмĕртлĕх Чемей каччи летчика хатĕрленсе çитнипе кĕтсе илет. Фронтра - 1941 çулхи авăн уйăхĕнченпе. Юлташĕсен çурăмĕ хыçне пытанман ентешĕмĕр тĕрлĕ çулсенче тăшманпа Кăнтăр, Кăнтăр Хĕвел анăç, Сталинград, Пĕрремĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçать, вуншар çар операцине хутшăнса хăйĕн паттăрлăхĕпе мирлĕ пурнăçа çывхартать.

Кашни çапăçăвах ăмăрт кайăкла ыткăннă пирĕн ентеше çапăçури паттăрлăхпа хăюлăхшăн СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1941 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчи Указĕпе Совет Союзĕн Геройĕн ятне параççĕ. Паттăр летчикăн кăкăрĕ çинче Ленин орденĕпе "Ылтăн çăлтăр" медаль (643-мĕш номер) ялкăшма пуçлаççĕ.

Б. Васильевăн награда хутĕнчен:

"... 1941 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Васильев ертсе пыракан звено Днепр урлă хывнă каçă çывăхĕнчи бензин складне икĕ бомбăпа тĕп тунă. Тăшман вăйлă персе тăнипе самолет ултă  çĕртен шăтнă. Апла пулин те Васильев летчик ăсталăхĕпе усă курса хамăр аэродрома вĕçсе çитсе самолета çĕр çине ăнăçлă антарса лартма пултарнă...

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсен каççи (переправи) çине бомбăсем тĕл пăрахса ăна юрăхсăра кăларнă...

Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Борис Васильев хăйĕн эскадрилйине Верховцы станци çывăхĕнчи тăшман аэродромĕ çине бомба пăрахма ертсе кайнă. Кĕске те ăнăçлă çапăçура пирĕннисем тăшманăн 7 самолетне тĕп тунă...

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ломовка çывăхĕнчи каçăна (переправăна) аркатма вĕçсе тухсан тăшман зениткисем Б. Васильев тытса пыракан самолетăн бакне персе шăтараççĕ. Пулса тухнă лару-тăрура летчик çухалса каймасть, самолета çапăçу хирĕнчен кăларса хамăр территорие çитерсе тĕрĕс-тĕкел антарса лартма пултарать..."

Награда хучĕ çине "Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçлĕ" тесе хушса çырни пур. Аяларах вара 6-мĕш Арми командующийĕ  Малиновский генералпа Кăнтăр Хĕвел анăç фрончĕн командующийĕ Тимошенко алă пуснисем.

Хĕрлĕ Çарăн кадрсен тĕп управленийĕн 4-мĕш пайĕ ВКП(б) Чăваш обкомĕн секретарĕ             И. Чарыков ячĕпе 1942 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче янă çырура паттăр ентеш пирки çапла çырнă йĕркесене вулама пулать: "...Нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн СССР орден-медалĕпе наградăланисен йышĕнче 864 чăваш пур. Вĕсенчен пĕри - Совет Союзĕн Геройĕ, батальон комиссарĕ Борис Михайлович Васильев, Хĕвел анăç фрончĕн истребительсен авиаполкĕн çар комиссарĕ..."

1942 çулхи çулла истребительсен 92-мĕш авиаци полкĕ Сталинграда хÿтĕлеме хутшăнать, çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн хула тÿпинче тăшманпа çапăçать. Пĕр çапăçура Борис Васильевăн тусĕ, полк командирĕ Фарид Фаткуллин, вилмеллех аманать. Нумай шухăшлама вăхăт çук. Командовани пирĕн ентеше ун вырăнне полк командирне çирĕплетет. Кĕçех вăл та йывăр аманать. Чылай вăхăт унăн госпитальте сипленме тивет. Сывалса тухсан паттăр летчик каллех фронта каять, каллех ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçусене хутшăнать.

Чăваш Енре паттăр летчикпа хăй вăхăтĕнче тивĕçлипе мăнаçланнă. ВКП(б) Чăваш обкомĕ Хĕрлĕ Çарăн сывлăш-çар штабне 1944 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче янă телеграмминче ентешĕсем Борис Васильев валли ятарласа самолет туянни пирки пĕлтернĕ.

Б. Васильев Çĕнтерĕве хăйĕн полкĕпе Берлин çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Çак вăхăта унăн кăкăрне "Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи" орденăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш степенĕсем илемлетнĕ.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче пĕлÿ çулĕнчен самантлăха та пăрăнман Борис Михайлович 1951 çулта Сывлăш-çар академийĕнчен вĕренсе тухнă. 1953 çултанпа - саппасри подполковник. Шел, Герой пурнăçĕ 1955 çулта сарăмсăр татăлнă.

М. БЕЛКОВА,

Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕн аслă архивисчĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика