Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ĕç тăвакан пĕчĕк коллектив

08 мая 2014 г.

 

Юбилейпа саламлатăп!

Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви Чăваш Республикин "Муркаш районĕн "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакцийĕ" хăй тытăмлă учрежденийĕн коллективне паллă кун ячĕпе - хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа саламлать.

"Çĕнтерÿ ялавĕ" - Чăваш Енри чи сумлă та ыйтакан район хаçачĕсенчен пĕри. Унăн тиражĕ пĕр тикĕс ÿссе пырать, хаçат район тата республика шайĕнчи событисене оперативлă тата пахалăхлă çутатать. Пулăмсем пирки туллин, объективлă тата тĕрĕс каласа парассине эсир кашни номере хатĕрленĕ чухне тĕп вырăна хуратăр. Редакцире вăй хуракансен нумай ăрăвĕн пысăк профессионализмне пула хаçат пĕлтерĕшлĕ хыпарсен çăл куçĕ, ырă канаш паракан тата пулăшуçă пулса тăчĕ.

"Çĕнтерÿ ялавĕн" коллективне малашне те аталану, çĕнĕ шухăшсем, хавхалану, професси тата пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем, пархатар тата ăнăçу сунатăп.

В. АНДРЕЕВА,

Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă

коммуникацисен министрĕ.

Район хаÇачĔн ĔÇченĔсем тата Çак ĔÇĔн ветеранĔсем,

район хаÇатне вулакансем!

Сире район хаçачĕ 70 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп.

Тăван районăмăр йĕркеленнĕренпех район хаçачĕ унăн пурнăçне тĕрĕс çутатаканĕ пулса тăнă. Районта пурăнакан маттур та тăрăшуллă ĕçченсем çинчен каласа панă, малта пыракан опыта сармалли мел пулса тăнă. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче районта пурăнакансене тăрăшуллă ĕçлеме хавхалантарнă, Аслă Çĕнтерÿшĕн ырми-канми вăй хума, каярахпа вăрçăпа юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçе хастар хутшăнма чĕнекенĕ, хавхалантараканĕ пулса тăнă. 

 Паян та район хаçатне районта пурăнакансем кăмăлласа вулаççĕ. Сирĕн ĕç çав тери яваплă. Мĕншĕн тесен сăмахпа пĕлсе, вырăнлă  тата витĕмлĕ усă курмалла. Пурнăçра пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем çинчен вулакан патне  вăхăтра, тĕрĕс те ăнланмалла çитермелле. Хаçат тиражĕ ÿссе пыни, унăн  страницисенче район пурнăçне пур енлĕн çутатма тăрăшни, хаçатри материалсем вулакана хăйĕн шухăшне калама хистени эсир хăвăрăн тивĕçĕре кирлĕ пек пурнăçлама тăрăшнине кăтартса  парать.

Эсир малашне те район пурнăçне тĕрĕс, татах та анлăрах, туллинрех çутатасса шанас килет. "Çĕнтерÿ ялавĕн" страницисенче районта пурăнакансемшĕн интереслĕ материалсем ытларах кăларма, вулакана  кирлĕ темăсене ытларах хускатма ăнăçу сунатăп. Хаçатра ĕçлекенсен пĕлÿ, пултарулăх шайĕ те ÿссех пытăр.   Хаçатпа вулакан хушшинчи çыхăну татах та çирĕпленсех пытăр. 

Сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ÿсĕмсем сунатăп. Районта пурăнакансемшĕн "Çĕнтерÿ ялавĕ" кĕтнĕ хăна пултăр.

Р. Тимофеев,

район администрацийĕн пуçлăхĕ.

"Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн тĕп редакторĕ А. ТИХОНОВ:

- Эпĕ чи малтан "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçата çырăнса илекенсене тав сăмахĕ калатăп. Эсир пире шанни пирĕн ĕçлес хастарлăха ÿстерет.

Почта ĕçченĕсене те уйрăммăн тав тăватăп. Вĕсем кирек епле çанталăкра та пирĕн хаçата вулакансем патне çитерессишĕн тăрăшаççĕ.

Влаç органĕсен представителĕсене, депутатсене, ертÿçĕсене, сывлăха сыхлас ĕç, вĕренÿ, культура, социаллă сфера, право сыхлавĕн органĕсен ĕçченĕсене, обществăлла корреспондентсене пире кулленхи ĕçре пулăшса пынăшăн тав тăватăп. Пирĕн çыхăну малашне те çирĕпленсе пытăр.

