08 мая 2014 г.
"Çитес çул ăмăртăва татах та лайăхрах йĕркелеме тăрăшăпăр", - тесе эстафетăна хутшăннисене тав сăмахĕ каларĕ Муркаш райпо канашĕн председателĕ, районти çăмăл атлетика федерацийĕн ертÿçи Б. Андреев.
Муркаш райповĕ пулăшнипе çуллахи спорт сезонне уçса çăмăл атлетика эстафети кăçалхипе вун иккĕмĕш хут пулчĕ. Яланхи пекех медальсемпе дипломсем тата хаклă парнесем (райпо тытăмĕнчи "Суту-илÿ центрĕнче" тавар туянма май паракан сертификатсем) хатĕрленĕ райпо. Çак парнене çĕнсе илнĕшĕн мала тухнă кашни команда хавасланчĕ.
Çăмăл атлетика эстафетине çемье командисем кăмăллани кăçал та палăрчĕ. Вĕсене хăшĕсене чылай ăмăртура курма пулать. Акă Муркаш ял тăрăхĕнчи Смирновсен çемйинех илер. "Эпир пурте спорта юрататпăр, май пур таран çемьепе те ăмăртусене хутшăнма тăрăшатпăр", - теççĕ Надеждăпа Игорь.10 çулчченхи ачаллă çемье командисем хушшинче çак кăмăллă çемье мала тухма пултарчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче - Васильевсен (Муркаш ял тăрăхĕ) тата Романовсен (Йÿçкасси) çемйисем. 14 çулчченхи ачаллă çемье командисен йышĕнче вара Васильевсен (Тойкилтĕ) туслă çемйи финиша пуринчен малтан çитрĕ. Лоцмановсемпе Романовсен çемйисем - вĕсем хыççăн.
Ветерансен йышĕнче вара кăçал арçынсем кăна ăмăртрĕç. Ку старта тухнисене нумайăшĕ пăхса ăмсанчĕ пулĕ: аллăран иртнисем çамрăксене спортпа туслă пулни сывлăха упрама пулăшнине те, чун кăна мар, кĕлетке çамрăклăхне çухатма паманнине те хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартса пачĕç. Ку чупура Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи Владимир Иванов çĕнтерчĕ, Полислав Васильевпа (Йÿçкасси) Владимир Михайлов (Юнкă) хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.
Ăмăртура яланхи пекех чи йышлисем шкул ачисем пулчĕç. Эстафета условийĕсем тăрăх пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен командинче виçĕ арçын ачапа виçĕ хĕр ача, вăтам шкулсен командисем вунă вĕренекенрен тăчĕç. Вĕсен пурин те пĕршер çухрăма яхăн чупма тиврĕ: район администрацийĕн çурчĕ патĕнчен çар комиссариачĕн çурчĕ умĕпе çамрăк техниксен станцийĕ еннелле, унтан - чиркÿ патĕнчен иртекен тротуарпа тăвалла. Кашни кун тренировкăна тухакансемшĕн ку çул ытла йывăр пулманни палăрчĕ, хăшĕсене вара дистанцие парăнтарма çăмăлах пулмарĕ курăнать. Тренерсемпе физкультура учителĕсем кашни ачан результатне çырса пычĕç. Орининти физкультура учителĕ Сергей Иванович ку тренерсене те, ачасене те малалла аталанма, ĕçлеме питĕ кирлине ăнлантарчĕ.
Ăмăртăва килсе çитнĕ ентеш Василий Трофимов - хăвăрт утассипе Раççей спорт маçтăрĕ те ачасене тимлесех сăнарĕ. Çăмăл атлетикăна "юрăхлă" ачасене палăртрăр-и тесе ыйтсан: "Пур, анчах та сахалрах", - терĕ вăл, спорт çулне ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Аверкий Васильевич Васильев патĕнче пуçланăскер.
Тĕп шкулсен йышĕнче вара кăçал та Шетмĕпуçсем мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Сосновкăсемпе Шомиксем. Вăтам шкулсен командисенчен Калайкасси шкулĕн пĕрремĕш команди малта пулчĕ. Ун хыççăн - Муркашсем, виççĕмĕш вырăнта - Калайкассисен иккĕмĕш команди.
Шкулсемпе танлаштарсан ĕç коллективĕсен командисем старта сахаллăн тухрĕç. "Çакă ака-суха ĕçĕсем пуçланнипе те çыхăннă. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсĕр пирĕн район малалла аталанаймĕ. Шкул ачисен вара сывлăхлă çын кăна пурнăçа аталантарма, лайăхлатма пултарнине асра тытмалла", - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев.
Ĕç коллективĕсен командисенчен мала "Сывлăх" ФСК команди тухрĕ, хыççăнхи вырăнсенче - район администрацийĕн командипе Катькас ял тăрăхĕ.
Эстафета пĕтĕмлетĕвĕ чи çамрăк тата чи аслă çулхи хутшăнакана палăртрĕ. Вĕсем - Татьяна Васильева тата Михаил Романов.
Чăнах та, кирек епле ĕçре те сывлăхлă çын тăрăшни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпах çитес çул та майăн 1-мĕшĕнче çăмăл атлетикăна кăмăллакансем, спортпа туслисем каллех кунта пухăнма калаçса татăлчĕç.
Н. Николаева.