08 мая 2014 г.
Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси - арçыннăн сумлă тивĕçĕ. Çак тĕрĕслĕхе Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче çамрăк ăрун пуласлăхĕшĕн тăшман çине ыткăннă, нумай çапăçура ăна тĕппипе çапса аркатса çĕнтерĕве çывхартнă совет салтакĕпе тĕл пулса калаçни тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Салтак пурнăçĕ тата Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи - ветеран куçĕпе...
- 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçă пирĕн ăрăва çирĕппĕнех тĕрĕслерĕ. Çĕр-шыв тата тĕнче ирĕклĕхĕшĕн вут-çулăм витĕр тухнăран эпир пурнăç илемне туллин туятпăр. Вăхăт утти пирĕн рете самай сайралатрĕ. Çапах Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн эпир кашниех паян хамăра салтак пек тытатпăр. Эпир-çке Суворов, Кутузов хÿтĕленĕ Раççейшăн çапăçрăмăр. Раççей - пирĕн кил! Ăна вара нимĕнпе те улăштарма çук, - паянхи çынсен тĕп шухăшне палăртса калаçать Кашмашра пурăнакан 88 çулхи Вячеслав Иванов аса илÿпе сăн-питри пĕркеленчĕкĕсене туртăнтаркаласа. Сăнасарах пăхрăм та, çĕр-шыври коллективизаци утăмĕсем, фашистсен эшкерĕсене çĕнме халăхпа пĕрле тăни, иккĕмĕш тĕнче вăрçине вĕçлессипе Квантун çарĕсене хирĕç çапăçăва тухни, Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн юхăннă çĕр-шыва ура çине тăратни, мирлĕ пурнăçа тăрăшуллă ĕçпе çултан-çул малалла аталантарни унăн сăн-питĕнче те, шухăшлавĕнче те манăçми тарăн йĕр хăварнине асăрхарăм.
Вячеслав Иванович çĕр-шывра совет самани тĕрекленме пуçланă вăхăтра 1926 çулхи çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă кун çути курнă. Йăлт çĕнĕлле, йăлт урăхла. 5 ачаллă хресчен çемйинче вăл тăваттăмĕшĕ пулнă. Аслисем пулнине пăхмасăрах Вячеслав та ачаллах хресчен ĕçне хăй куçĕпе курса, май пур таран ĕçлесе çитĕннĕ. Çул çитсен тантăшĕсемпе пĕрле шкула кайнă, çити-çитми пурнăçпах 7 класс пĕтернĕ, колхоза тырă акма-вырма çÿренĕ. Пурăнмалла, тăван яла çĕклемелле, анчах... Тĕнчере иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăй илме пуçланă вăхăт. Никамăн та чĕри вырăнта мар. Сывлăшра вăрçă шăрши...
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шыва фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнсан Мăн Сĕнтĕрти МТС-ра трактористсен 3 уйăхлăх курсĕнчен вĕренсе тухнă каччă фронта кайнă арçынсен вырăнне юлать. Çавăнпа та ака-суха ĕçĕ тата çакăнти ĕç культури уншăн паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Манпа калаçнă чухне те Вячеслав Иванович çакна палăртмасăр иртмерĕ. "Çĕр ĕç культурине пăхăнмасăр пысăк тухăç пирки ан та шухăшла", - терĕ вăл чÿречерен çурхи хирелле тинкерсе.
Çамрăклах çĕр ĕçне кÿлĕннĕ каччăна 1943 çулта çара кайма повестка параççĕ.
- Çул çитменнипе фронта кайма ят тухман каччăсем пирĕн патăмăра та черет çитессе чăтăмсăр кĕтеттĕмĕр. Фронтран килнĕ "виç кĕтеслĕ" çырусем асаннесемпе аннесен куççульне юхтарнине чăтма-тÿсме йывăрччĕ. Çав вăхăтра çул çитнĕ яшсене ял çыннисемпе тăванĕсем ялтан хире тухса куççуль юхтарсах фронта ăсататчĕç. Кам шухăшланă-ха вăл вăхăтра уйрăлу пĕрисемшĕн вăрăма, теприсемшĕн ĕмĕрлĕхех пуласси çинчен, - аса илÿ çăмхине сÿтрĕ ветеран.
Хĕрлĕ Çар ретне тăнă пирĕн ентеше механизатор пĕлĕвĕллĕ пулнине шута илсе артиллери шкулне вĕренме яраççĕ: çапăçу хирĕнче унăн хăйне шанса панă тягачпа йывăр орудисене вырăнтан вырăна куçармалла. Тăватă уйăх фронта хатĕрленеççĕ çамрăксем. Вăхăт çитсен Хĕвел анăçнелле каякан вĕсен эшелонне Хĕвел тухăçнелле çавăрма приказ пырса çитет. Çапла вара Вячеслав Ивановичсен çар ушкăнĕ Квантун çарĕ хуçаланнă вырăна çул тытать.
- Аслă Çĕнтерĕве уяр та илемлĕ кун кĕтсе илтĕмĕр. Анчах çак утăм иккĕмĕш тĕнче вăрçин вĕçĕ пулманнине те пĕлеттĕмĕр. 1945 çулхи утă уйăхĕнче Потсдам конференцийĕнче США-па Великобритани пуçлăхĕсем Японирен вăрçăсăрах чарăнма, хăйсем йышăннă территорирен каялла чакма ыйтаççĕ. Анчах Токио хирĕçлет. Çапла вара Аслă Çĕнтерÿ хыççăн шăп виçĕ уйăхран - çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче - артиллери вăйлă персе тăнă хыççăн ирхине пирĕн çарсем самурайсем хуçаланнă çĕр çине ура ярса пусрĕç. Астăватăп, эпир атакăна тапраннă вăхăтра тĕттĕмччĕ тата çумăр çăватчĕ. Сопкăсем çинчи стратегиллĕ вырăнсене йышăннă яппунсем татти-сыпписĕр тăхлан çумăр çутаратчĕç. Танксен хÿттипе малалла иртнĕ вăхăтрах çумри юлташсем Маньчжури çĕрне юнпа пĕветсе выртса юлчĕç. Çак хăрушă кунсем тата малтанхи каç пĕрле апатланнă юлташсене çухатни 69 çул иртсен те асран тухмасть.
В. Иванов службăра тăнă инçет Хĕвел тухăçĕнчи 1-мĕш фронт (командующийĕ К. Мерецков пулнă) çарĕсем тăшмана уйăха яхăн хăваласа, самурайсен çирĕп хирĕç тăрăвне сирсе Дунин, Муданьцзян, Харбин хулисемпе вуншар пĕчĕк яла ирĕке кăлараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен анлă фронт çак кĕске вăхăтра Сахалинăн кăнтăр пайне, Курил утравĕсене, Маньчжурие, Корейăн пĕр пайне ирĕке кăларать, миллионлă Квантун çарне çапса аркатать.
1945 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Лăпкă океанра "Миссури" линкор çинче Япони хăй парăннине алă пусса çирĕплетет.
В. Иванов тăван яла 1948 çулхи кĕркунне таврăнать. Фронтовик мирлĕ пурнăçра 34 çул "Свобода" хуçалăхри трактор бригадине ертсе пырать. Пĕр ялта пурăннă Анастасийăпа çемье çавăрса вĕсем 3 хĕрпе 3 ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.
- 12 мăнукпа 9 кĕçĕн мăнук - паян манăн пурнăç илемĕ, - терĕ Çĕнтерÿ салтакĕ хăйне ыталанă Настя мăнукĕн аллине ачашласа.
А. БЕЛОВ.