Юбилейпа саламласа хаçатпа çыхăнса ĕçлекен мĕн пур çынна тав сăмахĕ калатăп.

Майăн 5-мĕшĕнче Муркаш район хаçачĕ 70 çул тултарчĕ.  Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ майăн 5-мĕшĕнче "Колхозник сасси" ятпа пичетленнĕ. Эрнере вăл пĕр хутчен 1200 экземплярпа тухса тăнă. Пĕрремĕш редакторĕ Ф. Малышкин пулнă.

 1959 çулхи августăн 30-мĕшĕнче хаçатăн юлашки номерĕ кун çути курать.

1965 çулта район хаçачĕ çĕнĕрен "Çĕнтерÿ ялавĕ" ятпа тухма пуçлать. 1965 - 1967 çулсенче хаçат редакторĕ пулнă В. Смирнов хăй аса илĕвĕнче çапла палăртать:

- 1965 çулта С. Ислюковпа тĕл пулса калаçнă хыççăн мана Етĕрне районĕнчен Муркаш районне куçарчĕç,  район хаçачĕн редакторне çирĕплетрĕç. Хаçат ятне суйласа тупни те ахальтен мар. Малтанхи çулсенче производствăри пысăк кăтартусемшĕн район пилĕк хутчен Хĕрлĕ ялав çĕнсе илнĕ. Эпĕ хам шухăша палăртрăм, республика шайĕнчи органсем те "Çĕнтерÿ ялавĕ" ята ырласа йышăнчĕç.

1970 - 1973 çулсенче редактор пулса Д. Гордеев ĕçленĕ.

Редактор эстафети ун хыççăн В. Шемекеева куçнă. Ку вăхăтра     Л. Шапошников çырнисем кун çути курма пуçланă. Каярах ăна редакци коллективне ертсе пыма шаннă.  1975 çулта А. Хованский редактор пулать. 1975 çулта редактор тилхепи Г. Андреева куçать.

1993 çулта Муркаш район хаçачĕн коллективне Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ Анатолий Тихонов ертсе пыма пуçлать. Ответлă ĕçе пуçăннă май район хаçатне  кăларасси çине çĕнĕлле пăхать. Вăл вăхăтра хаçата алăпа наборласа кăларнă, кунти типографирех пичетленĕ. Çавăнпа та çĕнĕлĕх патне çирĕппĕн ăнтăлнă.

- Чи малтанах хамăр вăйпа икĕ компьютер оборудованийĕ туяннă. Хаçат калăпламалли  PageMaker  программăн вырăсла версийĕ вăл вăхăтра пулман, эпир  акăлчан версине тупрăмăр. Компьютера чăвашла "ĕçлеме вĕрентесси" вара çăмăлах пулмарĕ. Пысăк хавхаланупа тимленĕрен кĕске вăхăтра çак йывăрлăха парăнтартăмăр, -  иртнĕ тапхăра аса илет паянхи ăста ертÿçĕ Анатолий Иванович.

Çĕнĕ мелпе тунă хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1996 çулта (райхаçатсенчен чи малтан) кун çути курнă.

Паянхи кун хаçат 5134 экземплярпа пичетленет. 

Редакци коллективĕ куллен тимлĕх ыйтакан тĕрлĕ ыйтăва, информацие вулакан патне  вăхăтра та пахалăхлă çитерессишĕн тăрăшать. Пĕрлехи тăрăшулăхпа  çакă тивĕçлĕ шайра пурнăçланать. Ĕç пахалăхне çирĕплетекен "Прессăн ылтăн фончĕ" пахалăх паллипе район хаçатне пилĕк хутчен чысларĕç. Республика шайĕнчи конкурссенче  асăннă издани  тăтăшах çĕнтерÿçĕсен йышĕнче палăрать. Чăваш пичет аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн "Çĕнтерÿ ялавне"  2004 çулхи майăн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. 2006 çулта редакци  FTP çыхăну урлă "Чăваш Ен" ИПК серверĕ çине хаçатăн хатĕр полосине ярса пама пуçланă, ку мел çине  те асăннă коллектив республикăра чи пĕрремĕш куçнă. Çапла вара хаçатăн полиграфи пахалăхĕ татах та ÿсрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика