Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хутшăнма тăрăшăр

14 мая 2014 г.

 

Чăваш Енре çулсеренех "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕ иртет. Марафонăн тĕллевĕ пысăк -  ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр, тăлăха юлнă ачасене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕррисене пулăшма тата сиплеме укçа-тенкĕ пухасси, пултаруллă çамрăксене пулăшасси, ачалăхпа çыхăннă ыр кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртесси. 

Кăçалхи марафон пысăк утăмпа утать - республикăра çак эрне пуçламăшĕ тĕлне пурĕ  7 миллион та 959 пин тенкĕ ытла пухăннă. Муркашсен тÿпи те ÿссех пырать - 155 пин тенкĕ ытла.

Аса илтеретпĕр, çак марафонта пухăнакан укçа-тенкĕ каярах района таврăнать. Ăна хамăр районта йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене пулăшма усă кураççĕ, апла пулсан пирĕн кашнин пурнăçра ырă ĕç тума май пур.

Марафона пурте хутшăнма пултараççĕ. Укçана çак реквизитсемпе куçармалла:

ЧРО ООБФ "Российский детский фонд"

ИНН 2128005408, КПП 213001001

РŸс № 40703810075220160067

в Чувашском ОСБ № 8613 г. Чебоксары

БИК 049706609, кŸс 30101810300000000609.

Кăçал марафона хутшăнас текенсем валли тепĕр май та пур: 4647 номер çине "НИМЕ" тесе çырса смс ямалла кăна. Çак хыпар хакĕ 55 тенкĕ те 30 пуспа танлашать. Хыпара пĕр телефонпа темиçе хутченех яма юрать.                 Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика