Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эвакуациленисенчен юрлама, стройпа утма вĕренеттĕмĕр"

08 мая 2014 г.

 

Москакасси ялĕнче пурăнакан  Елена Пушкина сакăр вунă çулран каçрĕ ĕнтĕ, унăн ачалăхĕ вара  иртнĕ синкер тапхăрпа пĕр килнĕ. Пурнăç вăл вăхăтрисене самай тĕрĕсленĕ çав. Иртнĕ çулсене Елена Александровна хурланса аса илет.

...Йăлтах йĕркеллĕ темелле, анчах та кĕтмен çĕртен пысăк хуйхă килсе хуçать çамрăк çемьене. Пĕр кунхине Лена, икĕ çул урлă каçнăскер,  амăшĕсĕр тăрса юлать. Чăр-чăр пăхать ача куçĕ, иртнĕ кунсене каялла тавăрасшăн тейĕн пĕчĕк Лена. Амăшĕ çумне тĕршĕнесшĕн пулас ăна-кăна йăлтах ăнланайман ача.

Çапла вара ашшĕн икĕ ачана ÿстерме тивет. Вăл колхоз утарçинче тимленĕ, аслашшĕ те ĕçлĕ çын пулнипе  чылай пулăшнă. Çапах та кил-йышра хĕрарăм алли çитменни самай сисĕннĕ. Нимĕн те калаймăн, мăшăрсăр пурнăç тулли çемье мар тата ачасене те хĕрарăм тимлĕхĕ кирли куç кĕрет.

- Тавах Турра, ырă чунлă хĕрарăм, иккĕмĕш анне тупăннă, пирĕншĕн  тăрăшма килĕшнĕ.  Эпир ĕнтĕ тахçантанпах асатте-асаннесен шутĕнче, анчах та вăрçă  çулĕсем, нушаллă та тертлĕ  кунсем асран тухмаççĕ. Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ тăхăр çулхи ачаччĕ. Çав вăхăта паянхи пекех лайăх ас тăватăп. Урама пухăннă мĕн пур çын макăрать, кашниех таçта васкать, хумханать.  Пирĕн атте те фронтовик пулса тăчĕ. Иккĕмĕш аннепе тăрса  юлтăмăр. Эпир, ачасем, хамăр аслăланнине пĕр-икĕ кун хушшинчех туйса илтĕмĕр. Ялта ун чухне пĕтĕм ĕçе алăпа тăватпăр вĕт. Шкула вара  çавах çÿрерĕмĕр-ха, вĕренÿ çулĕ октябрь-ноябрь уйăхĕсенче кăна пуçланатчĕ. Уй-хирти тыр-пула ватти-вĕтти пухса кĕртнĕ, ытти ĕç те вĕсем çинчех пулнă. Эпĕ вара çу кунĕсенче сысна кĕтĕвĕ пăхаттăм, чăх-чĕп ферминче те тăрăшсах ĕçленĕ. Пĕррехинче аслăрах тусăмпа пĕрле кĕтÿ пăхаттăмăр, вăл балалайка каласа юрлать, эпĕ ун çине самай ăмсанса  пăхса лартăм. Паллах, манăн ун йышши инструмент çуккипе кулянтăм, инçех мар ана çине чупса кайрăм та купăста çулçи татса килсе балалайка пек  тытса юрларăм.

Пирĕн яла та эвакуаципе килнисене вырнаçтарчĕç. Пурнăç нушаллă пулин те, хĕсĕнкелесе пурăнма тивнĕ ĕнтĕ. Çапла вара эпир Украина тата ытти халăх ачисемпе пĕрле хутшăнса çитĕнтĕмĕр. Вĕсенчен вăрçă юррисене вырăсла вĕрентĕмĕр, стройпа утма хăнăхрăмăр. Хĕллехи вăрăм каçсенче пĕрле пухăнса ларса фронта ăсатма алсиш-нуски çыхаттăмăр, кисетсем çĕлеттĕмĕр. Ача-пăчан выляс та,  çывăрас та килет, çапах та фронтшăн тăрăшмаллине аванах ăнланаттăмăр.  Çав тери йывăр пулнă, анчах та çĕнтерессе пурте шаннă. Тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсене Москакассине ĕçлеме илсе килнине те астăватăп. Эпир, ачасем, вĕсене курма чупаттăмăр, çапах та хĕрхенеттĕмĕр вĕсене. Хĕллехи кунсенче те тумĕсем çĕтĕкчĕ, хăйсем çÿхе тăхăнатчĕç, пуçĕсене татăксемпе картлатчĕç, - аса илет Елена Александровна.

Çĕвĕç ĕçне пĕлни  кирек хăш вăхăтра та кирлĕ.  Çавăнпах ĕнтĕ амăшĕ калаçса татăлнипе Ленăна пĕр ăста патне вĕренме ярать. Хăнăхмалла-вĕренмелле ун патĕнче çĕлет. Çамрăкскер питĕ вăр-вар пулнипе ятарлă пĕлÿ илмесĕрех çак ĕçе алла илет. Вăрçă пĕтсен те пурнăç йывăр килнĕ.

- Атте вăрçăран чĕрĕ таврăнасса питĕ кĕтеттĕмĕр. Ăна курнипе савăнăç куççулĕ пирĕн татти-сыпписĕр тухрĕ, çывăрма выртсан та ыйхă килмест. Çемьере арçын пурри епле тĕрек вĕт,  - калаçăва тăсать вăл. 

Ашшĕ фронтран таврăнсан агентра тăрăшма пуçлать.  Лена ÿссе çитнĕ ĕнтĕ, çавăнпа та ăна кин тăвас текенсем хăтана килме пуçлаççĕ. Вун тăххăра çитсен Москакассинче Пушкинсен çемйи чăмăртанать. Хуçалăх бухгалтерĕнче, каярах чылай вăхăт бригадирта тимленĕ мăшăрĕпе вĕсем ачи-пăчине ура çине тăратаççĕ. Вăл тĕрлĕ ĕç ăсти, унăн пултарулăхĕпе Шупашкарти краеведени музейĕнче те паллашма пулать.

- Çĕнтерÿ кунĕ пуриншĕн  те  чи пысăк уяв пек асра юлчĕ. Халĕ пурнăç лайăхах çав, анчах та выçăллă-тутăллă пурăнни пирĕн сывлăха самай хавшатрĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, ырă сунса çеç пурăнасчĕ. Çĕр çинче яланах таса пĕлĕт, мирлĕ пурнăç хуçалантăр, - тесе калаçăвне вĕçлерĕ вăл. 

Елена Александровнăн çулĕ сумлă пулин те, вăл питĕ пултаруллă. Тĕрлĕ обществăлла ĕçе активлă хутшăнать. Йывăç-тĕм лартассипе питĕ тимлет, мĕн йышшине кăна лартман пулĕ вăл, халĕ те çак ĕçе малалла тăсать. Сывлăхĕ çирĕп пултăр ĕнтĕ унăн.

Р. Макарова.  

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика