14 мая 2014 г.
Майăн 9-мĕшĕнче яланхи йăлапа пур çĕрте те фашистла Германие аркатса Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 69 çул çитнине паллă турĕç. Муркашри митинг "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче иртрĕ. Унта вăрçă ветеранĕсем, вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, шкул ачисем, ĕç коллективĕсен представителĕсем хутшăнчĕç. Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев уçрĕ.
- Вăрçă хирĕнче çапăçнă тата Аслă Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă хисеплĕ çыннăмăрсем, эпир сирĕн умăрта пуç таятпăр. Сирĕн тивлетĕрпе халĕ эпир мирлĕ пурăнатпăр. Хăрушă вăрçă тивмен çемье вара çук та пулĕ, кашниех унăн синкерне туйма пултарнă, - терĕ Ростислав Николаевич уява уçнă май.
Районтан вăрçа 9845 çын тухса кайнă. 5491 çын тăван килне каялла таврăнайман, вĕсем пуçĕсене мирлĕ пурнăçшăн хунă. Вăрçа хутшăннисем сахаллансах пыраççĕ. Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнисене те пирĕн яланах асра тытмалла. 69-мĕш Аслă Çĕнтерĕве вара 47 ветеран кăна кĕтсе илме пултарчĕ. Хăйсен кун-çулне шеллемен паттăр çынсем яланах пирĕншĕн ырă тĕслĕх пулса юлĕç.
Вăрçа хутшăннисем мĕн пур йывăрлăха чăтса ирттернĕ, фронт çул-йĕрĕ вара вăрăм пулнă. Çав тапхăрта вĕсем мĕн кăна курман пулĕ; Пире, хыççăнхи ăрăва, малалла ĕçлеме майсем туса панă. Ветерансен тăрăшулăхне вара патшалăх пысăка хурса хаклать. Иртнĕ ултă çул хушшинче 244 вăрçă ветеранĕпе вăрçăра вилнĕ салтакăн тăлăх арăмĕ тата вĕсен çемйи хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Халĕ черетре 14 ветеран тăрать, çак кунсенче кăна районти ветерансем валли 5 сертификат çитнĕ.
Аслă ăрăвăн паттăрла ĕçне çамрăксем тăсаççĕ, вĕсем тĕрлĕ çапăçăва хутшăнса хăюлăх кăтартаççĕ. Уйрăмах палăрнисене уявра Афган вăрçин орденĕпе тата медалĕпе чысларĕç.
Районта ырă йăлана кĕнĕ тăрăх çулсеренех Çĕнтерÿ кунне халалласа Муркаш - Ваçкасси маршрутпа велосипедистсен чупăвне ирттереççĕ. Çамрăксен парламенчĕ пуçарнипе кăçал пĕрремĕш хут Муркаш - Москакасси - Шурча - Муркаш маршрутпа авточупу пулчĕ.
Муркашсене Аслă Çĕнтерĕвĕн 69-мĕш уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республика Пуçлăхĕн Администрацийĕ, Чăваш Ен Правительстви ячĕпе гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрăвăн Чăваш Республикинчи патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Муркашпа Элĕк районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ А. Петров саламларĕç.
Çамрăк армеецсемпе кадетсен парачĕ иртрĕ. Митинг Çĕнтерÿ паркĕнче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăкпа Мухтав мемориалĕ умне чечек кăшăлĕсем хунипе вĕçленчĕ.
Куракан умне Муркашри тата Орининти ветерансен халăх хорĕсем тухрĕç. Вăрçа хутшăннисем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç, салтак пăтти астиврĕç.
Каçхине уяв программи малалла тăсăлчĕ. "Эпĕ астăватăп! Эпĕ мăнаçланатăп" район шайĕнчи гала-концерт пĕрремĕш хут иртрĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунĕ уяв фейерверкĕпе вĕçленчĕ.
Р. Илларионова.